Персона
![]() Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата видео скриншочӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Хушма ятне курах мала Утма хистет пире Малкай...» – ҫапла пуҫланӑ ырӑ хыпара Мальвина Петрова Фейсбукра. Вӑл ҫапларах пӗлтернӗ: «кӳршӗри Кӑтакра паян Иван Малкай ячӗпе асӑну хӑми уҫрӑмӑр. Ҫак ял хастарӗсен – Иосиф Васильевичпа Вера Николаевна Тимофеевсен – пуҫарӑвӗпе сӑрава кӑларнӑ палӑк паянхи иртен-ҫӳрене те, пулас ӑрӑва та – вӑрҫӑ витӗр тухнӑ ҫыравҫӑмӑр пекех – тӳрӗ ҫулпа утса пархтатарлӑ ӗҫсем тума хистессе шанатӑп». Иван Малгай – чӑваш поэчӗ, журналисчӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайск Кӑтак ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ. Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ. Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ. Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Федотов Ӗнерхи кун республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен темиҫе ҫыннӑн юбилейӗпе паллӑ пулнӑ. Маларах эпир Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Юрий Свинцов 75 ҫул тултарнине пӗлтертӗмӗр-ха. Ӗнерех Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнчи халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Федотов юбилейне паллӑ тунӑ. Сергей Васильевич Чӑваш Республикин культур училищинчи оркестр уйрӑмӗнче вӗреннӗ, ҫав специальноҫпах каярах Хусанти культура институтӗнче ӑс пухнӑ. Аслӑ шкул хыҫҫӑн 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Эревет» ансамбле вӑл 1981 ҫулта йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юрий Свинцов Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗн Юрий Свинцовӑн юбилейӗ пулнӑ. Вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Юрий Свинцов – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, балет сценин чӑн ҫӑлтӑрӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пилӗк теҫетке ҫул ытла спектакльсене хӑйӗн ӑсталӑхӗпе илемлетет. Юрий Анатольевич Ленинградри А.Ч. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен (халӗ вӑл заведени Вырӑс балечӗн академийӗ шутланать) 1966 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енре балет ӳнерне аталантарма пуҫлакансенчен пӗри пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ спектакльте ертсе пыракан рольсенче вылянӑ. 2008 ҫултанпа театрта балетмейстер пулса тӑрӑшать. Юрий Свинцов Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтӗнче, Чӑваш Республикин культура училищинче тата Шуашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче актёр тата вокал уйрӑмӗсенчи студентсене хореографи ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидоровӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗшӗн спортсменкӑна орденӑн пӗрремӗш степенӗпе чыслама йышӑннӑ. Токиора иртнӗ ӑмӑртусенче ҫӑмӑл атлетикӑра унӑн медалӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ҫавӑн пекех Анжелика кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ преми илӗ, унӑн тренерӗ – 600 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шевлепи сӑвӑҫ, прозаик, педагог, публицист куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Роза Шевлепи (Ильина-Юхма) — Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 14 кӗнеке авторӗ. Вӑл 1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ. Роза Ивановна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хушкапуҫ», «Хурав», «Тунсӑх», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Марук кушак нянькӑра», «Кӑвакарчӑн», «Икӗ асанне» 1993 ҫулта «Вучах» хаҫатра тата «Пике» журналта пичетленнӗ. Р. Шевлепин хайлавӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑвашла хитре калаҫнине пирӗнтен чылайӑшӗ хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Тепӗр тесен, чӑваш ҫынни тӑван чӗлхепе калаҫнинчен (ашшӗ-амӑш чӗлхине хисепленинчен) тӗлӗнме кирлӗ те мар-ха. Аса илтерер: Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республика ертӳҫи интервьюсене те чӑвашла парать, черетлӗ эрнене те икӗ чӗлхепе пӗтӗмлетет. Ӗнер вара вӑл «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина Фейсбукра пӗлтернӗ. «Республика Пуҫлӑхӗ, Олег Алексеевич Николаев «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравлама килӗшрӗ, паллах — чӑвашла. Тӗплӗнрех, ҫитес номерте», — тесе ҫырнӑ наци медаихолдингӗн пуҫлӑхӗ. Элтеперпе Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче пурӑнакан Илья Степанович Волков 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл юбилейне Илле кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, паллӑ тунӑ. Илья Степанович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Юбилей ячӗпе ун патне РФ Президентӗнчен Владимир Путинтан саламлӑ ҫыру килнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна парнесемпе хавхалантарнӑ. Пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ Илья Волков пурне те сывлӑх, 100 ҫула пурӑнса ҫитме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 60 ҫул тултарать. Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай салинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх пӗчӗк академи театрӗ ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче артист тӗрлӗ енлӗ сахал мар сӑнара ӑнӑҫлӑ та ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Паян та вӑл хальхи вӑхӑтри репертуарти нумай спектакльте вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ. Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |