Синоптиксем ҫулла мӗнле пулассине палӑртнӑ. Ҫӗртмен иккӗмӗш декади те ҫумӑрлӑ килӗ, ҫавӑнпа ку уйӑхра нӳрӗк нормӑран ытларах ӳкӗ. Ҫапах ҫурла тата ҫумӑрлӑрах килӗ.
Ҫӗртмере те, ҫурлара та аслатиллӗ ҫумӑр 7 кун пулӗ, июльте – 10 кун. Ҫав кунсенче ҫил вӑйланас, пӑр ҫӑвӑс хӑрушлӑх пур. Иртен пуҫласа каҫчен ҫумӑр ҫунӑ кунсем те пулӗҫ. Кун пеккине ҫывӑх вӑхӑтрах кӗтмелле: ҫӗртмен 14 е 15-мӗшӗнче.
Ҫулла ҫав тери шӑрӑхпа пулмӗ, ҫанталӑк климат нормипе килӗшсе тӑрӗ. Ҫӗртмере вӑтам температура – 17, ҫурлара 18,5 (нормӑран 1 градус пысӑкрах) градуспа танлашӗ. Утӑ уйӑхӗ нормӑран 1 градус сивӗрех килӗ.