Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru  сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Россеть Атӑл» – «Чӑвашэнерго» 35 кВ-ран пысӑкранх подстанцисен ӗҫне тишкернӗ. Предприятин Кӑнтӑр производство уйрӑмӗн Тӑвайри подстанцийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Первомайская» тата Улатарти подстанцисем йышӑннӑ.

Тӑвайри подстанци 4,3 пине яхӑн ҫынна ҫутӑпа тивӗҫтерсе тӑрать.

 

cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре сӗтел-пукан туса кӑларакан виҫӗ предприяти Мускаври сумлӑ курава хутшанать.

«Сӗтел-пукан-2024» чӳк уйӑхен 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен ӗҫлет. Кун пек курава Экспоцентрта тӗнчери брендсемпе производительсен, дизайнерсемпе специалистсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

«Чӑваш Республики» коллективлӑ стендра хӑйсен продукцийӗпе Павел Скокин («Мягкая посадка» бренд), «Вега-Трейд» («Вега» бренд) тата «Информатика М» («Биомебель» бренд) паллаштараҫҫӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" архивӗнчи сӑн
"Про Город" архивӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрлере чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йытӑ икӗ хӗрачана тапӑннӑ. Пӗрине вӑл ҫыртнӑ, тумне ҫӗтнӗ. Тепринне кутамккине ҫурса тӑкнӑ. Юрать, хӗрарӑм пулӑшнӑ. Вӑл ачасем кӑшкӑрнине илтсе пулӑшма васканӑ. Вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ пулман. Ӑна хуҫи урама уҫӑлма кӑларнӑ-мӗн.

Ку кӑнтӑрла 12 сехет иртсен Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. 12-ри хӗрачасем шкултан таврӑннӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ, йытӑ ӑна пӗҫҫинчен ҫыртнӑ.

Ачасен амӑшӗсем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/102387
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Регионсен хушшинчи «Танцы с ДЕТKIDS» ача-пӑча конкурс фестивалӗнче Етӗрнери «Жемчужинка» ушкӑн 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳсӗм категорийӗнче ҫӗнтернӗ.

Пирӗн ентешсем «Халӑх ташши» номинацире тупӑшнӑ, куракансене «Раҫҫей – Ҫӗр-аннемӗр» номерпе паллаштарнӑ. Палӑртмалла: ушкӑн ертӳҫи – Ирина Богданова. Ушкӑн 10 ҫул ытла каялла Етӗрнери ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче йӗркеленнӗ.

 

Культура

Ҫак кунсенче «Культура» телеканалпа «Неизвестные маршруты России» кӑларӑм тухнӑ. Хальхинче вӑл «Чувашия. Из Чебоксар в Алатырь» ятлӑ пулнӑ.

Максим Кардозу телеертӳҫӗ Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, Чапаев палӑкӗ патне ҫитнӗ, тӑм чашӑк-тирӗк туса пӑхнӑ, карҫынкка ҫыхнӑ…Кунсӑр пуҫне оперӑпа балет театрне, Сӗнтӗрвӑрри хулине ҫитнӗ, чӑваш наци музыка инструменчӗсемпе паллашнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Улатӑрта вӗҫленӗ.

39 минута тӑсӑлакан кӑларӑма «Смотрим» сайтра курма пулать. Кӑларӑма пӗлтӗр хӗлле ӳкернӗ.

 

Хулара
mustay-karim.ru сайтри сӑн
mustay-karim.ru сайтри сӑн

Чӳкӗн 20 тата 23-мӗшӗсенче Шупашкарти Юханшыв портӗнче паллӑ круиз теплохочӗ «Мустай Карим» чарӑнӗ. Ку Раҫҫейре транспорт ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уяв пулӗ.

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта чарӑннӑ хыҫҫӑн теплоход Чулхулана хӗл каҫма кайӗ.

Палӑртмалла: «Мустай Карима» 2019 ҫулта шыв ҫине антарнӑ. Карап тӑвакансем ӑна мӑнаҫлӑн «хедлайнер» теҫҫӗ.

 

Культура

Улатӑр округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче культура ҫурчӗ тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.

Аукционра ҫӗнтернӗ организацин культура ҫуртне ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Кун валли 71 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн, культура ҫурчӗ 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулмалла. Унта вестюбель, пӳлӗмсем, гардероб пулӗҫ. Умӗнче вара ача-пӑча лапамӗ, стоянка, спорт лапамӗ вырнаҫӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче – Чӑваш тӗррин кунӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсем тимӗр хапхине чӑваш наци тӗррипе илемлетнӗ.

Вӗсем хапха ҫине чӑваш эрешне хӗрлӗ сӑрӑпа ӳкерсе хунӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тунтикунран пуҫласа юнкунччен республикӑра малтан – ҫумӑр, унтан юр ҫӑвӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӗр шуралма пултарать.

Ытларикунпа юнкун ҫил лӑпланӗ. Анчах эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Шӑматкун ӑшӑтӗ, термометр 9 градус таран кӑтартӗ. Шупашкарта 2008 ҫулти рекорд ҫӗнелме пултарӗ: ун чухне ҫав кун 7 градус ӑшӑ пулнӑ.

Вырсарникун ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, хушӑран – йӗпе юр. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ. Ҫавна май раштав ҫитиччен юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитме пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Шупашкарти Агрегат савутӗнче пушар пулнӑ. Унта склад ҫуннӑ.

Пушар ирхи 7 сехет те 8 минутра тухнӑ. Ҫулӑм хатӗр продукци упранакан пӗр хутлӑ ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑм 20 тӑваткал метрлӑ офис пӳлӗмне ярса илнӗ.

Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Халӗ инкек сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1286 пушар пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/7309
 

Страницӑсем: 1 ... 276, 277, 278, 279, 280, 281, 282, 283, 284, 285, [286], 287, 288, 289, 290, 291, 292, 293, 294, 295, 296, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 18

1979
46
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...