Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнери канмалли кунсем ӑшӑ пулӗҫ. Вырсарникун термометр 23-24 градус кӑтартӗ. Тунтикун сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варриччен кӑнтӑрла 15-20 градус пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Юпан 6-мӗшӗнче 12-14 градус кӑна пулӗ. Анчах сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ. Юпан 7-8-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш декада вӗҫӗнче юр ҫумаллаччӗ. Халӗ вара урӑхларах прогноз: юпа уйахӗ варричченех ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗ типӗ е ҫумӑрлӑ килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче те нӳрӗк нормӑран сахалрах пулӗ. Сывлӑш температурине илес тӗк, вӑл нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ, вӑтамран 5 градус ӑшӑ тӑрӗ. Уйӑхӑн малти 5 кунӗнче ӑшӑ тӑрӗ. Унтан тӑрук сивӗтӗ, ҫӗрлесерен «минус» пулӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ака уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, юпа уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ тӑмалла. Пӗрремӗш декадӑра сывлӑш 23 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫумӑр юпан 26-мӗшӗнче кӑна ҫумалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗр кӑштах юрпа витӗнме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче чӑн-чӑн ҫулла пулчӗ. Паян Чӑвша Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртет, ӑшша хӑваласа каять. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар. Ырантан каллех типӗ ҫанталӑк пуҫланӗ. Анчах ҫулла вырӑнне халӗ «карчӑк ӑшши» пулӗ. Ку эрнере кӑнтӑрла 17-22 градус ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 8-10 градус. Шӑматкун 27 градус таран ӑшӑтӗ. Тунтикун, юпан 2-мӗшӗнче, сивӗтет, ҫумӑр ҫӑвать, термометр 12-17 градус кӑтартӗ. Юпа уйӑхӗ сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑрах йӗпе юр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сайтри сӑн Алькешре пурӑнакан арҫынран суд 1 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл ҫӗре вараланӑ тесе палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ Росприроднадзорӑн управленине хыпар янӑ: Алькешре пурӑнакан арҫын пушар рукавне тӑснӑ та ҫырманалла канализаци шывне юхтарать-мӗн. Унти ҫӗре тӗрӗсленӗ те чӑнах та ҫапла пулнине палӑртнӑ – тӑпрана варалакан япала нумай. Ку ҫутҫанталӑка 1 миллион та 4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн. Арҫынна тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Анчах вӑл килӗшмен. Ҫапла Росприроднадзор ӑна суда панӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1 миллион ытла тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑннипех те ҫуллахи ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер-паян кӑна уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫаплах пулӗ. Кайран, эрне варринче, каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче 23-28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 13-15 градус пулӗ. Ку ҫанталӑк утӑ уйӑхӗнчипе таншлашать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӑшӑ пирӗн патран кайӗ, Арктика енчен сивӗ сывлӑш килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗ питӗ ӑшӑ тӑрать. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 2015 ҫултанпа пулман. Шӑматкун 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑшт сивӗтӗ – 16-21 градус тӑрӗ. Тунтикун каллех ӑшӑтать. Ытларикун каллех сивӗтсе илӗ – 14-16 градус пулӗ. Юнкунранпа каллех «карчӑк ӑшши» хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 25-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ. Вӑл темиҫе кунран лӑпланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑн вӗҫлениччен тӑма пултарӗ. Шупашкарта температура рекорчӗсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑмӑр, уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыранах республикӑра уяртать, сывлӑш 20 градус таран ӑшӑнать. Вырсарникун кунӗпех уяр пулӗ, термометр 18-23 градус кӑтартӗ. Ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил кӑна кӑштах уҫӑрах пек туйӑнӗ. Тунтикун вӑл лӑпланӗ, анчах тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ. Ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче уяртӗ, кӑнтӑрла 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ҫитес эрнере канмали кунсем тӗлне каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Унтан каллех ӑшӑтӗ, анчах авӑнӑн юлашки декадинче каллех сивӗтӗ, тӑм ӳкме пултарӗ. Анчах ку – малтанлӑха палӑртнӑ прогноз кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫулла типӗ килчӗ. Кун пекки 2010 ҫултанпа пулман. Кӗркуннерен вара мӗн кӗтмелле? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне ытти чухнехинчен ӑшӑрах килме пултарать. Ҫумӑр вара нормӑпа килӗшӳллӗн ҫӑвӗ. Ҫитес виҫӗ кунра ҫумӑрлӑ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Вырсарникун вара каллех ӑшӑтать. Ҫитес эрнере 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Авӑн уйӑхӗ ҫакнашкал пулас шанчӑк пур. Кун пекки – питӗ сайра тӗл пулакан пулӑм. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш юр юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫумӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 12-13 сантиметра ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫуллахи пекех ӑшӑ. Ытларикунпа юнкун вара кӑшт сивӗтӗ. Юнкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ те сивӗтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑнтӑрла 11-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 7-9 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен кастарса вӗрнипе тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Икӗ кунра ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Апла, кӑмпа сезонӗ пуҫланӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 18-20 градус таран ӑшӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫуллахи ӑшӑ таврӑнӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуллахи пек ӑшӑ кунсем пулӗҫ-ха. Малтанхи икӗ декадӑра сывлӑш темератури ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Уйӑх тӑршшӗпех 15-20 градус пулас шанчӑк та пур. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ. Авӑн уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче, 23-30-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Уйӑх пуҫламӑшӗнче вара чӑн-чӑн ҫулла хуҫаланӗ: 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Уйӑх варринче вара «карчӑк ӑшши» те килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |