Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Пӗтӗм Раҫҫейри «РАҪҪЕЙШӖН халӑх фрончӗ» общество юхӑмӗ элчисемпе пӗрле тӗп хуламӑрти Якимов ҫырминче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне тухса тӗрӗсленӗ.
Якимов юханшывӗ Атӑла лекнӗ вырӑнта нефть йышши япаласем пуррине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче. Палӑртмалла: ҫак лаптӑк Шупашкар хула администрацийӗн шутланать.
Ҫавна май тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтнӑ.