Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
molnet.ru сайтри сӑн
molnet.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть республикӑра ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче аслати авӑтнӑ. Ҫанталӑкран тата мӗн кӗтмелле-ши?

Каллех сивӗтет. Хальлӗхе термометр «плюс» кӑтартмӗ. Ҫитес 10 кунра ҫанталӑк хӗвеллӗ пулсан та ӑшӑ пек туйӑнмӗ. Ҫитес эрне варринче вара каҫхине термометр 25 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ.

Пушӑн 8-мӗшӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр вӑйлах ҫумӗ, анчах ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 13-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах йӗпе юр ҫума тытӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70286
 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен республикӑра 1065 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 39 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем вара 48-ӑн пулнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 21700 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19847-шӗ сывалнӑ. Чирленисен 94,5 проценчӗ кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ, 4,9 проценчӗ вилнӗ.

Хальхи вӑхӑтра 788 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Сӑмах май, пӗлтӗр пушӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Кӗҫех унтанпа ҫулталӑк ҫитет.

 

Экономика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ваннӑй пӳлӗмсем валли хатӗр-хӗтӗр кӑларакан модельлӗ савут хута ярасшӑн. Ҫапла сӗннӗ ЧР Элтеперне Олег Николаева.

Санитари керамики туса кӑларакан компани элчисем (ӑна Чехи специалисчӗсем Мускавра пуҫарнӑ) Олег Алекссевич патне сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре савут хута ярасшӑн.

Компани элчисем каланӑ тӑрӑх, вӗсен хӑйсен конструктор бази пур, кашни ҫулах умывальниксен ҫӗнӗ маделӗсене хӑйне евӗр дизайнпа кӑлараҫҫӗ.

Олег Николаев Чӑваш Енре виҫӗ индустри паркӗ пулнине, унашкаллисене татах йӗркелеме палӑртнине, инвестора хӑтлӑ условисемпе тивӗҫтерме пултарассине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70303
 

Хулара
advokatkonshin.ru сайтри сӑн
advokatkonshin.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ачисене хӗненӗ, вӑл вӗсене юратман. Ҫапла шутлать следстви.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫлахи кӑрлачӑн 2-мӗшӗччен вӑл вӗсене пӗрре мар хӗненӗ. Вӗсем общежитире пурӑннӑ. Ачисем 5-ре тата 4 ҫулта. Хӗрарӑм вӗсене юратман-мӗн.

Амӑшӗ ачисене зарядникпе, кавир шаккамалли тимӗр япалапа ҫапнӑ. Кун пирки кирлӗ органсене ачасен асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ пӗлтернӗ. Халӗ ачасем реабилитаци центрӗнче, вӗсемпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрарӑма вара амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70279
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор Ҫӑварние онлайн мелпе ирттерме сӗннӗ. Анчах Чӑваш Ен правительстви кунпа килӗшмен, мӗншӗн тесен ҫынсем ҫавах парка уҫӑлма тухаҫҫӗ.

Ҫӑварние мӗнле уявласси пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ҫӑварни пушӑн 6-14-мӗшӗсенче иртет. ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне 300-е яхӑн мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӗсене 40 пин ҫын хутшӑнмалла.

Шупашкарта мероприятисем «Амазони» паркра, Николаев паркӗнче, Лакрей вӑрманӗнче, «Салют» тата «Ровесник» культура керменӗсен умӗнче иртӗҫ.

Ҫӑварние уявланӑ вырӑнта шашлӑк пӗҫерме, икерчӗ ӑшалама сӗнмен. Кунсӑр пуҫне пӗр хутчен усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫимелле. 65 ҫултан аслӑраххисене тата вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене килте ларма сӗннӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
million-rublej.ru сӑнӳкерчӗкӗ
million-rublej.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 28 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.

Ҫамрӑк патне палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Каччӑна вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе ӗнентернӗ. «Банк ӗҫченӗ» каччӑна кредит илме, укҫана банк картти ҫине (номерне ултавҫӑсем хӑйсен каланӑ) куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Каччӑ ултавҫӑсене ӗненнӗ. 870 пин тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.

Кайран ҫав ҫынсемех телефон номерне ылмаштармалли программӑпа усӑ курса йӗрке хуралҫисем евӗр шӑнкӑравланӑ, 870 пинсӗр юлни пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Каччӑ шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса панӑ та.

 

Ҫутҫанталӑк

Пуш уйӑхӗ мӗнлерех килӗ? Пушӑн 2-мӗшӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чи ӑшӑ кун пулнӑ.

Кӗҫех унашкал кунсем нумайланӗҫ. Термометр ӑшӑрах та ӑшӑрах кӑтартма тытӑнӗ, юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах пӑртак кӗтмелле – уйӑхӑн пӗрремӗш декади хӗл евӗрех пулӗ.

Эрне вӗҫӗнче юр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ – 10-15 градус пулӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче каҫхине тата тунтикун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Пушӑн 11-мӗшӗнче сивӗтӗ – 20-25 граду таранах пулӗ. Вара тинех унашкал сивӗсем вӗҫленӗҫ.

Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра кӑнтӑрла – 5 градус, ҫӗрле 12 градус сивӗ пулӗ.

Кӑҫал юр часах каймӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗ сивӗрех пулӗ.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 3 ҫын вилнӗ, ӗнер- 6-ӑн. Ку таранччен 1054 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен 20-шӗ – пуш уйӑхӗнче.

Паянхи кун тӗлне 21601 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19765-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунра 41 ҫын чире парӑнтарнӑ. 51 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 782 ҫын стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ.

 

Политика

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова аслашшӗн ашшӗ Василий Чапаевпа пӗрле ҫапӑҫни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.

Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, ӑна кун пирки асламӑшӗ каласа кӑтартнӑ. Аслашшӗн ашшӗ Чапаев дивизийӗнче пулнӑ, вӗсен килӗнче унпа пӗрле тунӑ сӑнӳкерчӗк те упраннӑ. Анчах ӑна архивпа пӗрле НКВД туртса илнӗ. Халӗ Аршиновсен ҫемйи ӑна шырать.

Алена Аршинова унччен асламӑшӗ хӑйне чӑваш тесе шутланине те каланӑ.

 

Ҫул-йӗр

«АвтоВАС» акционерсен обществи республикӑри автовокзалсене тытса тӑма пӑрахассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ оператор ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе тытӑнӗ.

Ҫӗнӗ оператор аллине «АвтоВАСран» Шупашкарти 2 автовокзал, районсенчи 17 диспетчерпа касса пункчӗ куҫӗ.

«Предприятин директорсен канашӗ пурлӑха контрагента тара пама йышӑннӑ. Ҫӗнӗ оператор автовокзал ӗҫӗпе тӑрӑшӗ», – уҫӑмлатнӑ транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин.

«Тарифсем те, пассажирсене турттаракансем те ҫавсемех юлӗҫ. Лару-тӑру япӑхланасран шикленме кирлӗ мар. Манӑн трафика пысӑклатас килет, ҫавӑнпа сервиса лайӑхлатӑпӑр», – ӗнентернӗ ҫӗнӗ оператор. Унӑн ятне Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче кӑтартман.

 

Страницӑсем: 1 ... 1073, 1074, 1075, 1076, 1077, 1078, 1079, 1080, 1081, 1082, [1083], 1084, 1085, 1086, 1087, 1088, 1089, 1090, 1091, 1092, 1093, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...