Шупашкарти экспресс-кинемейсем ҫын ачисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем — Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем.
Татьяна Саверкина, акӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ пӗр ҫемьене пулӑшать. Ачасен ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, амӑшӗ ӗҫе ҫӳрет. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачисене вӑл шкултан пур чухне те кӗтсе илеймест.
«Ҫак икӗ ҫул хушшинче Татьяна Прокофьевна ҫемьешӗн ҫывӑх ҫын пекех пулса тӑчӗ. Ачасене вӑл шкултан кӗтсе илет», — каласа кӑтартнӑ маларах асӑннӑ центрӑн заведующийӗ Марина Васильева.
Ирина Александрова тата Любовь Гуслева та экспресс-кнемейсен ретне тахҫанах тӑнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн центрта экспресс-кнемейсем валли «Чунпа ҫамрӑк пулсан ҫул кайни ним те мар» уяв иртнӗ.