![]() Хусанти реклама хӑми Хусан исполкомӗн чӗлхе аталанӑвӗн тата обществӑллӑ организацисемпе ҫухӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Ирек Арсланов пӗлтернӗ тӑрӑх хулари реклама хӑмисене (билбордсене) икӗ чӗлхеллӗ тума палӑртнӑ — вырӑсла тата тутарла. Кун пирки тин кӑна «Про Город — Казань» портал пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Хула таврашӗнче тулаш рекламӑпа информацие вырнаҫтармалли йӗркен положенине» улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ирек Арсланов шухӑшӗпе ку ҫӗнетӳ рекламӑпа паллашма вырӑсла калаҫакансене кӑна мар, тутарла калаҫакансене те май парӗ. Хула исполкомӗнчи тулаш рекламӑпа информаци управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхеллӗ рекламӑна хальччен те вырнаҫтарнӑ — Библипе Коранти ҫырнисене, ҫыравҫӑсен шухӑшӗсене усӑ курнӑ социаллӑ реклама татарла тата вырӑсла пулнӑ. Пирӗн чӑвашсен, тутарсен тӗслӗхӗпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ те... пулайӗ-ши вӑл? Пирӗн пуҫлӑхсен унашкал утӑм тума хӑю ҫитеймест пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче алӑ вӑйӗ виҫессипе ӑмӑрту иртнӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те яланхиллех тухӑҫлӑ хутшӑнчӗҫ. Кӗлетке йывӑрӑшне шута илнӗ ҫивӗч ӑмӑрту хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳсемпе таврӑнчӗҫ:
◊ Владимирова Ольга Геннадиевна — 1-мӗш вырӑн; ◊ Софронова Ирина Владимировна — 2-мӗш вырӑн; ◊ Филиппов Андрей Львович — 3-мӗш вырӑн.
Ҫӗнтерӳҫӗсене малашне те ҫирӗп вӑй-хал сунатпӑр. Вӗрентӳ ӗҫӗнче те, ӑслӑлӑхра та, спортра та ӑнӑҫу пултӑр!
|
![]() Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ. Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ. Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
|
![]() Кӑрлачӑн 28-29-мӗш кунӗсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче кӗскетнӗ прогаммӑпа куҫӑмсӑр вӗренекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Диплом ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ филологсемпе культурологсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе саламлатпӑр, ӑнтӑлу, ҫутӑ малашлӑх сунатпӑр. Яланах хальхи пек маттур пулӑр, тӑван халӑхӑмӑра хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрпа савӑнтарӑр!
|
![]() Нарӑсӑн 15-мӗшӗ — пӗтӗм Раҫҫейре йӗлтӗр ҫине тӑмалли кун тесе палӑртнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, спортпа туслӑ пулни пире сывлӑхлӑ пулма май парать, кунсӑр пуҫне спорт вӑййисемпе кӑсӑкланакан ҫын тӗрлӗ килпетсӗр йӑласенчен те пӑрӑнать. Паян, Раҫҫейри халӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетесси пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ чухне, Чӑваш патшалӑх университетӗнче те спортпа туслисем йышлансах пыраҫҫӗ. Уйрӑмах ЧФКФ-ри чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри пуҫаруллӑ. Кунта акӑ факультет деканӗ В.Г.Родионов профессор тата воспитани енӗпе ӗҫлекен декан ҫумӗ А.Л.Филиппов доцент ертсе пынипе йӗлтӗр ҫине тӑрса уҫӑлма тухассине йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кафедра ӗҫченӗсем пуҫласа йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех волейболл выляссипе те маттур факультет ӗҫченӗсем.
|
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» кӗнеке издательствинче Раҫҫей Ҫыравҫисен тата Раҫҫей Журналистсен союзӗсен членӗн, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗн, «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫин Николай Николаевич Ларионовӑн «Чун хушнипе пурӑнсан» тӗпчев ӗҫӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнекере пӗрремӗш хут Чӗмпӗрти хальхи чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне пӗтӗмӗшле тишкерсе ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ку тӑрӑхра ҫӗнӗ саманари чӑвашлӑх юхӑмӗ ҫӗкленни, «Канаш» хаҫат уҫӑлни, «Атӑл юрри» журналӑн кун-ҫулӗ, «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинчен сӑмах хускатнӑ. Кунта авторӑн 1998–2009 ҫулсенче ҫырнӑ критикӑлла статйисем, рецензийӗсем, тишкерӗвӗсем те кӗнӗ. Николай Ларионов хӑйӗн ӗҫне Чӗмпӗрте чӑвашла «Канаш» хаҫат тухма тытӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине халаллать. Кӗнекере ҫак тапхӑрпа ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксем чылай. Хӑйне евӗр «Чун хушнипе пурӑнсан» тишкерӳ-энциклопеди чӑваш литературипе кӑсӑкланакансемшӗн, вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн, студентсемшӗн, ахаль вулакансемшӗн вышкайсӑр пысӑк пӗлтерӗшлӗ мул пулса шутланать. |
![]() Тӗнчере кашни кун тенӗ пекех пӗр чӗлхе ҫухалать теҫҫӗ. Тин кӑна AFP агентство тепӗр чӗлхе ҫухални пирки пӗлтерчӗ. Ӗнчӗ (Инди) ҫыршывӗ шутне кӗрекен Андаман утравӗнче пурӑнакан бо халӑхӗн юлашки ҫынни, 85-ри Аслӑ Боа (Boa Sr) вилнӗ. Бо йӑхӗ ҫак утравсенче 65 пин ҫул пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытти халӑхсемпе ҫыхӑнмасӑр чылай хушӑ парӑннӑран ӑсчахсем вӗсем хӑйӗн чӗлхине мӗн авалтан упранӑ теҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн бо чӗлхипе калаҫаканни урӑх тӗнчере юлман. Аслӑ Боа 2004 ҫулхи цунамине те тӳссе ирттернӗ. Ҫав инкек иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӗлхе тӗпчевҫисене вӑл ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӗр чӗтреннӗ вӑхӑтра эпир пурте унта пулнӑ. Асли пире ҫапла каларӗ: Ҫӗр ик пая пайланӗ, ан чупӑр, ан хускалӑр.» Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх андамансем кунта Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчен куҫса килнӗ. Бо чӗлхи хӑйӗн тымарӗсемпе палеолит вӑхӑчӗпе, этем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма пуҫланӑ тапхӑнчченхипе, ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кӑна шута илсен андамандсен чӗлхисем, вӗсен шутне бо чӗлхи те кӗрет, 10 пин ҫулта пулма пултараҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн Андаманд утравӗсенче тата 9 йӑх халӑхӗ юлнӑ. Вӗсенчен кашни хӑй чӗлхипе калаҫать. Пӗр йӑхӗ халӗ те ытти халӑхсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнать, вӑл халӑх шутне те пӗлмеҫҫӗ. |
![]() Паян, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче, республикӑра черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ иртрӗ. Кӑҫал ачасем хӑйсен ӑс ҫивӗчлӗхне 7-мӗш хут кӑтартӗҫ ӗнтӗ. Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрентӳ Министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ. Конкурсӑн тӗллевӗ: ачасене чӑваш чӗлхине юратса вӗренме хӑнӑхтарасси, вӗсен пуплев культурипе пултарулӑх енне туртӑнассине ӳстересси. Шкул ачасен пурӗ 30 задани пурнӑҫлама тивӗ — вӗсенче кашни чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмалла пулӗ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ питӗ ҫӑмӑл, вӗсен хуравне пур шкул ачи те пӗлме тивӗҫ. Пур ыйтӑвӑн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут параҫҫӗ. Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне классем тӑрӑх пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче чыслӗҫ. Пӗлме. 2009 ҫулта вӑйӑна пӗтӗмпе 21 964 шкул ачи хутшӑннӑ: Чӑваш Республикинчен — 20 776, Тутарстанран — 593, Пушкӑртран — 562 вӗренекен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 16 вӗренекен, Самара тӑрӑхӗнчен — 15 вӗренекен хӑй пултарулӑхне кӑтартса панӑ. |
![]() Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |