Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти пӗр урам Василий Дмитриев историк ячӗпе хисепленме тытӑнӗ. Ҫапла йышӑну тунӑ Шупашкар хулин администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ.

Хулари пӗр урама историк ятне пама Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 2019 ҫулта сӗннӗ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Иван Иванова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Кун пек документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Ивановчи ҫав театрта чылайранпа ӗҫлет, унсӑр пуҫне вал пулас артистсене сцена ӗҫне сахал мар хӑнӑхтарнӑ.

 

Культура
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Культура тытӑмӗнче тӑрӑшакан республикӑри икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Улатӑрти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи преподавательне Наталья Артемьевӑна тата Ҫӗмӗрлери ял вулавӑшӗн заведующине Людмила Кадеевӑна парас тенӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти Алькеш микрорайонти Роза Люксембург урамӗнчи 63-мӗш шкулта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Столовӑйӗнче 12-ри арҫын ача алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ытти ачана тата педагогсене тапӑнма тӑнӑ.

Инкек пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Ҫӗҫҫе ача килӗнчен илсе пыман иккен. Ӑна вӑл столовӑйӗнче асӑрханӑ. Ҫӗҫҫе хуралҫӑ туртса илнӗ.

Ачан аталанса пырассипе кӑлтӑк пур-мӗн. Вал шкулта учетра тӑнӑ-мӗн.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чаваш Ен Правительствинче кадрпа ҫыхӑннӑ черетлӗ улшӑну пулса иртнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Николай Кадеева ҫирӗплетнӗ.

Ӗҫлӗ документа республикӑн влаҫ орагнӗсен офицаилла порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енри икӗ пысӑк пуҫлӑх самай сума тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи — патшалӑхӑн ҫурт-йӗр тӗп инспекторӗ Виктор Кочетков тата Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗн патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов Чӑваш Республикин Хисеп грамотиллӗ пулса тӑнӑ.

 

Персона

Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.

Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Чӳкӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти 40 ҫулти Александр Исаков килтен тухнӑ та таврӑнман. Ҫав кун вӑл кӑвак куртка, хура толстовка, кӑвак джинс, хура атӑ, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Александр 189 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑртарах, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ тӗслӗ.

Арҫынна полицейскисем тата «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (800) 700-54-52 е 112.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/102418
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑна шторм циклонӗ ҫывхарать. Кӗҫӗр ҫил вӑланӗ, ҫеккунтра 12-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран каҫ енне ҫеккунтра 20 метр таран вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле вара ҫеккунтра 23 метр таран вӗрӗ.

Шӑматкун каллех ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Тунтикун кӑна лӑпланӗ.

 

Хулара
e1.ru сайтри сӑн
e1.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полицейскисем ватӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ. Кинемее урамра япӑх пулса кайнӑ. Ҫурт алӑкӗ ҫине таянса тӑраканскере ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Вадим Мыльниковпа Сергей Егоров асӑрханӑ.

86 ҫулти кинемейӗн тӑрук пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑ-мӗн. Полици ӗҫченӗсем пӑрӑнса иртмен, ӑна пулӑшнӑ: тулли сумккисене киле ҫите йӑтса панӑ. Кинемей инспекторсене чӗререн тав тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 274, 275, 276, 277, 278, 279, 280, 281, 282, 283, [284], 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, 292, 293, 294, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 18

1979
46
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...