Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра ҫӗре шурӑ юр хупланӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах чӳкӗн 7-8-мӗшӗсенче ӳкӗ.

Эрнекун юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, 5-7 градус ӑшӑ пулӗ. Ахӑртнех, юр ирӗлсе пӗтӗ.

Анчах сивӗ хӑвӑртах таврӑнӗ. Тунтикун тӑрук сивӗтӗ. Юнкун вара каллех ӑшӑтӗ, ҫил вӑйланӗ, юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ.

 

Хулара
t.me/chuvashiya_capru сайтри сӑн
t.me/chuvashiya_capru сайтри сӑн

Шупашкар транспорт управленийӗнче водительсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май предприяти унта ӗҫлеме килекенсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.

Тӗслӗхрен, ача ҫуралсан 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ача 18 ҫул тултарман, вӑл вӗренет пулсан авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 5 пин тенкӗ илме пулать. Ҫавӑн пекех «Тусна илсе кил» акци пуҫарнӑ. Юлташне ӗҫлеме илсе килнӗ ӗҫчене 10 пин тенкӗ премипе хавхалантараҫҫӗ.

Предприяти ӗҫченӗсен ипотекӑн пӗр пайнӗ саплаштарас мая, пӑхса тухать. Ку мерӑна ҫитес ҫултан йышӑнма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Чӳк, уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Анаткас-Марги ялӗнче 86 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Христина Васильева килтен ҫӑмӑл тумпах тухса, кайнӑ. Вӑл ӑҫта ҫӳренине унччен хӑй те ӑнланманни паллӑ.

Кинемее тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Ӗнер унӑн виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемее Тутарстанри, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи нимеҫӗсем те шыранӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта джаз музыкин фестивалӗ вӗҫленнӗ.

Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх симфони капелли «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивальне джаз музыкине халалланӑ. Ҫав вӑхӑтра концертсене 1000 ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче джаз музыкин 5 концерчӗ иртнӗ.

Фестиваль чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев «Великие имена джаза» программа хатӗрленӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи уявпа саламланӑ.

«Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ.

Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

«Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ саламра.

 

Республикӑра

«Ӑҫта тӗттӗм пулнине пӗлтер» – ҫакнашкал акци пуҫарнӑ Регионти управлени центрӗ. Сирӗн ялта е хулара ҫутӑ ҫитмест-? Кун пирки ведомствӑн халӑх тетелӗнчи посчӗ айӗнче, ҫырса, пӗлтерме пултаратӑр. Унта ҫутӑ хӑш вырӑнта ҫуккине пӗлтермелле, #гдетемно хэштег лартмалла. Сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарсан тата аванрах.

Ыйтусене коммуналлӑ службӑсемпе, муниципалитетсемпе пӗрле пӑхса тухӗҫ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай округӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче пурӑнакан Юлия, Чумышева ӗнӗр, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ. Вӑл 2023 ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 17 ҫулта чухне вӑл окоп чавма кайнӑ, вӑрманта вутӑ хатӗрленӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкклта ачасене 10 ҫул вӗрентнӗ, кайран тивеҫлӗ канӑва тухиччен библиотекарьте вӑй хунӑ.

Юлия вӑрҫӑра пулнӑ Александр Чумышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, Тӗмерте тӗпленнӗ. Вӗсем 3 ача ҫуратнӑ. Халӗ кинемей 7 мӑнукпа, 7 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195726459_7736
 

Республикӑра
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2025 ҫулта «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен укҫан хавхалантарассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.

Республикӑра 42 пине яхӑн «вӑрҫӑ ачи» пурӑнать. Олег Алексеевич вӗсенчен кашниех тимлӗхе тивӗҫ пулнине палӑртнӑ.

 

Экономика

Чӑвашсем Китайра иртекен чи пысӑк суту-илӳ куравне хутшӑнаҫҫӗ.

Унти Гуанчжоу хулинче Пӗтӗм тӗнчери Кантон куравӗ иртет. Унта Чӑваш Енри делегаци те тухса кайнӑ.

Ҫав йышра – «Деревенский дворик», «Россыпей», «Вавилон» предприятисем.

Курав юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ; ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-223020493_4741
 

Кӳршӗре
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Хусана ҫитиччен Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере хупса хунӑ. Унта икӗ фура ҫапӑнсан пушар пуҫланнӑ.

Пӗр фурӑран газ баллонӗ тухса ӳкнӗ. Кайран ҫулӑм виҫҫӗмӗш фура ҫине куҫнӑ.

Аварие пула ҫула пӳлнӗ. Транспорта урӑх ҫулпа янӑ. Темиҫе сехетрен ҫула уҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, 278, [279], 280, 281, 282, 283, 284, 285, 286, 287, 288, 289, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 26

1911
114
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...