Персона
![]() t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн республикӑра тӑван халӑхӑмӑра тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассипе нумай ӗҫленӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ куна тивӗҫлипе палӑртас ыйтӑва Правительство ҫуртӗнчи канашлурах сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫавна май йӗркелӳ комитечӗ туса хурӗҫ, мероприятисен планне палӑртӗҫ. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ капашсӑр пысӑккине кура мероприятисене культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсенче тата ытти организацире анлӑн палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ "Тӗлӗнтермӗш уйӗ" кӑларӑма Шупашкарти Нина Кузьмина хутшӑннӑ. Вӑл унта мӑнукӗпе пынӑ. Ача кӑларӑмра чӑвашла юрласа кӑтартнӑ, Леонид Якубовича тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш виҫҫӗмӗш тура хутшӑннӑ. Вӑл сӑмаха тӗрӗс каласа финала тухнӑ. Финалта та вӑл сӑмаха тӗрӗс каланӑ. Анчах Нина Кузьмина супервӑйӑра выляма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Роман - опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Хальхинче вӑл велосипедпа Латинла Америкӑна парӑнтарма шутланӑ. Роман раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашра Мускава каякан пуйӑса ларса вӗҫтернӗ. Унччен вӑл ПЦР-тест панӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Роман Венесуэлӑра анса ларнӑ. Каракасра вӑл велосипед туяннӑ та ҫулҫӳреве кайнӑ. Халӗ вӑл Колумбире. Роман Кӑнтӑр Америкӑна курса ҫаврӑнасшӑн. Пирӗн ентеш пӗр пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан Елена Ефимовна Маркелова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа вӑл РФ Президентӗнчен саламлӑ ҫыру илнӗ. Ӗнер ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ Елена Ефимовна – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама вырӑнти тӳре-шара та ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Канашсем» ентешлӗх Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухать. Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти иртесси паллӑ ӗнтӗ. «Канашсем» ентешлӗх хӑйсен ентешӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен пуххине кун ҫути кӑтартасшӑн. Вӗсене чӑвашла ҫырнисене те, вырӑслисене те тиркемӗҫ. Пӗр автортан пӗр сӑвӑ йышӑнӗҫ, хайлав 100 йӗркерен вӑрӑм пулмалла мар. Вӗсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен lrigel@rambler.ru электрон адреспа ӑсатмалла. «Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнеки валли заявка» тесе палӑртмалла, автор камне кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() wiki2.org сӑнӳкерчӗкӗ Паян чӑваш композиторӗ Александр Васильев (9.1.1948-7.12.2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ. Александр Георгиевич — композитор, педагог, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ. Композитор Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусствӑсен кафедрин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ ӗҫӗсен хушшинче Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хура айӗнче» поэми тӑрӑх хайланӑ «Чакка» оперине асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ тата чӑваш парламенчӗн экс-председателӗ пулнӑ Лев Куракова асра тытса Шупашкарта тата тепӗр асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Хальхи — хулари Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче. Унта Лев Кураков 1991 ҫултан пуҫласа хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайиччен пурӑннӑ. Пӗрремӗш асӑну хӑмине Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (вӑл Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫине ҫакса хунӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче республикӑн тӗп хулинчи Университет микрорайонӗнчи бульвар ятне Кураков ятне панӑ. Лев Кураков 2020 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл ун чухне 77 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 12 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Лев Куракова асра тытнине палӑртса пухӑнӗҫ. Лев Кураков — паллӑ учёнӑй-экономист, общество тата патшалӑх ӗҫченӗ, экономика наукисен докторӗ, профессор, Раҫҫей вӗрентӗвӗн академийӗн чӑн членӗ. Лев Кураков пурӑннӑ пулсан ыран 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун вулавӑшра унӑн вӗренекенӗсем, ӗҫтешӗсем, унпа пӗр шухӑшлӑ пулнисем асӑну каҫне пуҫтарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Январева ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Ивановна - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче госпитальте ӗҫленӗ, унтан - шкулта. Вӑл 10 класс пӗтернӗ, унтан - Канашри педучилищӗне. Хӑй вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Мускавра прожектористкӑра ӗҫленӗ. 1942-1945 ҫулсенче Вышный Волочек хулинче госпитальте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Анна Ивановнӑн 2 хӗр, 5 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() vk.com/avanmart сӑнӳкерчӗкӗ Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор премине 2022 ҫулшӑн Надежда Сандркина тивӗҫнӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Швейцарири Базель хулинче 12 сехетле тӑсӑлнӑ супермарафонта ҫӗнтернӗ. Халӗ спортсменка Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чӑвашсен ассоциацине ертсе пырать. Аса илтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура. Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тӑрӑхри Чӑвашкасси Улхашялӗн клубӗнче спортсменка скульптурӑна тивӗҫнӗ. Ҫав кун культура учрежденине артистсем, вырӑнти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |