Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Услапа тата Кӑкшӑм ялӗсенче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Услапасен райцентра ҫитме 25 ҫухрӑм парӑнтармалла, кӑкшӑмсен вара - 23 ҫухрӑм. Ялта ФАП пулни питӗ меллӗ. Ҫак икӗ медпунктра 900 ытла ҫын медпулӑшу илӗ. Условисем вара питӗ хӑтлӑ. Кӑкшӑмсем ФАПшӑн кӑна мар, унта ӗҫлекен Светлана Ильиничнӑшӑн та савӑнаҫҫӗ. Вӑл унта 30 ҫул вӑй хурать. Малашне фельдшер пациентсене хӑтлӑ пӳлӗмсенче йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӳрӗ эфир ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Олег Алексеевич ӑна урӑх куна куҫарассине каланӑ. Тӳрӗ эфир раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна «Раҫҫей 24» телеканалпа, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра итлеме пулать. Эфир 17 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Аса илтерер: ыйтусене Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е халӑх тетелӗнче пост айне ҫырса яма пулать. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче телефон та ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти 64 ҫулти арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1 миллион тенкӗ тыттарса янӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Полици ӗҫченӗ имӗш вӑл. Хайхискер ӑна банкра такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине ӗнентернӗ. Кайран тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл арҫынна укҫине счет ҫинчен илме, ӑна курьера парса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Ӗненмелле пултӑр тесе ултавҫӑсем полицейскин суя удостоверенине ӳкерсе ярса панӑ. Ҫапла Шупашкар арҫынни палламан ҫынна 1 миллион тенкӗ тыттарса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Ҫитес ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар валли 153 ҫӗнӗ троллейбус туянӗҫ. Чӑваш транспорт управленийӗпе проект финансированийӗн ятарлӑ обществипе тунӑ килӗшӳпе республика валли 92 троллейбус илӗҫ. Тепӗр 40 транспорта «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал 21 троллейбус туянма килӗшӳ тунӑ. Вӗсене 2024 ҫулта пӗрремӗш кварталта илсе килӗҫ. Ку - палӑртнӑ срокран каярах, мӗншӗн тесен савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнӑҫланӑ. Ҫӗнӗ троллейбуссем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх ҫемьесене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чысланӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Зайцевсем тивӗҫнӗ. Вӗсен 4 ача ҫитӗнет. Алексей Михайловичпа Татьяна Сергеевна 20 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ачисем маттур: шахматпа кӑсӑкланаҫҫӗ, ӑс-тӑн олимпиадисене хутшӑнаҫҫӗ, спорта юратаҫҫӗ, кӗнеке вулаҫҫӗ… Зайцевсем ҫитес ҫул Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчи «Ҫулатлак ҫемйи» конкурсра хӳтӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ. Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cao.ru сайтри сӑн «Чӑваш Ен» санатори директорӗ пулнӑ Юрий Симунов ӗнер, раштавӑн 14-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 65 ҫулта пулнӑ. Юрий Леонидович Тутарстанра ҫуралнӑ, Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ стажне Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче педиатрта ӗҫлесе пуҫланӑ. 1992-1999 ҫулсенче вӑл «Волжские зори» санатори директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2000-2019 ҫулсенче вара «Чӑваш Ен» санатори тӗп директорӗ, тӗп тухтӑрӗ шутланнӑ. Унтан «Чувашиякурорт» санатори тӗп директорӗнче ӗҫленӗ. Юрий Симунов – ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Унпа раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра 11 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра юр ҫума тытӑнӗ. Ыран та, шӑматкун, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ. Вырсарникун уяртӗ, хӗвел пӑхкалӗ. Шӑматкун каҫхине 17 градус таран сивӗтӗ. Ҫил лӑпланӗ, тӗтре карса илӗ. Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ытларах – кӑнтӑр районсенче. Теромометр 0 градус та кӑтартма пултарӗ. Ытларикун ӑшӑтсах ярӗ. Юнкун тата кӗҫнерникун ҫӗрле юр ҫӑвӗ. Вырсарникун та юр нумай ӳкӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантимертан иртӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтӗ-ха, анчах ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрне варринче вӑл ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-27-мӗшӗсенче сивӗтсе илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() www.profi-forex.org сӑнӳкерчӗкӗ PR Partner генеральнӑй директорӗ Инна Анисимова ҫитес ҫул валли PR-трендсем епле пулассине пӗлтернӗ. Кӗскен каласан, йӑлана кӗнӗ медиа хӑйӗн вӑйне ҫухатмӗ: информаци агентствисен аудиторийӗ паянхи куна пӗчӗк мар, хӑш чухне блогерсемпе инфлюенсерсенчен те иртет. Телевидение илсен, ӑна пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 52 проценчӗ шанать. Бренд-медиа вӑй илсе пырать. Брендсене вара кириллизацилессипе вырӑслатас йӑла малалла пырӗ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 53 проценчӗ акӑлчан сӑмахӗсемпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисенчен кӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курнине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() www.gipernn.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ. Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |