Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ҫемҫе тата хытӑ цифрӑсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.10.2025 21:49 | 164 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Ӑслӑлӑх

Математика питӗ кӑсӑклӑ дисциплина. Пӗр енчен, вӑл чӗлхепе (вырӑс е чӑваш) ҫыхӑнман тейӗпӗр. Анчах ҫавах та хӑш-пӗр чухне уйрӑмлӑхсем пурах. Паллах, вырӑспа чӑваш чӗлхисем тӗрлӗ ушкӑна кӗнӗрен вӗсем хушшинче чӗлхе тӗлӗшӗнчен уйрӑмлӑхсем нумай. «Пӗрререн» ниепле те «Один» тӑваймӑн, «Иккӗрен» — «Два». Малалла тӑсмӑп. Пӗрпеклӗхсене курма тӑрӑшакансем, тен, «Пӗрре»-пе «Первый» хушшинче асӑрхама тӑрӑшӗҫ, анчах вырӑссен «Первый» авалхи славянсен «\*pьrvъ» сӑмахӗнчен пулса кайнӑ теҫҫӗ.

Ытти енчен расналӑх сахалрах. Калӑпӑх, «иккӗ» хӑть вырӑсла, хӑть чӑвашла мӑшӑрлӑ хисеп шутланать. «Виҫҫӗ» — ахаль хисеп (тепӗр май каласан, хӑйӗн ҫине тата 1 ҫине кӑна пайланать). Ҫакна хӑть чӑвашла пӗл, хӑть вырӑсла — чӗлхе урӑхла пулнипе «иккӗ» мӑшӑрсӑр хисеп пулса тӑмасть. Ҫавна май, математикӑна чӑвашла вӗренме май ҫук текеннисем питӗ вӑйлӑ йӑнӑшаҫҫӗ. Иккӗ ҫумне иккӗ хушсан хӑть чӑвашла тӑваттӑ пулать, хуть вырӑсла. Хӑть акӑлчанла, хӑть китайла.

Апла пулин те пирӗн чӑваш чӗлхинче хисепсене, цифрӑсене, пӗр майлӑ пайлама пулать: ҫемҫе тата хытӑ цифрӑсем. Ҫемҫисем: 1, 2, 3, 5, 7. Хыттисем: 4, 6, 8, 9, 10. Куратпӑр ӗнтӗ, пирӗн чӗлхере малти цифрӑсем ытларах енӗпе ҫемҫе, каярахрисем — хытӑ. Вуннӑсене илес пулсан, кӑшт урӑхларах. Ҫемҫисем кунта 20, 40, 70, 100. Тӑваттӑшӗ кӑна. Улттӑшӗ вара хытӑ: 10, 30, 50, 60, 80, 90. Мӗнле майпа вӗсем ҫапла вырнаҫӑнса тухнине калама хӗн, анчах паянхи кун тӗлне вӗсем ҫапла йӗркеленнӗ. Хытӑ е ҫемҫе пулни хӑй математика ҫине ниепле витӗм те кӳмест. Вӑл е ку хисепе суйлама ыйтсан ытларах енӗпе культура витӗмне шута илме тивет. Калӑпӑр, мӑшӑрсӑр цифрӑсене чӑвашсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Тата хӑш-пӗр хисеппе нумайлӑха палӑртма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «ҫитмӗл те ҫиччӗ» тени 77-не кӑна мар, пит нумай пулнине те палӑртма пултарать.

Цифрӑсене математикӑпа ҫыхӑнтармасӑр тата мӗнле пайлама пулать-ха? Типографикӑра минускульлӗ шрифтсене илес пулсан аялти тата ҫӳлти ҫекӗллӗ цифрӑсем ҫине пайлама пулать. Candara е Alegreya шрифтсене пӑхса илес пулсан, 1, 2, 0 цифрӑсем шрифтӑн тӗп йӗрӗпе пыраҫҫӗ. 3, 4, 5, 7 тата 9 цифрӑсен вара аялти ҫекӗлсем пур, вӗсем йӗркерен аяларах анаҫҫӗ. 6 тата 8 цифрӑсен ҫӳлте ҫекӗлсем пур — вӗсем йӗркелен ҫӳле хӑпараҫҫӗ. Минускульлӗ шрифтсем хисепсене лайӑхрах вулама май параҫҫӗ — вӗсем ытти саспаллисем пекех ҫӳле е аяла анса сӑмахӑн калӑпне йӗркелеҫҫӗ, вулава ҫӑмӑллатаҫҫӗ. Апла пулин те минускульлӗ шрифтсем сайра тӗл пулаҫҫӗ, ытларах пурте хӑнӑхнӑ маюскульлӗ шрифтсем сарӑлнӑ — унта кашни цифра пӗр ҫӳллӗш.

Тата ӗнтӗ, математикӑпа ҫыхӑнтармасан цифрӑсем араплисем, римлисем пулаҫҫӗ. Китайсен цифрисем пит кӑсӑклӑ — малтанхи виҫҫӗшӗ пит ансат: пӗрре — пӗр патак (一), иккӗ — ик патак(二), виҫҫӗ — виҫ патак (三). Тӑваттӑ (四) хыҫҫӑн иероглифсем кӑткӑсрах, тӳрех уйӑрса илме йывӑр. Апла пулин те вӗсем тата тепӗр уйрӑмлӑх пур: ахаль иероглифсемсӗр пуҫне тата кӑткӑссисем пур. Ак кӑсем те «пӗрре», «иккӗ», «виҫҫӗ» пӗлтереҫҫӗ: 壹, 貳, 參. Вӗсемпе хӑҫан усӑ кураҫҫӗ? Ултавран сыхланас тесе. Пӗр патак ҫумне тепӗр патак хушма пит ҫӑмӑл, кусемпе вара апла тӑваймӑн. Тай алфавитӗнче хӑйне майлӑ цифрӑсемпе усӑ кураҫҫӗ: ๑, ๒, ๓ (кунта 1, 2, 3). Эрменсен цифрисем араплисенчен уйрӑм — «виҫҫӗ» ҫапла пулать: Գ , «саккӑр»: Ը . Тата ытти те. Чӑвашлисем пирки те манмалла мар — вӗсем римлисене евӗр, анчах ҫавах хӑйне майлӑ, вӗсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #цифрӑсем, #математика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3867.01.8161
2025.10.11 06:50
Agabazar
Акă вырăсла Википедире «1 год» статьяна пăхăпăр. https://ru.wikipedia.org/wiki/1_год

Мĕн енчен лайăх Википеди? Тĕрлĕ чĕлхесенчи вариантсене хăвăрттăн танлаштарса пăхма пулать, çавă лайăх.

Эппин, хайхи вырăсла 1 год киттайла епле пулать-ха? «1» вырăнне темле иероглиф чиксе хураççĕ-и?

Çук, цифра çаплах юлать —

1年

. https://zh.wikipedia.org/wiki/1

Математикăри мĕнпур формулăсем тĕлĕшпе те çавах.

Вырасла «Линейное уравнение» статьяна кĕрсе унтан çавнах киттайла пăхатпăр. https://zh.wikipedia.org/wiki/一次方程

Математикăлла символсене Европăра мĕнле çыраççĕ, Киттайра та çаплах. Ăнлантару тексчĕсем çеç иероглифсемпе.

Юлашкинчен, десерт вырăнне, арабсем «Комплексное число» статьяна епле çырнине курăр. https://fa.wikipedia.org/wiki/عدد_مختلط

Йăлт Европăари пек. Сулахайран — сылтăмалла. «Ахаль текст» вара тепĕр майлă, сылтăмран сулахая.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем