Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Уявпа саламларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 09.01.2014 15:35 | 1333 хут пӑхнӑ
Хулара

Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Иисус Христос ҫуралнӑ кун. Ҫак уява чысласа ирттерекен тӗн уявӗнче Етӗрнери Свято-Троицкий собор ҫумӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем тата Палтайри Вознесения Господня вырсарни шкулне ҫӳрекенсем хула ҫыннисене уявпа саламларӗҫ. Ачасем пухӑннисене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ ҫӑлтӑрсем парнелерӗҫ, ҫӑлтӑрсен ташши-юррипе сӑввине ятарлӑ сценари тӑрӑх лартнӑ. Сценари авторӗсем Э.Лисицына, В.Белов, Е.Паркина, Е.Коракова, М.Шуверова, Л.Гришина. Пухӑннисене Етӗрне тата Палтай чиркӗвӗсен протоиерейӗсем Сергий аттепе Владимир атте Христос ҫуралнӑ ятпа саламларӗҫ, ҫак кун умӗн Афонран пӗрремӗш хут Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтри япаласене Мускава илсе килни пирки пӗлтерчӗҫ.

Пухӑннисене ҫавӑн пекех Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Андрей Агаков тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алиса Иванова саламларӗҫ.

Алиса Геннадьевна район администраци пуҫлӑхӗн ячӗпе Черновсен ҫемйине «Ҫулталӑк ҫемьи — 2013» конкурсра «Социально-ответственная семья» (чӑв. Халӑхри яваплӑ кил-йыш) номинацире ҫӗнтернӗшӗн диплом парса чысларӗ. Пухӑннисем Етӗрнери Культура ҫурчӗнче ӗҫлекенсен концертне те килӗштерчӗҫ.

Христос ҫуралнӑ куна халалласа чиркӳ шкулне ҫӳрекен ачасемпе Етӗрнери Анисим Асламас ячӗпе хисепленсе тӑракан ӳнер шкулӗнчи вӗренекенсем тӗрлӗ эреш, тӗлӗнмелле япаласем хатӗрленӗ. Унтан уяв Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ умӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене парнесемпе савӑнтарчӗҫ.

Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вырсарни шкулне ҫӳрекенсем Шупашкарти уява хутшӑнӗҫ.

#Етӗрне районӗ, #Раштав, #уявсем, #чиркӳсем, #Етӗрне

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем