Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен тата водительсенчен тискер чӗрчунсене таптаса кайнӑшӑн 1 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 51 чӗрчуна таптаса кайса вӗлернӗ.

Тискер чӗрчунсене ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче вӗлерсен штрафлаҫҫӗ. Ун пек приказа Раҫҫейӗн Ҫутҫанталӑк министерстви кӑларнӑ. Штраф виҫи чӗрчунтан килет: пӑши – 80 пин тенкӗ; пархатарлӑ пӑлан – 70 пин тенкӗ; упа (чӑпар пӑлан, лань, сайгак) – 60 пин тенкӗ; косуль – 40 пин тенкӗ; хир сысни – 30 пин тенкӗ; пурӑш – 12 пин тенкӗ; мулкач (песец, корсак, норка, тискер кролик, хур) – 1 000 тенкӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян, Раштав каҫӗнче, ҫанталӑк сивӗтет: термометр 8-13 градус таран кӑтартӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 5 кунра нормӑран 7 градус ӑшӑрах пулӗ. Кун пек ҫанталӑк кивӗ Ҫӗнӗ ҫулчченех хуҫаланӗ.

Ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн юр ҫума тытӑнӗ те ҫӗрлечченех чарӑнмӗ. Ҫил вӑйланнӑран ҫил-тӑман ҫӗкленӗ.

Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫӗрле - йӗпе юр. Виҫӗ кунра уйӑхри нормӑн 40 проценчӗ ҫума пултарать. Эрне вӗҫнелле ҫил чарӑнӗ, тӗтре карса илӗ. Ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 17-18-мӗшӗсенче ҫанталӑк нормӑна кӗрӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче арктика сивви килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри вӑрмансенче пурӑнакан пӑшисем ҫул ҫине час-часах тухаҫҫӗ. Халӗ вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнче асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи официаллӑ страницинче пӗлтернӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнче пӑши ҫемйи (амӑшӗ тата икӗ ҫури) апатланма тухнӑ.

Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, 2 063 пӑшие шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_97610
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫанталӑк ӑшӑтсах ячӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкарта термометр 2,1 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. Ку – ҫӗнӗ рекорд. 2007 ҫулта та ҫапла ӑшӑ пулнӑ. Ун чухне хӗллехи ҫанталӑк кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш декадинче кӑна хуҫаланма тытӑннӑ. Кӑҫал та кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи районсенче юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Кӗҫӗр термометр 4-9 градус «минус» кӑтартма пуҫлӗ. Ҫил лӑпланӗ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ округсенче юр ҫӑвӗ.

Ыран чылай округра юр ҫӑвӗ. Кӑрлачӑн 5-6-мӗшӗченче те юр пулӗ, ҫил-тӑман та вӗтерӗ.

Тунтикун 4-9 градус сивӗ пулӗ, 13-18 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Раштав умӗн ҫӗрле 7-12 градус таран сивӗтӗ. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил вӑйланӗ. Каллех ӑшӑтӗ – шӑматкунччен.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна юр ҫӑвӗ, шартлама сивӗ килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗ мӗнлерех килӗ?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач варринче сивӗтӗ. Уйӑх варринче нормӑпа килӗшӳллӗн ӑшӑтӗ, юр самай ҫӑвӗ. Юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитӗ.

Кӑрлачӑн пӗрремӗш декадинче ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, ҫавна май ҫул ҫинче пӑрлак пулӗ, пӑрлӑ ҫумӑр

та ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Юлашки 245 ҫула илсен иртнӗ ҫул Мускавра чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ. Кун пирки метеорологсем пӗлтернӗ.

Пӗлтӗр кӑрлачпа ҫу уйӑхӗ ҫеҫ питӗ сивӗ тӑнӑ. Ытти 10 уйӑх Мускавра ытти ҫулхинчен ӑшӑрах пулнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Мускаври патшалӑх университечӗн пресс-службинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/197299
 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫӗрле хӑш-пӗр округра 15 градус таран сивӗтнӗ. Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах пулнӑ.

Юр хулӑнӑшӗ 4-9 сантиметр анчах. Ҫапах Ҫӗнӗ ҫула кӑпӑшка юрпа кӗтсе илӗпӗр. Кӗҫӗр юр ҫукалӗ. Ыран, раштавӑн 31-мӗшӗнче, хӗвел тухӗ. Каҫ енне вара юр вӑйлах ҫума тытӑнӗ. Ҫӗрле чарӑнӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 0-5 градус сивӗ пулӗ.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче хӗвел пӑхӗ. Каҫ енне каллех юр ҫума пуҫлӗ. Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсӗнче те ҫаплах пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче юр ҫума чарӑнӗ, сивӗтме тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн пӗрремӗш декади климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Юр ахаль чухнехинчен 20-40 процент ытларах ӳкӗ.

Кӑҫал раштавра юр сахал ҫурӗ. Ку – 2013 ҫулти пекрех. Ун чухне те юр сахал пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 1-мӗшӗнче кӑна юр ҫӑвасса кӗтмелле. Ҫӗнӗ ҫулти каникулӑн иккӗмӗш ҫурринче те юр сахал мар пулӗ. Эппин, йӗлтӗр хатӗрлӗр.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ӑшӑ. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юрсӑр юлмӑпӑр. Анчах уйӑх вӗҫӗччен юр нумаях ҫумӗ. Ҫитес кунсенче кӑштах юр ӳкес шанчӑк пур.

Паян каҫхине сивӗтме тытӑнать. Ыран ирхине 5-10 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун юр ӳкме чарӑнӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Ҫил тӳлев вӗрӗ. Ҫӗрлесерен тата ирсерен тӗтре карса илӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 1-6 градус сивӗ тӑрӗ. Хальлӗхе шартлама сивӗ пулмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта – 16 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен.

Унтан термометр «плюс» кӑтартма тытӑнӗ. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ыран сывлӑш температури 2-4 градус ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӗпе юр ҫӑвӗ. Шупашкарта – каҫхине тата ҫӗрле.

Тунтикун хӗвел тухма пултарать. Ҫитес эрнере 0-5 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра ҫанталӑк климат норминчен 5 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...92
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 12

1912
113
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
44
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ