Персона
![]() Станислав Юхтар. www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Станислав Юхтар – паллӑ та хӑйне евӗр художник ҫеҫ мар, унпа калаҫма та кӑсӑклӑ. Ҫапла хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчепултаруллӑ ҫынпа ирттернӗ паблик-тока пӗтӗмлетсе. Культура учрежденийӗнче йӗркелекен «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» (чӑв. Манӑн пурнӑҫӑмри кӗнекесем: асра юлмалли ҫынсен библиотекисем) паблик-ток хӑни пулнӑ Станислав Николаевич — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, этнофутуризм енӗпе ӗҫлекен ӑста. Ӑна чӑваш мифолологийӗ тата чӑвашсен авалхи культури питех те кӑсӑклантарать. Вӑл тӗнче, ҫӗршыв шайӗсенчи куравсене хутшӑннӑ. Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина, Валери Туркай кӗнекисене сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Станислав Юхтар 30 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ, ачасене ӳкерме хӑнӑхтарнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ тата черчени урокӗсене вӗрентнӗ. Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутри тата Кушкӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене вӑл кӗнеке нумай вулама сӗнет. Кӗнеке ӑс-тӑна чӑннипех те пуянлатать тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Харпӑр шухӑш
Культура
«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема! «Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ. Ман анне ҫуралнӑ ҫулсенче чӑвашла кино пулнӑ иккен! Ман, 12-ри ачан ҫав вӑхӑтра питӗ чӑвашла ӳкернӗ фильмсене курас килетчӗ. Ӑҫта вӗсем? Мӗншӗн кӑтартмаҫҫӗ? Анчах вӑл кинофильмсене 1937-мӗш ҫулсенче пӗтернине эп ун чухне, паллах, пӗлме пултарайман. Ҫав ачалӑхри тӗлӗнӳ ман пурнӑҫра яланлӑха чуна кӗрсе юлчӗ. Чӑваш театрӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче, Тани Юн кӗнекине усӑ курса «Чӑвашкино» историйӗ ҫинчен каласа паракан вулав программи хатӗрлерӗм. Анчах чылай вӑхӑт поэзине кӗрсе кайнӑ пирки ман ӑна туса ҫитерме май килмерӗ. | ||
Сывлӑх
![]() Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата Марина Макарова. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи И.Е. Виноградов ячӗллӗ тӗп больницӑра та нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку тилхепене Марина Макаровӑна тыттарнӑ. Унччен вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен 1-мӗш службӑн медицинӑпа санитари чаҫӗнче врач-терапевтра ӗҫленӗ. Марина Александровна 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи мединститутран вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл сиплев ӗҫне алла илнӗ. 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Куславккари район больницинче кардиолог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2006 ҫулта унта тӗп врач ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ҫав ҫулах ӑна тӗп врач пулма шаннӑ. Ку енӗпе вӑл виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннине эпир ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Игорь Улангин. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паблик-ток мелӗпе ирттернӗ тӗлпулӑва Игорь Улангина йыхравланӑ. Вулавӑш хӑни — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, «Free poetry» издательство директорӗ. Игорь Улангин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке кӑларакан пулса ӗҫленӗ май унӑн питӗ нумай вулама тивет, уйрӑмах — хальхи вӑхӑтри литературӑна. Вӑл нумай кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетет, хӑш чухне текстсене те ҫырать. Игорь Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Ленин проспектӗнчи ҫуртра иртнӗ, ӑна хирӗҫех вулавӑш вырнаҫнӑ. Малтан ҫв учреждени М. Горький ячӗллӗ республика библиотеки шутланнӑ, самана улшӑннӑ май ячӗ ылмашнӑ. Вулавӑшран пулас ӳнерҫӗ ачаранах тухма пӗлмен тесен те йӑнӑш мар. Кӗнеке издательствине ертсе пынӑ май халӗ вӑл Раҫҫейри, Италири, Польшӑпа Швецинчи тата ытти ҫӗршыври авторсен кӗнекисене кун ҫути кӑтартать. Чӑваш халӑх поэчӗпе Геннадий Айхипе туслӑ пулнине те Игорь Улангин ӑшшӑн аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Хальлӗхе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 1526 ҫын стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленет. Юлашки вӑхӑтра стационартан сывалса тухакансем сахалланнӑ. Юлашки талӑкра ав 9 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсем вара икӗ хут нумайрах пулнӑ: 18 ҫын. Ку таранччен 35953 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 31867-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 2560 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку статистикӑна пневмонипе, кӑшалвирус хыҫҫӑн сывлӑх хавшанипе вилнӗ ҫынсем кӗмен. Юлашки талӑкра 131 ҫын чирленине палӑртнӑ. Юлашки вӑхатра кӑтарту пысӑклансах пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Сергей Артамонов тата Сергей Павлов. @sergey.artamonov21 страницӑран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствисене ертсе пынӑ Сергей Павлов ӗнертенпе ҫӗнӗ вырӑнта пуҫлӑх пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл малашне «Россельхозцентр» федерацин хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалне ертсе пырӗ. Унпа коллектива республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллаштарнӑ. Кун пирки министр Инстаграмри хӑйн страницинче ӗнер хыпарланӑ, Сергей Павлова ӑнӑҫу суннӑ. Сергей Павлов 1974 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнар район администрацийӗнче 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл вице-премьер — министр пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре 2010-2015 ҫулсенче тӑрӑшнӑ, 2015-2016 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ. 2016-2021 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче «Фольксваген» ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫулӑн 3-мӗш ҫухрӑмӗнче, Тавӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна асӑрхаман, ун ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав ялтах пурӑннӑ 27 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилсе кайнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Приставсен служби тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 6 ача ҫуратнӑ. Кӗҫӗнни пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Халӗ вӑл «Малюткӑра». Икӗ ачине ҫемье илнӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ – опекӑра. Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне йӗркеллӗ тытмасть, алимент парӑмӗ 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Хӗрарӑма приставсем шыранӑ, ун патне шӑнкӑравланӑ, лешӗ тытман. Килне те тӑтӑшах кайса тӗрӗсленӗ, вӑл унта та килсе курӑнман. Нумаях пулмасть 34 ҫулти хӗрарӑм килне тумне улӑштарма килнӗ. Приставсем шӑп ҫавӑн чухне ӑна ярса тытнӑ. Анчах хӗрарӑм вӑл нимӗн япӑххи те туман тесе шутлать. Вӑл ачасӑр ҫемьесем валли ырӑ ҫеҫ тунӑ-мӗн. «Вӗсене патшалӑх пособи тӳлет», - тенӗ вӑл. Унӑн шухӑшӗпе, ачасен ҫӗнӗ ашшӗ-амӑшӗ пур е пулас чухне унӑн алимент тӳлемелле мар. Ахӑртнех, хӗрарӑм уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер 10 сехет ҫурӑра Канашра Тӑвай ҫулӗнчи 1-мӗш ҫуртра пушар алхаснӑ. Вӑл – общежити. Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри кухньӑра тухнӑ. Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Общежитире пурӑнакан тӑватӑ ҫынна ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗри сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Чӑвашкино» студине госархивпа пӗрлештерес тени сумлӑ студие пӗтерсе лартас тенипе тан (уҫӑ ҫыру)Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Чӑваш Республикин пуҫлӑхне О.А. Николаева
Хисеплӗ Олег Алексеевич! Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет. Юлашки 20 ҫул хушшинче тӗнчери чӑваш культурипе чӗлхин центрӗ пулса тӑракан Шупашкар хулинче пӗрин хыҫҫӑн теприне чӑвашла тухакан журналсене, хулари чӑваш колледжӗсене хупни, хулара тата республикӑра ача сачӗсенче, шкулсенче чӑваш чӗлхине хӗсни, ӑна ачасен ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче пропагандӑламанни, патшалӑх учрежденисенчен чӑваш чӗлхипе усӑланнине хӗссе кӑларни, унпа ӗҫре хут-хура ҫырманни, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академине, Наци лицейне аркатни, хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне хупасси ҫинчен хыпар тата ытти те пире Чӑваш Республикинче тата Шупашкарта чӑваш чӗлхипе культурине пӗтерсе лартас кампани пыни ҫинчен тарӑн шухӑшлаттарать,пӑшӑрхантарать, тарӑхтарать. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |