Чӑваш чӗлхи
![]() Икӗ ҫул каярах пирӗн республикӑра Республика управленийӗн центрӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ун пек центрсене ҫӗршывӑн мӗнпур органӗнче уҫма ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хушнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вӑл ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлесе кайрӗ. Чӑваш Енри Республика управленийӗн центрӗн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнне ӗнер Тайман Эрем ятлӑ ҫамрӑк чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйту ӑсатнӑ. Вӑл центр ертӳҫисем чӑваш чӗлхипе патшалӑх чӗлхи евӗр хӑҫан усӑ курма пуҫлӗҫ тесе кӑсӑкланнӑ май республикӑра пурӑнакансемпе диалога чӑвашла йӗркелесе ярасси пирки пӗлесшӗн пулнӑ. Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем чӑвашла ыйтса ҫырнисене те сӑнаса пынине, вӗсене влаҫ органӗсене ярса панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |