Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.1 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫерҫи йышне шутлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ акци ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗччен иртӗ.

Шутлава кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫерҫисене сӑн ӳкерсе илмелле те вӗсене шутласа даннӑйсене проектӑн сайтӗнче ҫырса кӑтартмалла.

Ырӑ ӗҫе хутшӑннисене сертификат парӗҫ.

Хӗлле Чӑваш Ен ҫерҫисен йышӗпе 81 регион хушшинче 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16263
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ: хальхи шӑрӑх ку ҫулла — юлашки. Уйӑх пуҫламӑшӗнче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ те малалла сывлӑш температури чакма тытӑнӗ. Уйӑх варри тӗлне самаях сивӗтӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш декадӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ, хушӑран — аслатиллӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр тата ытларах ҫӑвӗ. Ҫапах ун чухне ҫуллахи ӑшӑ та таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
privet-rostov.ru сайтри сӑн
privet-rostov.ru сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫантлӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗ хӗвеллӗ пулӗ. Эрне варринче вара пӗлӗтленӗ, анчах ҫавӑн пекех ӑшӑ пулӗ, сивӗтмӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн пата тропика сывлӑшӗ ҫитӗ, термометр 27-32 градус таран кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Жанна Рябцева Телеграм-каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Жанна Рябцева Телеграм-каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен те Атӑла сыватмалли федераци программине хутшӑнни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна май регионта тасатмалли сооруженисем тумалла. Ӑна 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫ паян кун та тӑрать.

Регионсенче тасатмалли сооруженисене тӑвас ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑракан РФ Патшалах Думин депутачӗ Жанна Рябцева Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти туса пӗтермен сооруженисен сӑнӳкерчӗке Телеграмри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ.

Объекта тума хыснаран 336,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ӗҫ графикран 177 кун юлса пырать. Унсӑр пуҫне сооружение туса 100 миллиона яхӑн нумайрах укҫа кирлӗ теҫҫӗ-мӗн. «2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче эпир пӗрремӗш хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн объекта пуҫласа юхтарса кайнӑ. Халӗ, хӑвӑрах куратӑр, ҫӗнӗрен тума ансатрах», – тесе палӑртнӑ Жанна Рябцева.   

Чӑваш Ен ертӳҫисем объекта 2026 ҫулсӑр та туса пӗтереймессине пӗлтернӗ-мӗн.

 

Ҫутҫанталӑк
inbusiness.kz сайтри сӑн
inbusiness.kz сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫума чарӑнса ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ.

Канмалли кунсенче уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ. Ҫил те вӑйлӑ вӗрӗ. Каҫсерен 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Шӑматкун кӑнтӑрла 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун пӗлӗтленӗ. Тунтикунран вара термометр 22-27 градус кӑтартма тытӑнӗ. Эрне варринче вара 30 градус шӑрӑх пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫумӑр ҫурлан 6-мӗшӗччен ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Паян хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран та, ытларикун, ӑшӑ пулӗ-ха, хӗвел ҫинче 32-37 градус шӑрӑх пекех туйӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать.

Эрне варринче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Термометр кӑнтӑрласерен 22-27 градус кӑтартӗ.

Канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫӗрле 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи лайӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каллех ҫумӑр пулӗ, ҫурла пуҫламӑшӗнче пуҫламӑшӗнче те ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
wallpapers.com сайтри сӑн
wallpapers.com сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ те ҫумӑр ҫума пуҫлӗ.

Кӗҫӗр 9-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара 23-28 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енчи округсенче ҫумӑр ҫума пултарать.

Тунтикун ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун шӑрӑхланӗ, анчах каҫ енне каллех уҫӑлтарӗ. Ытти кун 22-27 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 15-17. Эрнекунччен кашни кун тенӗ пек аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, шӑрӑх та кӑштах чакӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнери ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Кӑнтӑрласерен – 22-27, ҫӗрелсерен 12-17 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ. Эрне тӑршшӗпех атмосфера пусӑмӗ кӑштах пӗчӗкрех пулӗ.

Эрне вӗҫӗнче вара, утӑ уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче, ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, шӑрӑх ҫанталӑк уйӑх вӗҫӗнче таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, ку эрнере тинех шӑрӑх пулӗ. Термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта — 35 градус таранах.

Паян каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ыран вара 24-29 градус таран ӑшӑтӗ. Чи шӑрӑх кунсем кӗҫнерникунпа эрнекун пулӗҫ. Ун чухне ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче каллех кӑшт сивӗтӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, хальхинче – уяр, ҫумӑрсӑр. Ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 11 тата 15-мӗшӗсенче ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх кунсем виҫҫӗмӗш декадӑра татах таврӑнӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑра вара кӑнтӑрласерен 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 15 градус. Ку – утӑ уйӑхӗнчи норма. Чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Типӗ ҫанталӑк пуласран хӑрамалла мар – хушӑран аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫукалӗҫ. Пӗтӗмшле илсен, утӑ уйӑхӗ климат нормипе килӗшсе тӑрӗ е кӑштах сивӗрех пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ...103
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та