Персона
![]() spec.puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисткине-пуканеҫӗне Елена Хорьковӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Елена Владимировна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки. Театрта вӑл 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Артистка 17 спектакльте 31 рольте вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекене хӑтланӑ. Кӑларӑма Аркадий Айдак тӗрлӗ ҫӗрте тухса калаҫнисене, вӑл дневниксенче ҫырса пынисене пухса пичетленӗ. Хӑтлава Етӗрне ентешлӗхӗ йӗркеленӗ. Мероприятие хутшӑнакансене республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова саламланӑ: «Етӗрне районӗнче пирӗн республикӑна Раҫҫейӗпе мухтава кӑларнӑ ҫынсем ҫуралнӑ. Эпир Николай Мордвиновпа, Николай Ашмаринпа, Тани Юнпа мухтанатӑр. Тата, паллах, Аркадий Айдакпа». Кӗнекене кӑларма Николай Малов (вӑл Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ) пулӑшнӑ иккен. Кӗнеке авторӗ — Алексей Леонтьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Балерина Надежда Павлова» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Ӑна XX ӗмӗрти пултаруллӑ балеринӑн, СССР халӑх артисткин, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Надежда Павлова балеринӑн пултарулӑхне халалланӑ. Надежда Васильевна 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать. Кӑларӑмӑн авторӗ-составителӗ — Светлана Потемкина. Кӗнеке-альбома 1000 тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян ЛДПР парти лидерӗ Владимир Жириновский вилнӗ. Ку информацие официаллӑ майпах ҫиреплетнӗ. Хальхинче ку хыпар суя мар. Темиҫе кун маларах Жириновский вилнӗ тесе сас-хура тухнӑччӗ, анчах вӑл тӗрӗс мар пулнӑ. Владимир Вольфович кӑшӑлвируспа чирленӗ, нарӑсӑн 2-мӗшӗнченпе пульницӑра выртнӑ. Тухтӑрсем юлашки кунӗччен унӑн пурнаҫӗшӗн кӗрешнӗ. Пӗр хушӑ вӑл медикаметозлӑ комӑра та выртнӑ. Анчах, шел те, политик йывӑр чире парӑнтарайман. Владимир Жириновский 2021 ҫулта 75 ҫул тултарнӑ. Акан 25-мӗшӗнче 76-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тумаллаччӗ. Унпа Мускаври Союзсен ҫуртӗнче сывпуллашма палӑртнӑ. ЛДПР лидерне Троекуров ҫӑви ҫинче пытарӗҫ. Унта унӑн тӑванӗсем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Данилов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорне, педагогика наукисен кандидатне Анатолий Данилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Ӑна сӑнарлӑ ӳнере аталантарма тата ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ. Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн хисеплӗ ҫынни, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Мария Никитична Башкирова ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Чӗлепи облаҫӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унтах пурӑннӑ, траншея чавнӑ, вӑрман каснӑ, эвакуаципе килнӗ ачасемпе ӗҫленӗ. Шӑпа Мария Никитичнӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, вӑл офицерпа паллашнӑ. Ҫак арҫын унӑн упӑшки пулса тӑнӑ. Вӗсем унпа тӗрлӗ тӑрӑха куҫса ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗпе 4 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки отставкӑна тухсан Шупашкарта тӗпленнӗ. Халӗ Мария Никитична 5 мӑнукӗпе, вӗсен 8 ачипе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Зайцев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Николай Зайцев 80 ҫул тултарнӑ. Паянах ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Николай Архипович Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Презденчӗн Чӑваш Енри элчи пулнӑ. Николай Зайцев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атӑлҫи вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Тӑвай ҫынни ӗмӗр тӑршшӗпех пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса пурӑннӑ. Унӑн биогарфийӗнчи эпир маларах асӑннӑ икӗ фактсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми парассипе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑракан ҫав укҫана илме 11 ходатайство тӑратнӑ. Уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫине, Раҫҫейри Писательсен союзӗн членне Денис Гордеева пама йышӑннӑ. Денис Гордеев 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ял пурнӑҫне аван сӑнарлакан унӑн илемлӗ чӗлхине Василий Шукшин, Виктор Астафьев вырӑс ҫыравҫисен прозипе пӗр шая лартаҫҫӗ. Чӑваш ҫыравҫин кӗнекисем республикӑн Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекесем» темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ. Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ. 1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ. Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ. 1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ. «Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса. Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |