Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, социаллӑ ӗҫченсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак ӗҫе суйласа илнисен тивӗҫӗ — ватлӑхра пулӑшу кирлӗ ҫынсене пулӑшасси, пӑхасси. Социаллӑ ӗҫчен ӗҫӗ лавккаран таварпа эмел туянса килсе панипех вӗҫленмест. Вӗсен выртакан ҫынсене те пӑхма тивет. Унсӑр пуҫне кил-ҫурта тирпейлесе памалла, апат пӗҫерсе ҫитермелле.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрта 20 ҫул ытла социаллӑ пулса ӗҫлекен Светлана Юрина каланӑ тӑрӑх, профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Паян вӑл хулари 10 ватта пӑхса тӑрать. «Ҫынна хӗрхенмесен ку ӗҫре ӗҫлейместӗн», — тет ӳрӗк хӗрарӑм.