Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ. Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ. Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри икӗ полицейские ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн медальпе чысланӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче полици прапорщикӗ Артем Петров патруль вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнче хваттер ҫунни пирки хыпар илнӗ. Хуҫи сас паман. Ҫӑлавҫӑсем картлашка тунӑ вӑхӑтра хваттер хуҫин амӑшӗ ҫитнӗ те алӑка уҫнӑ. Артем Петров вӑхӑта ҫухатаман – ҫунакан хваттере кӗрсе арҫынна коридора кӑларнӑ. Лешӗ утайман та. Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче полици лейтенанчӗ Владимир Паргеев ҫӑлавҫӑсем пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерти пушартан ҫынсене эвакуациленӗ. Вӑл чӳречерен кӗрсе виҫӗ хӗрачана урама кӑларнӑ. Ачасем хваттерте пӗчченех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ. Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Иванов-Орков сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курс Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин Любовь Федорован пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ артистка кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Сцена ӑстине саламлама Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, ЧНК хастарӗ Владимир Тяпкин, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем юбиляра ӑшшӑн саламланӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев союз грамотипе чысланӑ. Пултарулӑх каҫне Игорь Муренкон пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 37.mchs.gov.ru сайтри сӑн ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен. Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ. Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ. Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Светлана Павловӑшӑн ку чӑн-чӑн асамлӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхинех вӑл лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Светлана Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн киле таврӑннӑ чухне вӑл лотерея билечӗ туяннӑ. Вӑл унта унччен те хутшӑннӑ-ха. Хальхинче вӑл 50 билет туяннӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑл кӑларӑм хыҫҫӑн сайтра билет ҫинчи хисепсене тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ иккен! Светлана выляса илнӗ укҫапа ипотекӑн пӗр пайне саплаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикӑн Композиторсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӑнче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин 60 ҫул тултарнӑ. Андрей ГалкинФ.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Андрей Петрович тӗрлӗ жанрлӑ композицисем хайлать. Ҫав шутра — симфони тата камера музыки, эстрада юррисем, драма спектаклӗсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетет. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Вӑл «Аттила. Легенда ҫурални», «Хуркайӑк ҫулӗ» балетсем валли юрӑ-кӗвӗ ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ксения Редькова ҫак кунсенче 104 ҫул тултарнӑ. Ксения Прокофьевна пакунлӑ ҫынсене яланах хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет. Мӗншӗн тесен вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑн милицире 35 ҫул ӗҫленӗ. Ӑна саламлама полици ӗҫченӗсем те килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ксения Прокофьевна фельдшер пулнӑ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ШӖМӗн медикпа санитари чаҫӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |