Персона
![]() Светлана Каликова тата Праски Витти. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗпе Праски Виттипе (Виталий Петровпа) тӗл пулнӑ. Праски Витти кӑҫал 85 ҫул тултарӗ. Тӗлпулура юбилей куравне тата кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уяв мероприятийӗсене ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Праски Виттине те Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята илме тӑратнӑ, халӗ сасӑлав пырать. Сӑмах май каласан, халӑх темипе мӗншӗн ӗҫлени пирки «Хыпар» журналистне Андрей Михайлова 5 ҫул каялла художник ҫапларах хуравланӑччӗ: «Чӑваш пирки хура халӑх тенӗ. Вӗсем ҫырма та, вулама та пӗлмен. Ӳкерес ӑсталӑх та пулман. Темиҫе ӗмӗр тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ пирӗн халӑх. Шел те, хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйӗн хӑйевӗрлӗхне ҫухатма пуҫларӗ, ҫавӑнпах хамӑн ӗҫӗм-хӗлӗме халӑха халаллас терӗм. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗпе хитрелӗхне, йӑли-йӗркине ӳкерчӗксемпе картинӑсенче сӑнлас килет. Халӑх пурнӑҫӗ искусствӑра ҫырӑнса юлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Карягин. chgtrk.ru сайтран илнӗ скриншот Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Енри паллӑ журналистпа, педагогпа, Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Сергей Карягинпа сывпуллашнӑ. Унӑн ҫывӑх тӑванӗ Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сергей Афанасьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре 1932 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Канашри учительсем хатӗрлекен институтран, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗнчен, каярах унти вырӑс уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шкулта та ӗҫленӗ, колхозра партком, райком секретарӗ пулнӑ, 1976–2000 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Республикӑри «Астӑвӑм» кӗнекене кӑларас, Патӑрьел районӗн энциклопедине пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Шупашкарти ветерансен «Шанчӑк» халӑх хорне юрлама ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӑл «Спутник V» вакцинӑна суйланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн организмӗнче антителӗсем пур, вӑл кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ. Чир ҫӑмӑллӑн иртнӗ, шала кайман. Администраци пуҫлӑхӗ республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫивӗчленнине пӗлтернӗ, ҫавна май массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ, ҫӗнӗ чарусем йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ. Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Медведев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ. Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Сувар" хаҫат тунӑ сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Николай Сорокин 80 ҫул тултармаллаччӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Николай Сорокин Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусан университетне пӗтерсен «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, ТАСС информаци агентствин Тутарстанри пайӗнче корреспондентра 36 ҫул тӑрӑшнӑ. 1992 ҫулта вӑл Хусанта чӑвашла радиокӑларӑмсем, чӑвашсен «Сувар» хаҫатне, «Шурӑмпуҫ» литература журналне йӗркелесе янӑ. Вӑл – «Вера древнего народа» документлӑ фильм, «Вечная Волга» роман-трилоги авторӗ, Тутар АССРӗн тата РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ Валентин Смирнов ҫыравҫӑ-публицист, общество ӗҫченӗ, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хушшинче паллӑ историк пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Валентин Андреевич чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне халӑхра анлӑ сарассишӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Паллӑ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен вӑл ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ нумай ҫырнӑ, ҫав шутра «Светильник разума. К 140-летию Симбирской чувашской школы», «Апостол милости Божией. Земной путь И.Я. Яковлева (1848-1930), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской» монографисене асӑнса хӑварма пулать. 2003 ҫултан тытӑнса Валентин Смирнов Иван Яковлевӑн халалне тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарассипе самай ҫине тӑнӑ. Паянхи куна халала 46 чӗлхене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет. Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Филиппов телеоператор инсульта пула пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ паян татӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ. Владимир Анатольевич пурнӑҫӑн пысӑк пайне чӑваш телекуравне халалланӑ, «Чӑваш Ен» ПТРКра кино- тата видеоператор пулнӑ. 1997-2007 ҫулсенче «Химпром» пресс-службин фотографӗ, видеоператорӗ пулнӑ. Владимир Филиппов «Хыпар» хаҫат премине «Ял ҫыннисем» сӑнӳкерчӗксен серийӗшӗн тивӗҫнӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ пулнӑ. Владимир Анатольевичпа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре ҫак адреспа сыпуллашӗҫ: Шупашкар хули, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, 4/1 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |