Чӑвашлӑх
![]() Инстаграмри @minobr_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла. Сӑмах май, апата мӗнле тата мӗнрен хатӗрленине пӗлтермелле. Флешмоб кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Мӗн хатӗрлесси пирки пуҫ ватма халӗ шӑпах вӑхӑт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ. Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2022 ҫулта республикӑри районсем муниципалитет округӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах пӗр районти депутатсем ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл — Шупашкар районӗ. Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи депутатсенчен ытларахӑшӗ ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Видеона «Вести района/Чебоксарский район» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Сасӑлава пуҫличчен депутатсем администраци ӗҫченӗсене тула тухма ыйтнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсене муниципалитет округӗ туса хурас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Михаил Прокопьев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищин Михаил Прокопьев вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсен «Северная рапсодия» Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Плтарулӑх ӑмӑртӑвӗ Череповец хулинче чӳк уйӑхӗн 25-мӗшнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 14 ҫӗршывран 2 пине яхӑн мусӑкҫӑ хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче пулнӑ Чӑваш Енри Михаил Прокопьев — 4-мӗш курс студенчӗ. Шупашкарти пултаруллӑ яш «Гобой» номинацире II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Мишӑн преподавателӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Э.В. Леонтьева, концертмейстерӗ — Чӑваш Республикин куьтурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Е.Ю. Ананьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Акварель» микрорайонта виҫӗ рабочи тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вилмелле аманман. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн техникине пӑхӑнманран субподрядчике 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем шӑммине хуҫнӑ, суранланнӑ. Прокуратура субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Усламҫа штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Инстаграмри @oanikolaev1969 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама ыйтса пост вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштав уявӗпе чӑвашла саламланӑ. «Ҫак уявсем лайӑх ӗмӗтсем, чунра савӑнӑҫ ҫуратаҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Ҫӗнӗ ҫулта вӑл ҫӗнӗ ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Маларах эпир Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Новый год на ЧУВАШСКОМ» флешмоб иртессине пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑвашла куҫарсан, «Ҫӗнӗ ҫул ЧӐВАШЛА» тенине пӗлтерет ӗнтӗ вӑл. Аса илтерер: флешмоба хутшӑнас тесен чӑвашла саламлӑ видеоролик ҫырса илмелле те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫак хештегсемпе вырнаҫтармалла: #ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке #МойРоднойЯзык21 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @oanikolaev1969 страницӑри сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсемпе «тӳрӗ линие» тухӗ. Ыйтусене халех ярса пама пулать, вӗсене ҫак каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ. Унччен йӗркеленӗ «тӳрӗ линисенчипе» танлаштарсан хальхинче комментарисенче ҫынсене хӑйсен даннӑйӗсене пӗлтерме ыйтмӗҫ. Ыйтса ҫырнисене тӳрӗ эфирта пурне хуравласа ӗлкӗреймесен те каярах хуравлама шантараҫҫӗ. Ыйтусене видеоформатпа та йышӑнӗҫ. Анчах файл калӑпӑшӗ 20 мегабайтран иртмелле мар. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче ыйтусене 56-51-00 телефон номерӗпе йышӑнӗҫ. Элтепер хуравланине «Россия 24» телеканал эфирӗнче тата «Чӑваш Ен» ПТРК», «Республика 21» YouTube-каналсенче трансляцилӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан икӗ ачаллӑ хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Инкек 11 сехет те 30 минут тӗлӗнче Ленин проспектӗнчи 22-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ. Унта светофор ҫук. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Kia Rio» ҫул урлӑ каҫакансене курман имӗш. Икӗ хӗрачапа хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫса кайма автобус чарӑнса ларнӑ, ҫӑмӑл машина вара чарӑнман. Суранланнӑ хӗрарӑмпа икӗ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 19.mchs.gov.ru сайтри сӑн Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче газпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑран 2 пин ытла ҫын газсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки район администрацийӗ пӗлтерет. 13 ялта газ пулман. Ку 1495 ҫурта пырса тивнӗ. Икӗ ял тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе 2310 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 240-шӗ – ачасем. Аварие ҫав кунах, 23 сехет те 15 минутра, сирнӗ. Тепӗр кунхине ирхи 8 сехетре ҫуртсене газ пама тытӑннӑ. Ӑнсӑртран мӗн те пулин сиксе ан тухтӑр тесе килсем тӑрӑх полици, администраци специалисчӗсем, хастарсем ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Инстаграмри @roppp21 сӑнӳкерчӗкӗ Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлсарах тӑракан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче Хӗл мучипе Юрпике пулнӑ. Вӗсем ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама пырса ҫитнӗ. Хӑнасем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем: партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Алёна Аршинова тата Чӑваш Енӗн сенаторӗ Николай Владимиров. Вӗсем интернат-ҫуртри 8 ачан «Ёлка ӗмӗтне» (ҫавӑн пек акцие тӳре-шарапа пысӑк шайри пуҫлӑхсем ҫулсеренех хутшӑнаҫҫӗ) тултарас ӗмӗтпе ҫула тухнӑ. Пӗри – Юрпике тумӗпе, тепри – Хӗл мучинпе. Парнепе пырса ҫитнӗ Юрпике пуҫне хитре тухья тӑхӑннӑ. Юмахри сӑнарсенчен ачасем аталанма пулӑшакан интерактивлӑ теттесем, планшетсем, алмаз тӗрри ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |