Паян — социаллӑ ӗҫӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Соцаллӑ ӗҫчен пулса пур ҫын та ӗҫлеймест. Хӑшӗсем яваплӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлсенех хӑраса ӳкеҫҫӗ, теприсен чӑтӑмлӑхӗ темиҫе уйӑхран пӗтет. Анчах Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти Галина Кузьмина пеккисем те пур.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер чылай ҫул ача пахчинче тӑрӑшнӑ. «Ӗҫӗм питӗ килӗшетчӗ. Анчах атте чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн ватӑсене пулӑшмаллине ӑнланса илтӗм», — аса илет Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакан Галина Владимировна.
Ҫак ҫула суйласа илнӗшӗн Галина Кузьмина пӗртте ӳкӗнмен. «Ӑна ватӑсем питӗ юратаҫҫӗ. Кашни пымассерен ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Тем туса та пулӑшать вӑл», — каласа кӑтартаҫҫӗ маларах асӑннӑ социаллӑ центрта.
Этем ӗҫпе кӑна пурӑнаймасть. Галина Владимировнӑн чун киленӗҫӗ — пулла ҫӳресси. Унта вӑл упӑшкипе Борис Валерьевичпа ҫул тытать. Каҫ выртамалла та каяҫҫӗ.