Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑшӑрах. Ыран вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, каҫхине вара вӑйлах ҫӑвӗ. Ытларикун ҫӗрле тата юнкун кӑнтӑрла юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тепӗр сивӗ фрончӗ килӗ, кунӗпех ҫумӑр ӳкӗ. Атмосфера пусӑмӗ нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле ҫӗре юр витӗ, эрнекун кӑнтӑрла ҫил вӑйланӗ, эрне вӗҫӗчченех лӑпланмӗ. Кӗҫнерникун-шӑматкун кӑнтӑрла 1-6 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникунран пуҫласа термометр «минус» кӑтартӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗре юр хуплӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 7-мӗшӗнчен каллех «плюс» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тунтикунччен пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр е йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрлесерен 0 градус пулӗ, кӑнтӑрласерен 8 градус ӑшӑ. Ытларикунран ҫанталӑк улшӑнма тытӑнӗ. Кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне ҫӗрле 7 мм нӳрӗк ӳкме пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сивӗ ҫанталӑк чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра палӑрмаллах ӑшӑ. Ыран тата ӑшӑрах пулӗ, термометр кӑнтӑрла 9-14 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла иртсен хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Юнкун каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кунӗпех ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пирӗн пата Арктика сывлӑшӗ килме тытӑнать. Эрне вӗҫнелле йӗпе юр та ҫума пултарать. Ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, ҫил лӑпланӗ. Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех циклон килме пултарать. Юр ҫуса лартма та пултарать. Ҫапах хӗл халех лармӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен ҫанталӑк климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра типӗ те ӑшӑ ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ. Паянах кӑштах уяртма тытӑннӑ. Канмалли кунсенче хӗвел ытларах пӑхӗ. Анчах ҫӗрлесерен шӑнтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ. Тунтикун республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Каллех ӑмӑрланӗ, хушӑран ҫамӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтсене сирӗ. Термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ. Кӗҫнерникун каллех сиветӗ. Анчах ӑшӑ тавранӗ-ха. Кӑҫал юпа уйӑхӗ юлашки 37 ҫулта чи ӑшши пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӑнтӑрсен шутне палӑртас тӗллевпе хӑнтӑрсен «ҫыравне» ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хӑнтӑрсем нумайланнӑ. 2022-мӗш ҫулта 2024-шне асӑрхаса шута илнӗ пулсан, пӗлтӗр — 2180. Хӑнтӑрсем ҫут ҫанталӑка ҫав тери пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. «Хӑнтӑрсем шыв тӑрӑх пӗрене юхтарса плотинасем туни, сӑмахран, кӳлӗсене типесрен сыхлать», — тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал хӗлле ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗ кӑна ӑшӑ пулӗ. Раштавпа пуш уйӑхӗсем климатпа килӗшӳллӗн пулӗҫ. Кӑрлачпа нарӑс нормӑран 2 градус сивӗрех килӗҫ. Кӑрлачра 30 градус сивӗ пуласси 80 процентпа танлашма пултарать, раштавра _ 40 процент, нарӑсра – 20 процент. Юр сахалрах пулӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 45 сантиметра кӑна ҫитӗ: иртнӗ хӗллехинчен 20-25 сантиметр сахалрах. Хӗл пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ: ӑшӑтӗ, сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ, ирӗлӗ. Сивӗ кунсем раштав варринче пулӗҫ. Ҫав вӑхӑталла юр та ларӗ. Ҫуркунне, ахӑртнех, ир килмӗ. Ака уйӑхӗ нормӑран 1 градус сивӗрех килме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра ҫанталӑк ҫара ҫӗр ҫинче сивӗтрӗ. Ырантан вара хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӑ. Юпан 16-мӗшӗнче, юнкун, республикӑн кӑнтӑр енче йӗпе юр ҫума пултарать. Ытти районта ҫумӑр ӳкӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрласерен 2-4 градус кӑна ӑшӑ пулӑшӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех самаях сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ҫӑвиччен ҫанталӑк ылтӑн кӗркуннехи илемлӗ те уяр ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Каҫсерен сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, кӑнтӑрла вара 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫитес эрне варринче каллех пӗлӗтленӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Юпан 16-мӗшӗнчен термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Апла пӗрремӗш юр та ҫума пултарать. Водительсене вара кустӑрма шинисене хӗллехи ҫине улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑнтӑртан ӑшӑ сывлӑш килме пуҫланӑ. Ытларикун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, 17-22 градус пулӗ. Анчах ыран каҫхинех сивӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Аслати авӑтма та пултарать. Ҫавӑнтанпа сивӗтме пуҫлать: юнкун 5 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ, анчах 0 градус пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май пӗлӗтленӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникунран ҫурҫӗр енчен антициклон килме тытӑнать. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ. Ҫавна май юпа уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ, каҫсерен 4 градус таран сивӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чи ӑшӑ кун: термометр 20 градус пулӗ. Анчах ыранах сивӗрех пулнине туйӑпӑр. Шӑматкун пӗлӗтлӗ тата самай ҫиллӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун каллех уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Анчах ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килӗ, кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине тата тунтикун ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ытларикун 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах эрне варринче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ. Юпан 12-13-мӗшӗсенче те, канмалли кунсенче, ӑшӑ пулӗ: 17-19 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |