Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР Журналистсен союзӗн), Раҫҫей Писателӗсен союзӗн патайшӗ Михаил Мерчен (Михаил Захаров) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Михаил Мерчен Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Колхозра та вӑй хунӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче водительте те. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ, салтакран таврӑнсан каччӑ Шупашкарти ӳнер студийӗнче виҫе ҫул вӗренсе художник ӑсталӑхне алла илнӗ. Ҫыравҫӑн кӗнекисем ҫаксем: «Сарӑ роза», «Куҫӗсем! Ах, куҫӗсем!», «Вӗҫсӗр ҫул», «Хумлӑ Атӑл». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ. Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ. Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() vk.com/wall-142632677_70180 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет. «Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна. Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл. Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗ сумлӑ уйрӑм ҫын коллекцийӗнчи эткерлӗхпе пуянланнӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне илемлӗх ертӳҫи пулса нумай ҫул ертсе пынӑ Юрий Васильев управҫӑсене хӑйӗн архивӗнчи япаласене илсе пырса панӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, Юрий Васильев хӑйӗн Тав хучӗсемпе Хисеп хучӗсене тата сӑнӳкерчӗксене илсе пынӑ. Юрий Васильевич – Чӑваш АССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Архивра «Парнелӳ кунӗ» акци иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Литературная Россия» интернет-порталта пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Последний истинный чуваш?» ятлӑ статья пичетленсе тухнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев-Трер актёра, режиссёра, педагога, сӑвӑҫа, куҫаруҫӑна, авалхи чӑваш юррисене хитре ӑста шӑрантарнӑ пултаруллӑ ҫынна халалланӑ. Статья авторӗ — Атнер Хусанкай. Иосиф Трер, Атнер Хусанкай калашле, чӑн та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Ун пеккисем пинте кӑна мар, темиҫе пинте те пӗрре пулӗ. Статья ятне ыйту паллипе ҫырни автор Иосиф Трер пек ҫын, тен, таҫта такам татах та тупӑнасса шаннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() sovch.chuvashia.com страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитрӗ. Юбилей мар пулин те сумлӑ ҫын ҫинчен аса илмеллех. Алексей Ургалкин (17.03.1910-07.11.1981) — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1945), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1950), РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957), РСФР халӑх артисчӗ (1968), СССР халӑх артисчӗ (1976). Чӑваш драма театрӗнче вӑл 1936 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пурӗ 65 ҫул ӗҫленӗ вӑл унта. Ӑна режиссёрсем те, куракансем те юратнӑ. ...«Советская Чувашия» хаҫатра пичетленнӗ Гадина Сидорован «Артист из гущи народной» статйи куҫ тӗлне лекрӗ. Унта палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Алексей Ургалкин калӑпланӑ сӑнарсене Фаина Романова театровед тӑрӑшса тунӑ скульптура произведенийӗсемпе танлаштарнине вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ сӑнара калӑплама тытӑниччен артист ӑна малтан хут ҫине ӳкерсе хунӑ иккен: сӑмсине, куҫне, ҫӳҫӗ-пуҫӗ епле пулнине. Кайран ҫеҫ Ургалкин ҫав сӑнар тавра ӗҫлеме тытӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://vk.com/wall-142632677_70044 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра паллӑ журналистсенчен пӗри Алексей Кряжинов 75 ҫул тултарнӑ. Медиасферӑра вӑл 46 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Алексей Кряжинов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх унивреситетӗнчен вӗренсе тухнӑскер пӗр вӑхӑт ВЛКСМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Журналистикӑри ӗҫне вӑл 1977 ҫулта «Цивильский вестник» хаҫатри корресподентран пуҫланӑ. Пултаруллӑ калем ӑсти тепӗр 7 ҫултан «Советская Чувашия» хаҫата куҫнӑ. 1990–2011 ҫулсенче Алексей Кряжинов «Московский комсомолец» хаҫатӑн Шупашкарти редакцине ертсе пынӑ. Унтан «Четра» корпоратив журналӗн редакторӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫулта пултаруллӑ журналист «Сурский рубеж» хаҫат учрежителӗпе тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ. Алексей Кряжинов статйисене федераци прессинче те пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем те ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://vk.com/wall-10638896?offset=80 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен тата Иван Яковлева сума сӑвакан ытти хӑш-пӗр регион та паллӑ вӗрентекен ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Пирӗн республикӑра ҫавна май логотиппа брендбук хатӗрлеме йышӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫе суйласа илме ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине логотипа хатӗрлеме 90 пин тенкӗ парӗҫ, унсӑр пуҫне автора тепӗр 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Конкурса ирттерессишӗн Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ольга Дуняк художник, педагог пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ольга Дуняк кантӑка ирӗклӗн вӗрсе карӑнтарса тӗрлӗ хитре япала тума пӗлекен ӑста пулнӑ. Александр Дуняк артист хӗрӗ Ленинградри аслӑ ӳнер промышленнность училищинче экскурсире пулнӑ чух кантӑка юратса пӑрахнӑ та ҫав енӗпе вӗренме кӗрес шухӑшпа ҫунатланнӑ. Ҫунатланнӑ та, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗр ӗмӗчӗ ҫеҫ унӑн пурнӑҫланайман — Шупашкарта та вӑл ҫавӑн пек производство уҫма ӗмӗтленнӗ. Пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хулинче «чӑваш кантӑкӗпе хрусталь цехӗ» тума май килменрен вӑл Дон ҫинчи Ростова тухса кайнӑ. Унта ӑсталанӑ ӗҫӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Фармаци» патшалӑх унитари предприятийӗн директорне Юрий Бабаева должноҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл ку предприятире 2020 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче тӗп директор пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан директор пек пулса юлнӑ. Ӗнертенпе вара вӑл ҫак предприяти ертӳҫи шутланмасть. Палӑртмалла: «Фармаци» ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |