Сумлӑ сӑмах
Персона
Хӗветӗр Михали ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ Чи малтанах ҫак ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсене мӗнлерех пӗлтерӗшсемпе усӑ курнине ӑнлантарни кирлӗ. Поэзи мифологийӗ (поэтическая мифология) тесе эпир хайлав авторӗ йӗркелекен мифологине калатпӑр. Вӑл халӑх (этническая, натуральная) мифологийӗнчен хӑйӗн харкамлӑхӗпе (индивидуальностью), хӑй евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Халӑх сӑмахлӑхӗнчи лирика-эпикӑра тӑтӑшах тӗл пулакан «эпӗ» текен калу субъекчӗ пирки ӑнлантарни те кирлӗ. Вӑл прозӑра калавҫӑпа (хӑйӗн ятӗнчен каласа параканӗпе, вырӑсла ӑна «рассказчик» тесе палӑртаҫҫӗ), лирикӑра ҫуйлану харкамҫипе (лирика геройӗпе) тӳр килет. Эпир кунта вӗсене калавҫӑ е харкамҫӑ тесе палӑртӑпӑр. Григорий Филиппов, Максим Арзамасов тата Михаил Фёдоров (Хӗветӗр Михали) сӑвӑҫсем малтан Н.И. Золотницкин, кайран В.К. Магницкин вӗренекенӗсем тата вӗсене пулӑшаканӗсем пулнӑ. Тӗп сӑлтавне вӗсем пурте Шупашкар уесӗнче тӗрлӗ ҫулсенче пурӑннинче е ҫуралса ӳснинче курмалла-тӑр. Вӗрентекенӗсем те ҫав тӑрӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ: ҫуралса ҫитӗннӗ (Золотницкий) е чылай хушӑ ӗҫленӗ (Магницкий). |
Республикӑра
![]() humoraf.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр муниципаллӑ округра иртӗ. Хальхинче Тӑвай муниципаллӑ округне суйланӑ. Ҫавна май Шупашкарпа ҫак округӑн уява хатӗрленме тытӑнмалла. Палӑртмалла: Тӑвай муниципаллӑ округӗнче Республика кунӗ 2013 ҫулта иртнӗ. Кӑҫал вара уяв Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче Куславкка округӗнче савӑннӑ. Ун умӗн, 2021 ҫулта, уява Ҫӗмӗрле районӗнче йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() мастеркоммуникаций.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсен республикӑри конкурсне кӑҫалтан регионсен шайне кӑларнине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта Кӑркӑстанри Бишкек хулични пресс-секретарь те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Заявкӑсем Мускавран — 39, Чӑваш Енрен — 30, Ленингра облаҫӗнчен — 12. Пермь крайӗпе улхула облаҫӗнчен 8-шар заявка, Вологода, Мускав, Свердловск, Тюмень, Челябинск облаҫӗнсенчен, Питӗртен, Ханты-Манси автономи округӗнчен — 7-шер. Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен мастеркоммуникаций.рф сайтра йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацине Владимир Михайлов ертсе пырать. Вӑл унччен Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 36 ҫулти Владимир Михайлов кӑҫал авӑн уйӑхӗн варринчен Тӑвай округӗнчен должноҫрен кайнӑ. Вӑл ку муниципалитета 2020 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унтан кайсан Шупашкар округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Искусство каҫӗ-2023» культура мероприятийӗ иртӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, 16:30 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кун куракансене учрежденире чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ ятарлӑ программӑпа кӗтсе илӗҫ. Сенкер фойере хальхи вӑхӑтри тумсен «Хитре» бренд куравӗ ӗҫлӗ. Театр 106 ҫул хушши пухса пынӑ экспонатсен пуххи паллашма та кӑсӑклӑ пулӗ. Юрра-ҫемме юратакансем валли инструмент концерчӗ иртӗ. 18 сехетре вара ҫав кун «Театр – ман ӑраскал» моноспектакль пуҫланӗ. Хальхинче унта Пӗчӗк залта Раҫҫей тата чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева пултарулӑхпе паллашма май килӗ. Искусство каҫне, моноспектакльсӗр пуҫне, тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Газета.Ru сӑнӳкерчӗкӗ IT-специалистсене ӳлӗмрен цифра йӗрӗпе шырама тытӑнӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав майпа 2026 ҫултан шырама тытӑнӗҫ. Цифра йӗрӗ шутне вӗенӳ ӗҫӗсем, ӑслӑлӑх публикацийӗсем, даннӑйсен базисем кӗреҫҫӗ. Цифра йӗрӗ вакансие пулас ӗҫченӗн профилӗпе танлаштарма май парӗ. Ҫӗнӗ сервис ҫӗршыври университетсемшӗн, IT-сферишӗн, строительствӑшӑн, юриспруденципе медицинӑшӑн тата HR-компанисемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗх опытсӑр специалистсене ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫма май парасса шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, 2023 ҫулта Раҫҫейри IT-специалистсенчен ҫурри, тӗрӗсрех каласан, 49 проценчӗ, пӗтӗм тӗнчери компанисене вырнаҫма ӑнтӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн Кӑвак фойинче «Золотые хиты винила» (чӑв. Винилӑн ылтӑн хичӗсем) программа-ретроспективӑна пуҫтарӑннӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ хатӗрленӗ. Программӑра иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑмахран, «Утомленное солнце нежно с морем прощалось», «О, голубка моя», «Сердце, тебе не хочется покоя». Сергей Григорьев, Виктория Трепова скрипкӑпа ӑста вылянӑ, Гульсинэ Григорьева — альтпа, Алексей Егоров — виолончельпе, Екатерина Паргеева — фортепианӑпа. Солистсем вара юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Респубикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Сармантей» кӗнеке ҫинчен пӗчӗк вулакансене каласа кӑтартнӑ. Иван Яковлевӑн «Сармантей» сӑрласа илемлетмелли кӗнекипе хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене паллаштарнӑ. Асӑннӑ кӗнекене Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ, чӑвашсем валли чӑваш тата вырӑс чӗлхи учебникӗсене хатӗрленӗ, куҫаруҫӑ пулнӑ, чӑваш фольклорне пухнӑ. Вулавӑшӑн краеведнипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке художникӗ – Светлана Бритвина. Малтанласа кӗнекене чӑвашла ҫеҫ пичетленӗ. 2005 ҫулта ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара ӑна сӑрласа илемлетмелли кӗнеке евӗр пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Надежда Яковлева йӗп те ҫип ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни те паллӑ мар. Надежда Яковлева 156 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Эсир ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8 800 700 54 52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӳк уйӑхӗн мӗнле пулӗ? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, нӳрӗ нормӑпа килӗшӳллӗн е кӑштах сахалрах пулӗ. Чӳкӗн 18-мӗшӗччен термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫавӑнпа ытларах ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑҫал метеорологи хӗлӗ икӗ эрне каярах пуҫланӗ. Уйӑх вӗҫне хура ҫӗр шуралӗ – 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Чӳк уйӑхӗнчи вӑтам температура 2-3 градус ӑшӑпа танлашӗ. Уйӑх варриччен 8-10 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Юлашки кунсенче вара 15-20 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |