Политика
![]() Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫавна май Олег Алексеевич ун валли сӗнӳсем пухма тытӑннӑ. Ҫырӑва вӑл кӑрлач вӗҫӗнче е нарӑс пуҫламӑшӗнче вулӗ. Унччен ҫынсем Патшалӑх Канашне ямалли Ҫыру валли сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ. Вӗсене poslanie@cap.ru электронлӑ почтӑна «Ҫыру валли – 2022» тесе палӑртса ямалла. Аса илтерер: Олег Николаев пӗрремӗш Ҫырӑвне пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Татьяна Голикова Раҫҫей ҫыннисене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен кантарасшӑн. Ку сӗнӳпе вӑл Владимир Путин Президент патне тухас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки вӑл кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн президиумӗн паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗршыв Правительствин Председателӗн заместителӗ каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кану кунӗсене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченех йышӑнмалла. РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин хӑйӗн заместителӗ сӗннипе килӗшнӗ. Ку ыйтӑва ыранхи канашлура Владимир Путин патне ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Екатерина Казакова. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ. Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Карамаликов. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. Унччен Сергей Александрович Тутарстанри онкодиспансерӑн Альметьевскри филиалӗнче тӗп врачра тӑрӑшнӑ. Сергей Карамаликов — Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1996 ҫулта терапевтран пуҫӑннӑ. Тепӗр 4 ҫултан онколог пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Тутарстан Республикин онкодиспансерӗн Альметьевскри филиалӗн ӗҫне тӗп врач пулса 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йӗркелесе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Маргарита Красотинан Фейсбукри страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Костин пӗртӑвансен сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта Костинсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав кураторӗ — Алексей Киров дизайнер, авалхи сӑнӳкерчӗксемпе портретсене тӗпкенни тата ҫӗнетекенни — Владимир Трофимов краевед тата коллекционер. Вӗсем Шупашкар районӗнчи Ишекри Костинсен пултарулӑхӗпе художество музейӗнче курав уҫса иккӗмӗш хут ӗнтӗ паллаштараҫҫӗ. Пӗррӗмӗш курава юсаса ҫӗнетнӗ ӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ, хальхинче оригиналсене цифрӑласа пластик ҫинче пичетленӗ. Вӗсем — 9×12 виҫеллӗ сӑнӳкерчӗксене 5-6 хут пысӑклата тунӑскерсем. Ҫапла ӑсталама хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курнӑ. Оригиналсем — негативсем мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче упранакан альбомри сӑнӳкерчӗксем. Александр тата Георгий Костинсем ҫамрӑклах фотоӗҫпе кӑсӑкланма тытӑннӑ, ку енӗпе вӗсене аслӑ пиччӗшӗ Николай та пулӑшса пынӑ. Куравра пӗртӑвансен пине яхӑн сӑнӳкерчӗкӗнчен 80-шӗпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() ddn24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноярскри чӑвашсен автономийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку хыпара автономи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхине вӗренмелли ушкӑна вӗренекенсене пухать. Занятие Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (Красноярск рабочийӗ хаҫат ячӗллӗ проспект, 100-мӗш «в» ҫурт) ирттерӗҫ». Чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑллисен 8-953-594-7730 номерпе Татьяна Ефимовна патне шӑнкӑравламалла. |
Ӳнер
![]() Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Марина Карягина тележурналистӑн, сценаристӑн режиссёр пулса хатӗрленӗ, куракан патне тӑватӑ чӗлхепе ҫитнӗ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильмӗ Стамбулта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ ӗҫӗн операторӗсем – Сергей Мышев, Владимир Сергеев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова, монтажёрӗ – Карина Петрова, сасӑ режиссёрӗсем – Сергей Блинов, Владимир Неверов, продюсерӗ – Елена Егорова, директорӗ — Екатерина Канюка, куҫаруҫи — Надина Джавадова. Чӑваш Енри ӗҫе тӗрлӗ ҫӗршыври 23 тӳре пысӑка хурса хакланӑ. Ҫапла вара фильм Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильм унччен те Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивальте те сумлӑ вырӑна тухнӑ. Сӑмах май каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Карягинан ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вӑл кун Чӑваш телекуравӗн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Никита Тӗнчесен машини. Nikita Tenche Ютубри каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот «Эпӗ кӗтмен ҫӗртен ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм. Ку вӑл кӗтменлӗх пулчӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланакан предприятире водительте ӗҫленӗччӗ. Начар ӗҫлемен. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине тавҫӑратӑп-ха. Тепӗр тесен темех мар. Мана вӑл сфера килӗшместчӗ. Эпӗ — ҫулҫӳревҫӗ вӗт, ирӗке юратакан ҫын. Эпир Настьӑпа, ҫемьепе, палӑртнине маларах пурнӑҫлама тивӗ. Автоҫулҫӳреве хӗл енне тухса каясшӑнччӗ. Халӗ маларах тухма тивӗ, пире Питтсбургра нимӗн те тытса тӑмасть. Ку хула килӗшместчӗ», — ҫапларах пӗлтернӗ икӗ ача ашшӗ Ютубри хӑйӗн каналӗнче. Ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса тӑнӑ май вӑл маларах машина туяннине пӗлет-ха. Халӗ ҫемье АПШри Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен «Тойотӑпа» ҫула тухма хатӗрленет. Унччен туяннӑ пурлӑха май килнӗ таран сутса ярӗҫ, сутайманнине ҫынсене парнелӗҫ е тухса перӗҫ. Ҫапла вара ҫемьен пурнӑҫӗнче черетлӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() pronedra.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен ӗҫ укҫи ӳсес енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 9 уйӑхра 10,5 процент ӳснӗ, 34045 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейре – 24-мӗш вырӑнта. Ӗҫ укҫи ытларах ҫак тӑрӑхсенче ӳснӗ: Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тата Ҫӗрпӳ районӗсенче. Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту пӗчӗк пулнӑ. Чи пысӑк кӑтарту – Шупашкарта. Унта вӑтам шалу 41,6 пинпе танлашать. Иккӗмӗш вырӑнта – Красноармейски районӗ. Унта ватам ӗҫ укҫи – 38,0 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rg.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре Шупашкарти Спиридон Михайлов урамӗнче 18 султи каччӑна палламан ҫынсем тапӑннӑ. Вӗсем ӑна питрен газ баллонӗпе сирпӗтнӗ та ҫаратнӑ. Каччӑн сумкине йӑтса тарнӑ. Унта вара енчӗк, сехет пулнӑ. Пӗтӗмпе – 47 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх. Каччӑ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех подъездра полицейскисем вӑрӑсене тупнӑ. Вӗсем – 20 ҫулти тата 21-ри каччӑсем. Вӑрланӑ япаласене вӗсен хваттерӗнче тупнӑ. Палӑртмалла: ҫак ҫамрӑксем унччен те саккуна хирӗҫле ӗҫсем тунӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |