Менингит та менингит тесе пӗр вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче хытах шавларӗҫ. Чире тӗрӗс палӑртайманнине кура диагноза тӗрӗс мар лартнӑ тесе шур халатлисене ӳпкелесе калаҫни асрах-ха. Чӑваш Енре еплерех лару-тӑру-ха? Ку ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшнӑ та республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян йӗркеленӗ брифингра.
Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн патра менингит паллиллӗ 6 ачана тупса палӑртнӑ иккен. Вӗсенчен пӗринне энтеровирус этилогине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫак уйӑхра менингитпа чирлӗ икӗ ача тупӑннӑ. Шупашкарти 65-мӗш ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин пирки пӗлтернӗ-мӗн.
Тухтӑрсен 100 пин ҫын пуҫне миҫе ҫын чирленине илсе парас йӑла пур та, ҫавӑн тӑрӑх хакласан, ку вӑл 0,5 тӗслӗх тенине пӗлтерет иккен. Раҫҫейре вара — 1,45 тӗслӗх-мӗн. Ҫапах ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пӗчӗкрех иккен. Пӗлтӗр 100 пин ҫын пуҫне менингитпа чирленисен шучӗ 3,39 тӗслӗхпе танлашнӑ.
Эпидемиологсемпе ача-пӑча тухтӑрӗсем тӗрӗс апатлантарма тата гигиенӑна пӑхӑнма, чир паллине сиссенех тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ.