Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Сергей Артамонов тата Сергей Павлов. @sergey.artamonov21 страницӑран илнӗ скриншот
Сергей Артамонов тата Сергей Павлов. @sergey.artamonov21 страницӑран илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствисене ертсе пынӑ Сергей Павлов ӗнертенпе ҫӗнӗ вырӑнта пуҫлӑх пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл малашне «Россельхозцентр» федерацин хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалне ертсе пырӗ. Унпа коллектива республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллаштарнӑ. Кун пирки министр Инстаграмри хӑйн страницинче ӗнер хыпарланӑ, Сергей Павлова ӑнӑҫу суннӑ.

Сергей Павлов 1974 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнар район администрацийӗнче 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл вице-премьер — министр пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре 2010-2015 ҫулсенче тӑрӑшнӑ, 2015-2016 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ. 2016-2021 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CVKbSZ6gKqP/
 

Персона
Екатерина Казакова. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Екатерина Казакова. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ.

Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ.

 

Персона
Никита Тӗнчесен машини. Nikita Tenche Ютубри каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот
Никита Тӗнчесен машини. Nikita Tenche Ютубри каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот

«Эпӗ кӗтмен ҫӗртен ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм. Ку вӑл кӗтменлӗх пулчӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланакан предприятире водительте ӗҫленӗччӗ. Начар ӗҫлемен. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине тавҫӑратӑп-ха. Тепӗр тесен темех мар. Мана вӑл сфера килӗшместчӗ. Эпӗ — ҫулҫӳревҫӗ вӗт, ирӗке юратакан ҫын. Эпир Настьӑпа, ҫемьепе, палӑртнине маларах пурнӑҫлама тивӗ. Автоҫулҫӳреве хӗл енне тухса каясшӑнччӗ. Халӗ маларах тухма тивӗ, пире Питтсбургра нимӗн те тытса тӑмасть. Ку хула килӗшместчӗ», — ҫапларах пӗлтернӗ икӗ ача ашшӗ Ютубри хӑйӗн каналӗнче.

Ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса тӑнӑ май вӑл маларах машина туяннине пӗлет-ха. Халӗ ҫемье АПШри Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен «Тойотӑпа» ҫула тухма хатӗрленет. Унччен туяннӑ пурлӑха май килнӗ таран сутса ярӗҫ, сутайманнине ҫынсене парнелӗҫ е тухса перӗҫ. Ҫапла вара ҫемьен пурнӑҫӗнче черетлӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://youtu.be/Dn_iWAqXxs8
 

Персона
Юрий Бабаев. cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Юрий Бабаев. cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине директор пулса Юрий Бабаве ертсе пырӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ иккен.

Аса илтерер: унпа коллектива пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче гендиректор тесе паллаштарнӑччӗ. Халӗ Юрий Бабаев — гендиректор мар, директор.

Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ.

 

Персона
cheb.ru/news сайтри сӑн
cheb.ru/news сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кремльте Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршиновӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ку наградӑна промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, строительствӑра, транспорт ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче тата культурӑра, ытти тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем, усӑллӑ ӗҫсем тунӑшӑн параҫҫӗ.

Палӑртмалла: Алена Аршинова 1985 ҫулта Германири Дрезден хулинче совет ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Кӗҫех вӗсем куҫса кайнӑ, Мускавра вӗреннӗ. 2012 ҫултанпа вӑл – РФ Патшалӑх Думин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи пайташӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=261772
 

Персона
@olgalukova1001 страницӑран илнӗ скриншот
@olgalukova1001 страницӑран илнӗ скриншот

Чӑваш Енри тата тепӗр сцена ӑсти халӑх артисчӗ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хисеплӗ ҫынсен списокӗнче Ольга Дикина (Лукова) артистка та пур. Шӑпах ӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята пама йышӑннӑ.

Ольга Владимировна — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ. 2009 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парса хавхалантарнӑ. Пултарулӑхне вӑл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче туптанӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти художество училищи (вӑл Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1-мӗш «Б» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) умӗнче мемориал тӑвас ӗҫе пуҫӑннине палӑртакан мероприяти иртнӗ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Александр Боголюбова халалланӑ.

Александр Николаевич 1900 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1916 ҫулта Шупашкарти аслӑ пуҫламӑш училищӗне (халӗ унта художество училищи) вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ентешӗмӗр Мускава хӳтӗлеме хутшӑннӑ.

Аса илтерер: пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.

 

Персона
opera21.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
opera21.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сумлӑ ҫынсен паллӑ кунӗсене уявлаҫҫӗ.

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Валентина Смирнова-Геворкян театр труппинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрринче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнчен, Сартури В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентет, профессор.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара, оперӑпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев 50 ҫул тултарнӑ.

 

Персона

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулнӑ Юрий Волошин паян 80 ҫул тултарнӑ.

Юрий Петрович Харьков хулинче ҫуралнӑ, унтах вӑл ӗҫ биографине пуҫӑннӑ. 1983 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килсе Промышленность тракторӗсен заводӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1998 ҫулта ӑна Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен заводне ертсе пыма шаннӑ. Каярах вӑл Чӑваш Енӗн Правительствинче ӗҫленӗ. Унта Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — промышленность тата энергетика министрӗ пулнӑ.

Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, Юрий Волошин — принципа пӑхӑнакан, ҫирӗп ыйтакан, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан тата хӑйӗн ӗҫне парӑннӑ ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CUt5DJnKgwp/
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Петр Егорович Егоров — зодчий Санкт-Петербурга XVIII века. Личность и творческое наследие мастера: вчера, сегодня, завтра. К 290-летию со дня рождения» (чӑв. Петр Егорович Егоров — Питӗрти XVIII ӗмӗрти зодчи. Ӑста тата унӑн пултарулӑхӗн эткерӗ: ӗнер, паян, ыран. Ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.

Петр Егорович Егоров (1731-1789) – Чӑваш Енре ҫуралса Раҫҫейӗпе ят-сум ҫӗнсе илнӗ паллӑ архитектор, вырӑс классицизмӗн малтанхи тапхӑрти пайташӗ, ӑна никӗс хунисенчен пӗри.

 

Страницӑсем: 1 ... 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, [83], 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ