Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗсем
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗсем

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулин П. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче иртнӗ регионсем хушшинчи «Тарасов вулӑвӗсем» наукӑпа методика семинарине Чӑваш делегацийӗ те хутшӑннӑ.

Унта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн хастарӗсем, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ пулнӑ.

Аса илтерер: Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳҫи пулнӑ Иван Тарасов 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑччӗ. Иван Григорьевич Пушкӑртстанри Кӑрмаскал районӗнче ҫуралса ӳснӗ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Иван Тарасов чӑваш телекӑларӑмӗсене ертсе пынипе паллӑ. Вӑл «Ентешсем» тата «Еткерлӗх» ҫутӗҫ программисен, ҫавӑн пекех 350 ытла кӑларӑм авторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall542206639_1825
 

Хулара
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн.

Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/5170
 

Персона
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗ
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин паллӑ общество ӗҫченӗ, вӗрентекен, журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иван Тарасов ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа регионсем хушшинчи семинар ирттернӗ. Кун пирки Елизавета Долгова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Мероприятие Чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑли-йӗркине аталантарас тата упрас енӗпе Пушкӑртстанри Чӑваш Республикин канашӗ, П.М. Миронов ячӗллӗ Ӗпхӳри Чӑваш вырсарни шкулӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академин Пушкӑрт Республикинчи уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall542206639_1827
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Феодосия Николаева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.

Феодосия Федоровна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хайӗн ирӗкӗпе Улатӑр районне окоп чавма кайнӑ. Анчах ҫамрӑк пулнипе кӗҫех ӑна каялла янӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Феодосия Леонтий Николаева качча тухнӑ. Вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ.

Феодосия Федоровнӑн халӗ 17 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_9255
 

Спорт
"Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн
"Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн

Ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ Мария Александрова Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенстинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. Вӑл 15 ҫул тултарман спортсменсен хушшинче 36 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Мария - Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Вӑл Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Раҫҫейре
РИА Новости архивӗнчи сӑн
РИА Новости архивӗнчи сӑн

Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне тӗнчери чи пысӑк торт пӗҫернӗ. Вӑл 4 метр тӑршшӗ, 2,5 метр сарлакӑш. Ҫырларан пӗҫернӗ торт 623 килограмм таять. Ҫапла Сочири кондитерсем рекорд лартнӑ. Ҫакна Раҫҫейри тӗнче тата наци рекорчӗсен реестрӗнче регистрациленӗ.

Торта 20 кондитер пӗҫернӗ. Ӑна хатӗрленӗ ҫӗре пӗтӗмпе 40 ҫын хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Виҫӗ ача ӳстерекен Эльвирӑпа Михаил Павловсем пӳрт маччи ҫинче чечексем ӳстереҫҫӗ. Хӑйне евӗр пахчана вӗсем хӑйсем хута янӑ. Унта чун ӑшшине кӑна мар, 300 пин тенкӗ те хывма тивнӗ.

Маччана вӗсем ӑшӑнмалла тунӑ, электричество кӗртнӗ. Унта ӳсен-тӑран хӑйне питӗ лайӑх туять.

Павловсем мачча тӑрринче тюльпансем, чечек калчисем ӳстереҫҫӗ, кайран вӗсене сутаҫҫӗ. «Малтан мачча пушӑччӗ, халӗ вара унта пирӗн пӗчӗк хуҫалӑх», - тет кил хуҫи.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_65802
 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупшкарти тухтӑрсем авари хыҫҫӑн йывӑр суранланнӑ ватӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Унӑн пуҫӗ суранланнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, кӑкӑрӗ тӗлӗнче аманнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вӑл пӗр уйӑха яхӑн комӑра выртнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кашни кун кӗрешнӗ.

Хӗрарӑм реанимацире икӗ уйӑх выртнӑ. Вӑл кӑрлач вӗҫӗнче тӑна кӗме пуҫланӑ. Тухтӑрсем пулӑшнипе вӑл пурнӑҫа таврӑннӑ.

Ҫак кунсенче хӗрарӑма санавиаципе кӳршӗ региона илсе ҫитернӗ. Унӑн ҫемйи унта пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_65815
 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Полина ятлӑ бота ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унпа ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8 (800) 303-00-00.

Машина интеллекчӗ шӑнкӑравлакан ҫыннӑн сассине ӑнланса ун валли хурав хатӗрлет. Суд приставӗсен службин сайтӗнче парӑм пирки пӗлме пулать. Полина ботпа та ҫаплах - анчах вӑл ыйтусене сасӑпа хуравлать. Бот верификаци валли ИНН тата СНИЛС номерӗсене ыйтать. Кайран шӑнкӑравлакан ҫыннӑн служба базинчи тулли статусӗ пирки калать.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Вӑрмар округӗн арҫыннине йывӑҫ каснӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӑл Тӑвай округӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта 10 юман тата 4 вӗрене каснӑ. Пӗрисем йӗркеллисемех пулнӑ, теприсем - хӑрнисем. Анчах унӑн йывӑҫ касма паракан докумен пулман.

Унтан арҫын йывӑҫсене вакланӑ, пӗр пайне хӑйӗн машинипе тиесе кайнӑ, теприсене кайран килсе килме шутланӑ. Анчах вӑрман инспекторӗсем ӑна тытса чарнӑ.

Арҫын вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака, 67 пин тенке, саплашарнӑ. Ҫапах унӑн судра явап тытма тивӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 268, 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, [278], 279, 280, 281, 282, 283, 284, 285, 286, 287, 288, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...