Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкассинче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан Мария Семёнова ӗҫсӗр ларма пултараймасть. «Чӑнах калатӑп. Пӗртте суймастӑп. Ирпе тӑрсан пит-куҫа ҫуса тирпейлесе хама йӗркене кӗртетӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп. Чи малтан эпӗ палассене пылесоспа тасатса тухатӑп», — каласа кӑтартнӑ кинемей Вера Иванова журналиста.

86 ҫулти пенсионер хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти заводсенчен пӗринче ОТК контролерӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫемье ҫавӑрман, ачи-пӑчи ҫук. Халӗ ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшса тӑрать. «Вӑл мана валли лавккаран апат-ҫимӗс туянса килсе парать. Ыттине эпӗ хамах тӑватӑп», — чунне уҫса калаҫнӑ кинемей.

86-ри Мария Семёнова ҫыхма пӗлмен япала ҫук. Палас таранах ҫыхать вӑл. Чӑлха-нуски пирки калама та кирлӗ мар.

«Манӑн атте вӑрҫӑра вилнӗ. Тӑванӑн ывӑлӗ Афган вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑннӑ. Турӑ мана салтаксене пулӑшма хушнӑ пуль», — тесе кинемей салтаксем тата пуҫне хунӑ салтаксен ачисем валли нуски тата алсиш ҫыхса тултарнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ.

Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ.

Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки.

Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче.

«Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка.

Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.

 

Персона

Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Лукьянова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукал - Пулмантӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра Порфирьевна 1947 ҫулта Мускаври патшалӑх театр искусствин институчӗн (ГИТИС) пӗрремӗш чӑваш студине пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Чӑваш драма театрне артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ та 1983 ҫулччен унта ӗҫленӗ. Александра Лукьянова 2003 ҫулта вилнӗ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Орлова паян 100 ҫул тултарнӑ.

Сарту облаҫӗнче ҫуралнӑскер ача чухне ашшӗ-амӑшӗпе Шупашкар куҫса килнӗ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен вӑл фармацевтсен шкулне вӗренме кӗнӗ. Унтан 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗренсе тухсан Тулӑна ӗҫлеме янӑ. Унти аптека тытӑмӗнче тата ҫар госпиталӗнче тӑрӑшнӑ.

Паян кинемей Шупашкарта пурӑнать. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗр вӑртӑнлӑхне ҫемье лайӑх пулнипе сӑлтавлать. Упӑшкипе, Юрӑпа, вӑл килӗштерсе пурӑннӑ. Анчах 25 ҫул ҫеҫ. Арҫын усал чире пула пурнӑҫран 50 ҫула ҫитичченех уйрӑлса кӗнӗ.

Ватӑ ҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем саламланӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан Нина Иванова кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.

Нина Николаевна пысӑк ҫемьере ҫуралнӑ, чи кӗҫӗнни пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл шкулта вӗреннӗ, 10-мӗш класс хыҫҫӑн Электроаппарат савутӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӗр канмалли кунсемсӗр икӗ сменӑпа тӑрӑшнӑ. Апат йӗркеллӗ ҫименнипе тӑтӑшах чирленӗ пулсан та вӑл пӗтӗм вӑйран ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӳ пирки ӗмӗтленнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Нина Ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, пӗр курсри Николай Иванова качча тухнӑ. Иккӗшӗ те зоотехник пулнӑ. Вӗсем икӗ ача ҫуратнӑ, пӗрле чылай ҫул пурӑннӑ.

 

Персона
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи учебникӗсен авторӗ Галина Абрамова чӗри тапма чарӑннӑ. Галина Васильевна 60 ҫулта пулнӑ.

Галина Абрамова (Андреева) Галина 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш педагогика институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ, аспирантурӑра та пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Вӑл – вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗсен, электрон пособисен авторӗ.

 

Персона

Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Штрихи к портрету историка В.Д. Димитриева» (чӑв. В.Д. Дмитриев историкӗн портречӗ) курав уҫӑлӗ. Аса илтерер: музей Уруков урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ.

Документлӑ курава истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Нина Ефимова ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нина Ивановна - тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.

Нина Ефимова 4 ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан ытти хӗрпе Етӗрне районне траншея чавма кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Канаша трактористпа комбайнерсен курсне вӗренме янӑ. Унтан таврӑнсан Нина комбайнер пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Нина Ивановна Сӑр юханшывӗ патӗнче окоп та чавнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-184342541_4090
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата прокуратура ветеранӗ Иван Григорьев 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов та килнӗ.

1942-1945 ҫулсенче Иван Григорьевич фронтра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл юридици пӗлӗвӗ илнӗ, 1950 ҫулсенче прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку тытӑмра 15 ҫул ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ таран ҫитнӗ. Кайран Иван Григорьев влаҫ органӗсенче вӑй хунӑ.

Эдуард Гиматов ветерана ЧР Элтеперӗн Тав хутне тата сехетне панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Персона

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ.

Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать.

Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ.

Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ.

Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ.

Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall737087632_811
 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, ...204
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 31

1898
127
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ.
1980
45
Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ.
1995
30
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2012
13
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй