Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 107 ҫул тултарнӑ.
Хӗр пӗрчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ ун чухлӗ шӑпӑрлана тӑрантарса ҫитереймест тесе шӑтӑк чавнӑ та тин ҫуралнӑ Неонилӑна унта чикме тӑнӑ. Анчах хӗрачана амӑшӗ ҫӑлнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Неонилӑна вӑрӑм ӗмӗр суннӑ. Унӑн сӑмахӗсем пил пекех пулнӑ - кинемей ав 107-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Шупашкара савута ӗҫлеме кайсан Неонила пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан арҫынна фронта илнӗ. Арӑмӗ ачипе тӑрса юлнӑ.
Неонила Белова ку таранччен амӑшне, икӗ хӗрӗпе пӗр ывӑлне пытарнӑ. Ҫапах малалла пурӑнма вӑй тупать вӑл, мӑнукӗсемпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнать. Ун патне кашни кун кинӗ килсе ҫӳрет. Кинемей ӑна хӗрӗ пекех йышӑнать.