Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14 миллион та 768 пин те 612 тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – вӗсен парӑмӗ.
Суд тавӑҫа йышӑннӑ. Малтанхи суд ларӑвне кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Палартмалла: энергосбыт компанийӗ кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те троллейбус управленийӗнчен 13 миллион тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ун чухне Арбитраж сучӗ йышӑнӑва ун майлӑ тунӑ, парӑма татмалла тесе йышӑннӑ.