Чӑваш Ен те Атӑла сыватмалли федераци программине хутшӑнни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна май регионта тасатмалли сооруженисем тумалла. Ӑна 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫ паян кун та тӑрать.
Регионсенче тасатмалли сооруженисене тӑвас ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑракан РФ Патшалах Думин депутачӗ Жанна Рябцева Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти туса пӗтермен сооруженисен сӑнӳкерчӗке Телеграмри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ.
Объекта тума хыснаран 336,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ӗҫ графикран 177 кун юлса пырать. Унсӑр пуҫне сооружение туса 100 миллиона яхӑн нумайрах укҫа кирлӗ теҫҫӗ-мӗн. «2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче эпир пӗрремӗш хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн объекта пуҫласа юхтарса кайнӑ. Халӗ, хӑвӑрах куратӑр, ҫӗнӗрен тума ансатрах», – тесе палӑртнӑ Жанна Рябцева.
Чӑваш Ен ертӳҫисем объекта 2026 ҫулсӑр та туса пӗтереймессине пӗлтернӗ-мӗн.
Agabazar // 1123.39.5902
2025.07.25 14:14 | |
![]() |
Тасатмалли хапав. |