Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ.

Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук.

 

Персона

Лидия Горячкина Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи лайӑх неонатолог пулса тӑнӑ. Вӑл Президент пепкелӗх центрӗнче вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен уйрӑмӗнче ӗҫлет. Ку тытӑмра вӑл 40 ҫул тӑрӑшать.

Нумаях пулмасть Пушкӑрт оперӑпа балет театрӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх специалистсен ятне – вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен «Алӑ тупанӗ ҫинчи телей» ятлӑ преми ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӗпхӗве 7 регионта 49 ҫын пынӑ. Пурте чи лайӑх специалист ятне илтессишӗн кӗрешнӗ.

«Неонатолог пирӗшти» номинацире Лидия Горячкина ҫӗнтернӗ.

 

Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне 2021 ҫулта тытма хатӗрленесси» семинар ирттернӗ.

Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Управленческая команда» (чӑв. Ертсе пыракансен команди) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ. Конкурса ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ, ӑмӑрту кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ.

Кӑҫал конкурса 500 ытла заявка тӑратнӑ. Конкурсантсене темиҫе ӑстрӑмпа хакланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Мазур, «Эстет» компанисен ушкӑнӗн ӗҫ тӑвакан директорӗн заместителӗ Юрий Алексеев, Шупашкарти «Рябинушка» 158-мӗш ача пахчин заведующийӗн зместителӗ Татьяна Майорова, Мускаври физикӑпа техника институчӗн (наци тӗпчев унивреситечӗн) цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Корэ, «Барарус» общество директорӗ Валерий Григорьев тивӗҫнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енӗн управлени кадрӗсен резервне конкурссӑрах кӗртӗҫ.

 

Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ. Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти В.А. Верендеев ячӗллӗ вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Варюхина. Унччен педагог чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри ӑсталӑх-класне 2007 ӳлтанпа ирттереҫҫӗ.Ҫӗршывӑн тӗрлӗ реионӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗрентекенсем унта пӗр-пӗринпе курса калаҫма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пултараҫҫӗ.

 

Культура
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш чӗлхине упрас, аталантарас тата халӑх хушшинче сарас тӗллевпе Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци иртет. Вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен пырӗ.

ЧР Вӗрен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кирек кам та ҫак майсемпе хутшӑнма пултарать:

1) Ҫӗнӗ ҫулпа е хӗллепе ҫыхӑннӑ видео е фото ӳкермелле, вӗсем ҫине автор хӑй хайланӑ салам сӑмахӗсене ҫырмалла;

2) Ҫӗнӗ ҫул е хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ӳкермелле. Хатӗр ӗҫсене #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла.

Акцие хутшӑнакансене сертификат парӗҫ.

Ыйтса пӗлмелли телефон – (8352) 58-47-19.

 

Чӑваш чӗлхи
Статьяра усӑ курнӑ ӳкерчӗк
Статьяра усӑ курнӑ ӳкерчӗк

«Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ.

Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн.

Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш.

Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ.

 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 408 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 17-шӗ – юлашки талӑкра.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 45834 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40026-шӗ сывалнӑ. 3714 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 96 ҫын чирленине палӑртнӑ. 77 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2094 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха.

Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
luchshie-akcii.ru сӑнӳкерчӗкӗ
luchshie-akcii.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.

Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма хайхискер такамсем ун ячӗпе кредит илсе тултарнӑ тесе пӗлтернӗ. Кӗҫех «йӗрке хуралҫи» те шӑнкӑравланӑ. Япӑх хыпара вӑл та ҫирӗплетсе панӑ. Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ. Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман.

Хӗрарӑм хӑй унччен пухса пынӑ укҫана тата банкран 360 пин тенкӗ кредит илсе ют ҫынсем каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса янӑ.

Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1083, 1084, 1085, 1086, 1087, 1088, 1089, 1090, 1091, 1092, [1093], 1094, 1095, 1096, 1097, 1098, 1099, 1100, 1101, 1102, 1103, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...