Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑра тӗплӗ юсав ирттересси пирки саккун пӑхса тухнӑ. ЧР Элтеперӗ ӑна ҫав кунах алӑ пуснӑ.

Унччен ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакансем ҫурта хута янӑранпа 5 ҫул ҫитсен ҫеҫ тӗплӗ юсавшӑн тӳлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн вара 1 ҫултан тӳлеме тытӑнӗҫ.

Влаҫ ку саккуна мӗншӗн йышӑннине ӑнлантарнӑ: Тӗплӗ юсав фондӗнче укҫа ҫитсе пымасть. Хальхи вахӑтра ҫынсен фонд умӗнче 700 миллион тенкӗ парӑм пур. Ҫӗнӗ ҫуртрисене тӳлеттерме пуҫласан регионти оператор патне хушма 132 миллион тенкӗ тупӑш кӗрӗ.

 

Хулара

«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗсем Шупашкарта ҫухалнӑ 13 ҫулти Виктор Алаева шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Ача ҫав кун тӗттӗм кӑвак тӗслӗ костюм, хура-шурӑ тӗслӗ жилетка, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89003319602 Леонид (Енот).

 

Персона

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине (халӗ аграри университечӗ) 20 ҫул ытла ертсе пынӑ Николай Кириллов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл тин кӑна 76 ҫул тултарнӑ, иккӗмӗш кунхине вилнӗ.

Николай Кириллов 1945 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх академине вӑл 1980 ҫулта ӗҫлеме килнӗ. Аслӑ шкула 1991-2012 ҫулсенче ертсе пынӑ.

Николай Кирилловпа юпан 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи акт залӗнче 12 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ.

 

Республикӑра
Россельхозназор архивӗнчи сӑн
Россельхозназор архивӗнчи сӑн

Канашра 75 килограмм хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине ҫунтарса яма тивнӗ. Унта карантинри ҫум курӑка тупнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем ку хӗвел ҫаврӑнӑша юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тупнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗвел ҫаврӑнӑша ӑҫтан кӳрсе килнине кӑтартакан документсем пулман.

 

Республикӑра

Улатӑрта 3 ҫӑлтӑрлӑ «Эрьзя» хӑна ҫурчӗ хута янине пӗлтернӗччӗ. Паян унӑн алӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ категориллӗ 20 номер вырнаҫнӑ. Люкс номер унта 9 пин тенкӗ тӑрать. Чи йӳнни — 4 пин тенкӗ.

Хӑна ҫурчӗ хула варринче вырнаҫнӑ. Унччен унта ача пахчи пулнӑ, кайран - И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ филиалӗ. Ӑна темиҫе ҫул каялла ишсе антарнӑ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль лартма грант выляса илнӗ. Халӗ театрта ҫӗнӗ ӗҫе хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ.

Спектакле лартма чӑваш культурипе чӗлхи эксперчӗсене хутшӑнтарассине пӗлтернӗ театрта. Постановкӑна хатӗрленӗ чухне Александр Кӑлканпа Василий Алагерӑн 1952 ҫулхи ӗҫне тӗпе хурӗҫ.

Режиссер-постановщикӗ – ГИТИСра вӗреннӗ Данна Афаунова.

Художник-постановщикӗ – Мускаври Валентина Николайчук, ҫутӑшӑн явапли – Мускаври Юрий Курамшин. Сценографи консультанчӗ – Эмиль Капелюш, композиторӗ – Лолита Чекушкина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_5958
 

Раҫҫейре
m.market.yandex.ru сайтри сӑн
m.market.yandex.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен банксенче вак укҫана банкнотӑсемпе комиссисӗрех улӑштарма пулать. Е ӑна счет ҫине куҫарма май пур.

Чӑваш Енре акцие Россельхозбанк, Сбербанк, Газпромбанк, ВТБ, «Кузнецкий» банк тата ытти кредит организацийӗ хутшӑнаҫҫӗ.

 

Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре халӑх промыслисен чи лайӑх ӑстисемпе ремесленникӗсене чыслӗҫ. «Чувашия ремесленная» (чӑв. Ремеслаллӑ Чӑваш Ен) конкурса 110 заявка килсе ҫитнӗ.

Чи лайӑх ӗҫсене 24 номинацире чыслӗҫ.

Конкурса йывӑҫран, хӑваран, ҫӑмран, кӗҫҫерен, хурӑн хуппинчен, тӑмран, батикран тӗрлӗ япала ӑсталакансем, халӑх тумне хатӗрлекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чыслӗҫ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Людмила Жук ачаранпах илем тӗнчи енне туртӑннӑ. Анчах шкул пӗтерсен тухтӑра вӗренсе тухнӑ та медсестрара ӗҫлеме тытӑннӑ. Чун ӗҫӗпе туллин кишенме май килмен. Ҫуллансан, 2004 ҫулта, вӑл флористика курсӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Людмила Александровна килӗнче халӗ курав тейӗн. Ватӑ ҫын халӗ те ал ӗҫӗсӗр пӗртте лармасть. Хӑй вӑхӑтӗнче вара вӑл лавкка сентрисене те илемлетнӗ.

 

Хӗсмет
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ. Кӑҫалтан 30 ҫула ҫитнисене те ҫара илме пуҫланӑ.

ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи призыв 10 процент ытларах пулать - ҫара 1110 яша илме палӑртнӑ. Вӗсем службӑра 12 уйӑх пулӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑна юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӑсатӗҫ.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑран салтака кайнӑ каччӑсен йышӗ 1 пинрен кӑшт ытларах

 

Страницӑсем: 1 ... 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, 378, 379, [380], 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, 389, 390, ... 4121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...