Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Ку таранччен ҫӗртме уйӑхӗн шӑрӑх тӑчӗ – нормӑран 5 градус ӑшӑрах. Малта – сивӗрех кунсем.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран шӑрах пулӗ, 30 градус таранах. Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех ӑшӑтӗ, хӗвел тухӗ. Эрнекун вара сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ҫумӑр ҫукалӗ. Кӑнтӑрласерен 18-23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле -10-15 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗрех ҫанталӑк пирӗн патра уйӑх вӗҫӗччен тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ утӑ уйӑӗнчи пек шӑрӑ ҫанталӑк тӑрать – климат норминчен 5 градус ытларах. Паян республикӑра ҫумӑр ҫума пултарать.

Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах питӗ вӑйлӑ шӑрӑх мар, каҫсерен 15-17 градус ӑшӑ пулӗ.

Тунтикун каллех ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Унтан тропика сывлӑшӗ килӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх пулӗ. Ҫумӑр ҫусан та уҫӑлтармӗ. Эрне вӗҫӗнче кӑна кӑштахлӑха сивӗтсе илме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче ӗҫлекенсем паркран хир качакине йӑтса тухнӑ. Асӑннӑ чӗрчун Канашри парка пырса кӗрсе унӑн карти хушшине ҫакланса ларнӑ.

Хир качакине ҫӑлма пынӑ специалистсем унӑн урине тӑлланӑ, ӑна карта хушӑкӗнчен кӑларнӑ

Хир качакисем ынсем ҫурекен вырӑнсене пырса кӗни час-часах пулать. 2023 ҫулта ӑна Явӑшри масар патӗнче куракан пулнӑ. Тепрехинче тата пӗр мӑшӑр хир качаки машинӑпа ӑмӑртмалла чупнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Термометр 30 градус ытла та кӑтартӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑна аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Чи шӑрӑх кун ҫӗртмен 12-мӗшӗ пулӗ.

Эрне вӗҫнелле кӑштах уҫӑлтарӗ, 23-25 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнекунпа шӑматкун ҫумӑр самай ҫума пултарӗ. Ку пирӗн пата сивӗ фронтне илсе килӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать.

Ҫитес 10 кунра вӑтамран 22 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – чылай ҫулти кӑтартусран 3 градус пысӑкрах.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртсе кайӗ. Ҫавна май аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – пӑр та.

Шӑматкун ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, пӑчӑ ҫанталӑк вӑхӑтлӑха сирӗлӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх чакӗ, антициклон килӗ. Каллех шӑрӑх ҫитӗ, чи ӑшӑ кун ҫӗртмен 12-мӗшӗнче пулӗ – 30 градус ытла шӑрӑх тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтме пултарать. Ун чухне ҫумӑр та ытларах ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ҫулла мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытла экстремаллӑ температурӑсем пулмӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, нормӑпа килӗшсе тӑрӗ е кӑшт ытларах пулӗ.

Чи ӑшши - утӑ уйӑхӗ, вӑтам температура 20 градуспа танлашӗ. Ҫурла уйӑхӗнче вӑтам температура 18 градус пулӗ, ҫӗртмере - 17,6 градус.

Чи шӑрӑх кунсем ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче, утӑ пуҫламӑшӗнче пулӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра 5 кун ӗнтӗ термометр 25 градус ытларах кӑтартать. Анчах хальлӗхе ҫумӑр дефицит. Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен йӗркеллӗ ҫумӑр ҫуман.

Шел те, синоптиксем ҫывӑх вӑхӑтра та ҫумӑр пулмасса систереҫҫӗ. Вӑл вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫума пултарать.

Ку эрнере республикӑра 23-28 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 14-16 градус пулӗ. Ку нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ. Термометр пӗр хутчен 30 градус ӑшӑ та кӑтартма пултарӗ. Вӑтамран 24-29 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурри типӗ тӑрӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш ҫурринче ҫӑвӗ. Ҫимӗкре, Республика кунӗнче вӑйлах ҫума пултарать. Ҫӗртмере нӳрӗк нормӑран икӗ хут ытларах пулмалла.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн ӑшӑ ҫанталӑкпах вӗҫленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр 4,5 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкнӗ. Паян ҫӗрле те сивӗрех пулӗ.

Ыран, ытларикун, кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран ҫуллахи пек ӑшӑ пуҫланӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 20-25 градус таран ӑшӑнӗ, ҫӗрле – 10-15 градус таран. Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче 28 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен пӗрремӗш декадинче ҫуллахи пек ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуллахи пек ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ыран 25 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Вырсарникун ҫанталӑк каллех пӑсӑлӗ. Шупашкарта ирех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, кӑнтӑрла чарӑнӗ. Ҫурҫӗр енчи округсенче сивӗрех пулӗ, 14-16 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Кӑнтӑр округсенче 20 градус таран ӑшӑтӗ.

Вырсарникун ҫӗрле 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун тата ӑшӑтӗ. Юнкунран вара пушшех те ӑшӑтма пуҫлӗ, 23-28 градус таранах пулӗ. Хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ