Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫак мелпе 37 ҫын усӑ курнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 29 ҫын, Шупашкартан шӑнкӑравланӑ. Ытти хулапа района илсен, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Вӑрнарпа Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Ҫынсем пурӗ 44 ыйту панӑ. Халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлес ыйту ытларах кӑсӑклантарать иккен. Шӑнкӑравсем тӑрӑх инспекторсем халӑха ҫурт-йӗр фончӗн тӑрӑмне техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслесе тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси канӑҫсӑрлантарнине те асӑрханӑ.
Ҫынсене калаҫтаракан ыйтусен шутне управляющи компанисем ӑшӑ энергийӗ пирки информацие, кабель телекуравӗ вырнаҫтарни саккунлипе саккунсӑрри пирки пӗлтерменнине те, вӗри шыв вӗри маррине тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва кӗртмелле.