Культура
![]() Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке «Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ. Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ: • «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ. • «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ. • «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, Атнарти ача пахчи тата Альбина Макарова, Мишеркасси. • «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, Хусанушкӑнь шкулӗ. • «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — Тралькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем. • «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ. • «Олимпиадӑна сӑнлакан юр кӗлетке» — Лариса Ванюшкина, Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ. Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене валли редакции парне хатӗрленӗ — райхаҫатра 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пӗр хут тӳлевсӗр салам е пӗлтерӳ кӑларма ирӗк паракан купон тата Тав ҫырӑвӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |