Шупашкар хула администрацийӗ раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗн Михаил Сорокинӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ. Кун валли 403,4 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Михаил Сорокин 97 ҫулта. Вӑл вӑрҫа хутшӑннӑ, Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл ӳстернӗ.
Администраци уйӑрнӑ укҫапа ветеранӑн хваттерӗнче стенасене ҫӗнетнӗ, линолеум сарнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ сантехника, газ плити лартнӑ.