Персона
![]() Чӑваш чунӗллӗ хастарсене канашсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Лидия Филиппова архивӗнчи видеовӗнчен илнӗ скриншот Канаш районӗнчи тата тепӗр шкулта Ҫеҫпӗл Мишшин парттине уҫнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ун пек парттӑна вилӗмсӗр поэт-трибун ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл ялӗнчи шкулта уҫнӑччӗ. Хальхи вара — асӑннӑ тӑрӑхри Шӑхасанта. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 123 ҫул ҫитрӗ. Вилӗмсӗр ентешне вӑл тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, парттӑна уҫас тесе «Канашсем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ ҫине тӑнӑ. Поэт ҫуралнӑ кун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн асӑннӑ пӗрлӗхсен хастарӗсем (видеора эпир Лидия Филиппова тата Анатолий Кипеч калем ӑстисене уйӑрса илтӗмӗр) Канаш районне тухса кайнӑ. Вӗсем Канаш районӗнчи библиотекӑра тата Шӑхасанта иртнӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Унта ачасем те, аслисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Шӑхасанти шкулта Ҫеҫпӗл парттине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ырӑ хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт «Пӗр класрисем» страницӑра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ Пётр Садовников 50 ҫул тултарнӑ. Пулас артист 1972 ҫулта Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускавран таврӑнсанах вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫтешӗсем тата театр ӳнерне ӑнланакансем Пётр Садовникова нумай енлӗ пултаруллӑ актёр тесе хаклаҫҫӗ. Артист, чӑн та, нумай роль калӑпланӑ. Ҫав шутра — тӗп сӑнарсене те, сцена ҫине самантлӑха тухаканнисене те; драмӑллисенче те вылянӑ, камитсенче те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Василий Артемьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Василий Артемьевич – философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм тӗнчери информатизаци академийӗн пайташӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Кириллов архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть «Вера Голубева» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Геннадий Кириллов. Кӗнекере РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Вера Голубеван (1928-2020) кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма артистка ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекере артистӑн аса илӗвӗсене, дневника ҫырса пынисене, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене, пьесӑсене куҫарнисене, вӑл уйрӑмах ӑнӑҫлӑ вылянӑ рольсене кӑтартса хӑварнине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() er.ru/person сӑнӳкерӗкӗ Паян Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗ отличникӗ Александр Иванов 65 ҫул тултарнӑ. Александр Степанович Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен (халӗ — университетӗнчен) вӗренсе тухнӑскер ӗҫ биографине 1979 ҫулта шкулти математика учителӗнчен пуҫланӑ. Унтан вӑл шкул директорӗ пулнӑ, Шупашкар райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш обкомӗнчи йӗркелӳ пайӗн заведующине ҫитнӗ. 2001-2010 ҫулсенче Александр Иванов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи пулнӑ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна республика Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулма шаннӑ. 2014-2018 ҫулсенче вӑл информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ, 2018 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ. Александр Степановича «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе тата орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗн режиссёрӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Красотин 70 ҫул тултарнӑ. Владимир Алексеевич пурнӑҫӗ урӑхларах пулма та пултарайман тейӗн. Артистсен ҫемйинче ҫуралнӑскер пӗчӗкренех театр ӳнерӗн сывлӑшӗпе ӳснӗ. Унӑн ашшӗ – РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин, амӑшӗ — Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Красотина. Владимир Красотин 1952 ҫулта Кӑнтӑр Сахалинск хулинче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСран вӗренсе тухсан тӗрлӗ театрта ӗҫленӗ. 1978 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрне чӗнсе илнӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл 40 ытла спектакль лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алмаз Якупов. tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн экс-ертӳҫине коррупципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн явап тыттарасшӑн. Пултарулӑх коллективне 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен ертсе пынӑ арҫын артистсенчен преми ыйтнӑ. Укҫа хуҫалӑхра усӑ курма кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла вӑл 105 пин ытларах тенкӗ ыйтса илнӗ. Артистсене дисциплина енӗпе явап тыттарассипе, соло номерсем памассипе, тухса ҫӳресе концерт кӑтартнӑ чухне илсе каймассипе хӑратса та сӗтев ыйтнӑ. 32,5 пинрен пуҫласа 44,5 пин тенкӗ таран. Кун пек вӑл 155 пин тенкӗ ыйтса илнӗ. 2019 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче пӗлӗшӗпе суя килӗшӳ тунӑ, унта лешӗ 15 тухья хатӗрлесе пама пулнӑ. Ӗҫшӗн 149 пин тенкӗ тӳленӗҫи тунӑ. Анчах тухьяна урӑх ҫын йӳнӗрехпе хатӗрлесе панӑ. Ансамблӗн экс-ертӳҫине суд 6 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах эпир асӑнса хӑварнӑ ҫулсенче ансамбле Алмаз Якупов ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елчӗк районӗнчи Г.Н. Волков ячӗпе хисепленекен шкулта тӗнчипе паллӑ этнопедагогӑн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ «Гени ҫулӗ» музейӗ уҫӑлнӑ. Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Геннадий Волков 95 ҫул тултарнине халалласа вӗренекенсемпе вӗрентекенсен республикӑн «Асамат кӗперӗ» IV ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Алексей Чернов Атӑлҫи федераци округӗнчи "ФормART" конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнер графикин корпусне ӳкерсе илемлетнӗ. Конкурс виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалччен Чӑваш Енри ӳнерҫӗсем унта малти вырӑнсене йышӑнни пулман. Алексей малти вырӑнсенчен пӗрне тухнӑ пӗрремӗш чӑваш ачи пулнӑ. Вӑл пултарулӑхне аталантармашкӑн 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РФ Федераци Канашӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ ачасене чысланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Макар Мушков та пулнӑ. Арҫын ача ҫулла паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Вӑл путма пуҫланӑ 4 ҫулти арҫын ачана ҫӑлнӑ. Макар пӗчӗкскер инкеке лекнине курсан пӗр шухӑшламасӑрах пулӑшма ыткӑннӑ. Наградӑна 54 регионти 154 ача тивӗҫнӗ. Чӑваш Енри тепӗр арҫын ачана та чыслӗҫ. Вӑл - Даниил Порфирьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |