Ҫутҫанталӑк
![]() Унччен синоптиксем пуш уйӑхӗ сивӗ пуласса каланӑччӗ. Анчах хальччен Шупашкарта ҫанталӑк нормӑран 2 градус ӑшӑрах танӑ. Ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем тунтикун 5 градус ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ. Ҫавна май юр хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнӗ. Хальччен юр 1 сантиметр кӑна чакнӑ, 60 сантимтер юлнӑ. Ку вырсарникунччен антициклон хуҫаланӗ. Ытларикунран Скандинави антициклонӗ килӗ, ӑшӑ туйӑнӗ. Халӗ синоптиксем ҫапла пӗлтереҫҫӗ: ҫывах вӑхӑтра ҫанталӑк питех сивӗтмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче 10 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() proprikol.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурҫӗр енчен килекен антициклона пула ҫуркуннехи ӑшша халех туймӑпӑр. Климат ҫуркунни пушӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна килӗ. Ун чухне те 0 градусран ӑшӑрах пулсан та юр нумай выртӗ-ха. Ака уйӑхӗнче ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче 15 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗ пӗтӗмӗшле илсен иртнӗ ҫулхинчен сивӗрех пулмалла. Ҫу пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче 14-18 градус ӑшӑ тӑрӗ. Мӑнкунра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли ҫанталӑк лайӑхланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хальлӗхе ку уйӑхра юр-ҫумӑр нормӑран сахалрах ҫунӑ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн республикӑна циклон килӗ. Паян каҫхине юр ҫума тытӑнӗ, ыран та чарӑнмӗ. Шупашкарта 2 сантиметр таран хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Ҫил вӑйланнипе ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кӗҫӗр ҫанталӑк ӑшӑтӗ, ыран кӑнтӑрла 0-рен ытларах пулӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, ытларикун ҫӗрле 10 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрла вара хӗвел ӑшши самаях туйӑнӗ. Эрнекун чи ӑшӑ кун пулӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнипе кӑна сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш температури 0-рен ытларах пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑштах сиветӗ. Уйӑх вӗҫӗччен уяртарах ҫанталӑк тӑрӗ. Юр майӗпен ирӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ӑшӑ-ха. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑрлач уйӑхӗнчи сивве те туйса курӑпӑр. Кӗҫӗр кӑштах юр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтре карса илӗ. Ытларикун 0 градус пулӗ. Унтан вара сивӗтӗ. Юнкун уяртӗ, ҫӗрле сивӗ пулӗ. Пушӑн 6-7-мӗшӗсенче ҫӗрле термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте – 30 градус. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, кӑнтӑрласерен 0-рен пуҫласа 5 градус таран сивӗ пулӗ. Анчах хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫиле пула 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Пушӑн 8-10-мӗшӗсенче 5 сантиметр таран юр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян – ҫуркунне. Ҫанталӑкӗ те ҫакнах кӑтартать. Кураксем вӗҫсе килнӗ, юр кӑштах ирӗлет. Хальлӗхе нормӑран 2-4 градус ӑшӑрах пулсан та ҫуркунне часах килмӗ. Малта – сивӗ те юрлӑ кунсем. Кӗҫӗр республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ – 2 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне тӗтре карса илӗ, вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Ҫӗрле 10-12 градус таранах сивӗтме пуҫлӗ. Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Пушӑн 5-6-мӗшӗсенче сивӗрех пулӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне каҫсерен сывлӑш 13 градус таран сивӗнме пуҫлӗ, кӑнтӑрла 5-7 градус сивӗ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел пӑхӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декадинче юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паянхи кун тӗлне юр хулӑнӑшӗ 68 сантиметра ҫитнӗ. Кун пекки 2001 ҫултанпа пулман. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсӑн 20-мӗшӗнченпе юр ҫумасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ, нарӑс вӗҫӗнче, антициклон хуҫаланать. Пушӑн пӗрремӗш декадинче те ҫаплах пулӗ. Анчах пушӑн пӗрремӗш ҫурри нормӑран сивӗрех килӗ. Пуш уйӑхӗн типӗ пулма пултарать. Анчах вӗҫӗнче уйӑхри нӳрӗк норми ӳкме пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус сивӗрех килӗ. Кӑҫал юр час каясса кӗтмелле мар. Пушӑн иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш декадинче юр хулӑнӑшӗн 77 сантиметра ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрать. Сивӗ те вӑйлӑрах ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2-3 кунра ҫил лӑпланмӗ-ха. Пӗлӗтсем вара сахалланӗҫ. Чи хӗвеллӗ кун нарӑсӑн 28-мӗшӗ, юнкун, пулӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр 0 градус кӑтартӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун сивӗрех уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пире хӗвеллӗ кунсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫуркуннене виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫутӑ, шыв тата симӗс курӑк ҫуркуннисем. Пушӑн 8-мӗшӗччен пирӗн пата шӑпах пӗрремӗшӗ килӗ. Эппин, ҫӗрлесерен сивӗрех пулӗ, кӑнтӑрласерен хӗвел ӑшши туйӑнӗ. Ҫитес эрнере хӗвеллӗ кунсем тӑрӗҫ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Каҫсерен сывлӑш 15-20 градус таран сивӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cheb.ruc.su сайтри сӑн Синоптиксем кӑҫалхи ҫулла питӗ шӑрӑх пулассине калаҫҫӗ. Ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче вӑтам температура 25-27 градус ӑшӑ пулмалла, ку ахаль чухнехинчен темиҫе градус пысӑкрах. Сывлӑш 35 градусран ытларах та ӑшӑнма пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗнчех шӑрӑх килме пултарать. Ӑшӑ циклонӗсем пулас хӑрушлӑх та пур. Нӳрӗк нумайланнипе ҫумӑр чашлаттарса ҫума, аслати авӑтма, ҫил-тӑвӑл тухма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла чи типӗ ҫулсенчен пӗри пулмалла. Уйрӑмах – Индишӗн, Индонезишӗн, Китайшӑн, Африкӑшӑн, АПШри хӑш-пӗр штатшӑн тата Раҫҫейшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре сивӗ фрончӗ хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ. Халӗ Хольгер антициклон хуҫаланать. Паян ҫанталӑк кӑшт уяртнӑ. Каҫхине 7-12 градус таран сивӗтӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илнӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ, уяр пулӗ. Ҫӗрле 17 градус таран сиветӗ, кӑнтӑрла 7-9 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Икӗ кунра 2 см хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле 1-6 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс вӗҫӗнче, пуш пуҫламӑшӗнче антициклон хуҫаланӗ – хӗвел савӑнтарӗ. Кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |