Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Александр Алимасов (02.02.1935 – 08.02.2011) портретист, живописец, график, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, художество культурин паллӑ деятелӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Александр Никанорович пирки Леонид Петров халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «тивӗҫлипе хакласа ҫитереймен художник» тесе палӑртнӑ.
«Тӑван халӑх историйӗпе тата хальхи вӑхӑтрисемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ темӑсемпе ӳкернӗскер, пирӗн шутпа чӑваш искусствине чылай ҫул хушши ҫӳлте тытса пыма пултарнӑ. Пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсенчен пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ – 13 портрет (П.Е. Егоров, Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, И.Я. Яковлев, К.В. Иванов, В.И. Чапаев, А.Н. Крылов, А.А. Изотов, П.П. Хусанкай, А.Г. Николаев, Н.В. Павлова, Н.В. Федоров) – Мускаври Чӑваш Республикин представительствинче упранать. Унти чӑваш живопиҫӗн пысӑк художествӑллӑ произведенийӗсен йышӗнче (кун пек янӑравлӑ сӑмахсене критиксем каланӑ!) 14-мӗш портрет, пирӗн пурнӑҫа та хӑй ҫапларах пурӑнас хавалӗпе кӗрсе юлнӑскер, ҫук пек туйӑнать. Пулмаллах, вӑл та.
Александр Алимасов (хушамачӗн ӑш-чиккинче темскерле эреш те пурах-тӑр!) ӳкернисем – иртен-ҫӳрен сюжетлисем мар. Куҫа пачах курӑнман ҫӗн шанӑҫсӑр ҫеҫ ҫырма пултарайман вӗсене вӑл – пӗтӗм чӑваш тӗнчи пек аслӑ пушкӑрт чӑвашӗ. Хамӑр халӑха, унӑн тунсӑхӗпе пӑшӑрханӑвне, ҫут ӗмӗчӗсене пит лайӑх пӗлнӗрен, кашни ӗҫне хӑйӗн чунри илемлӗх сӗвемӗ витӗр «ҫӗлесе» туса пынӑ. А. Алимасов еплерех пӑлханса ӗҫленине ҫывӑх ҫыннисем кӑна калама пултарӗҫ. Ӳкернисенчен чылайӑшне автор хӑйӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе лайӑх пӗлнӗрен, чӑваш ытарӗ, иксӗлми вӑй-хӑвачӗ, сисӗм теветкелӗ пурах вӗсенче», — тесе шухӑшлать Леонид Петров.