Раҫҫейре
![]() www.profi-forex.org сӑнӳкерчӗкӗ PR Partner генеральнӑй директорӗ Инна Анисимова ҫитес ҫул валли PR-трендсем епле пулассине пӗлтернӗ. Кӗскен каласан, йӑлана кӗнӗ медиа хӑйӗн вӑйне ҫухатмӗ: информаци агентствисен аудиторийӗ паянхи куна пӗчӗк мар, хӑш чухне блогерсемпе инфлюенсерсенчен те иртет. Телевидение илсен, ӑна пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 52 проценчӗ шанать. Бренд-медиа вӑй илсе пырать. Брендсене вара кириллизацилессипе вырӑслатас йӑла малалла пырӗ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 53 проценчӗ акӑлчан сӑмахӗсемпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисенчен кӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курнине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() www.gipernn.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ. Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Диана Яковлева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар пики Диана Яковлева илем конкурсӗнче черетлӗ хутчен палӑрнӑ. Диана — 20 ҫулта, вӑл Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренет. Хӗр тӗрлӗ илем конкурсне тӑтӑшах хутшӑнать, хамӑр тӑрӑхри тӗрлӗ производителӗн тумне рекламӑлать. Хальхинче Диана «Раҫҫейӗн ҫамрӑк сӑнӗсем – Студентсем хушшинчи Мистер тата Мисс» спортпа ӑс-тӑн тата илем конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл «Мисс Грация» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() https://vk.com/wall-203482733_3939 сайтри сӑн Канаш муниципалитет округӗнчи Атнаш ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьешӗн ҫӗнӗ ҫурта куҫни Ҫӗнӗ ҫул парни пекех пулнӑ. Вӗсене патшалӑх 4 миллион та 600 пин тенкӗпе 2 хутлӑ ҫурт туса панӑ. Пӗтӗмпе – 108 тӑваткал метр. Ольга Леонтьева 6 ачана пӗччен ӳстерет: 4 ывӑл та 2 хӗр. Ҫӗнӗ ҫурчӗ халӗ шкултан инҫех мар. Ку вӗсене пушшах те савӑнтарать. Ҫуртра пӳлӗмсем, пысӑк тӗпел, ваннай, туалет, прихожӑй пур. Йӑлтах хӑтлӑ та илемлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел муниципалллӑ округӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗнче «Митта вулавӗсем» иртнӗ. Мероприятие ачасем ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ. Сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсне йышлӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 3-11 классенче вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла хитре вуланӑ. Пуринчен маттуррисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсем «Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» ачасене ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ. Кӑларӑма Людмила Исаева поэт пулӑшнипе хатӗрленӗ. Унра Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӗнекене «Шӑла пӗчӗкрен упра» проектпа килӗшӳллӗн кун ҫути кӑтартнӑ. «Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» кӗнекепе паллашсан ачасем шӑл тухтӑрӗсенчен хӑрама пӑрахӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ирина Архиповна архивӗнче сӑнӳкерчӗк Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ирина Архиповна хисеплӗ ят панӑ. Паянтан, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, вӑл «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» пулса тӑнӑ. Сцена ӑсти Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Ирина Архиповӑна Ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем аван пӗлеҫҫӗ, ӑна юратаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӑрӑм ӗмӗрлӗ предприятисенчен пӗрне, художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фабрикине, Хисеп грамотипе чысланӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Фабрикӑна «чӑваш наци культурине упраса хӑварассине тата аталантарассине тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан кинемисемпе мучисем ачасемпе тупӑшнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Угадай мелодию» (чӑв. Кӗвве пӗл) ятлӑ программа иртнӗ. Унта асӑннӑ центра пырса ҫӳрекен ачасемпе учрежденири стационарта пурӑнакан кинемисемпе мучисем хутшӑннӑ. Центрта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ – аслисемпе ачасене пӗрне-пӗри ӑнланма пулӑшасси, ҫамрӑк ӑрурисемпе аслӑ ӑрурисем пушӑ вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерччӗр тесе тӑрӑшни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян Улатӑр хулинче Ленин тата Комсомол урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ: пушарнӑй машини маршруткӑна пырса ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ. Пушарнӑй машини вара хӗрлӗ ҫутнӑ чухне кайнӑ. Вӑл мигалкӑсене, сиренӑна ҫутнӑ пулнӑ. Юрать-ха, маршруткӑра пассажирсем пулман. Водителе пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Вӑл аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |