Республикӑра
![]() Юлашки вӑхӑтра ҫӗр чикки пирки тавлашакансем йышланнӑ-мӗн. Ун йышшисем ҫӗр пирки ваттисем вӑрҫӑнма хушманнине ӑшра тытмаҫҫӗ пуль ҫав. Ҫӗре виҫекенсемпе те тавлашаҫҫӗ иккен ун йышшисем. Юлашкинчен асӑнни 2008 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен йӗркеленӗ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки куҫман пурлӑх пирки калакан патшалӑх кадастрӗнче сведенисем ҫуккипе ытларах ҫыхӑннӑ иккен. Кадастр учечӗпе аппаланакансем патне ҫынсем ҫӗр чиккине палӑртма ыйтса маларах тухман иккен те, ҫавна пулах паян мишавай юпине ӑҫта лартмаллине пӗлмесӗр аптӑраҫҫӗ курӑнать. Юлашки ҫур ҫулта кӑна Росреестрӑн Федерацин кадастр палатин республикӑри филиалӗ 157 ӗҫпе суда ҫитнӗ. Чикӗ ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисем ҫав шутра — 27 процент. Анчах кадастр палати айӑпа хӑй ҫине илмест. Кунта ыйтӑва ытти кӳршӗ-аршӑпа тата кадастр инженерӗсемпе татса памалла теҫҫӗ. Ӑнланманлӑх сиксе тухасран ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе кадастр ӗҫӗ ирттерсе кадастр учетне кӗрттерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ют ҫӗршыв гражданӗсене тата граджанлӑхсӑр ҫынсене вырӑс чӗлхине пӗлессине тӗрӗсленӗ. Ҫакна кура вӗсене вырӑс чӗлхиллӗ ҫын пулнипе пулманнине палӑртнӑ. Экзамен виҫӗ пайран тӑнӑ: виҫҫӗшӗ — ҫыру вӗҫҫӗн, пӗри — сӑмах вӗҫҫӗн. Экзамена Украинӑри, Арменири, Таджикистанри тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ. Украинӑри икӗ граждан тата Таджикистанри пӗр ҫын вырӑс чӗлхине пӗлнине палӑртнӑ. Армени ҫынни экзамена тытайман. Ӑна вӑл тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ тытма пултарӗ. Чӑваш чӗлхине пӗлмеллине палӑртакан пӗр саккун та ҫуккине асӑрхаса хӑварас пулать. Ку япала ӗнтӗ ют ҫӗршывран килнисем чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулмассине кӑтартса парать. Е саккун кӑларакансем вӗсем чӑвашсемпе вырӑсла калаҫасса шанаҫҫӗ пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Калинин наградӑна тивӗҫнӗ иккен. Крым влаҫӗ ӑна «Крыма ирӗке кӑларнӑшӑн» ятарлӑ медаль пама йышӑннӑ. Александр ҫара 2013 ҫулта кайнӑ, Свердловск облаҫне лекнӗ. Унтан ӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Тоцк хулине куҫарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ростов облаҫне янӑ. Унта вӑл ҫар тивӗҫне виҫӗ уйӑх пурнӑҫланӑ. Шӑпах унта вӑл РФ Хӳтӗлев министерствин медальне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗнчере кӑна мар, Чӑвашра та кӑсӑкли самай Ҫынсене тӗнче тетелӗн, интерактивлӑ телекурав, телефон ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑнтаракан компанисенчен пӗри «Эп кунта пулнӑ» пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсен шайнех кӑларнӑ. Конкурс тӗллевӗ туризмпа кану вырӑнӗсене, сахал пӗлекен объектсене палӑртасси тесе ӗнентереҫҫӗ. Ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсен конкурс сайтӗнче ятарлӑ хурмӑ ҫырса тултармалла тата ӗҫе вырнаҫтармалла. Конкурса яракан ӗҫсене авӑн уйӑхӗн ҫурриччен йышӑнаҫҫӗ. Формачӗ тӗрлӗрен пулаять. Ҫав шутра эссе те, фоторепортаж та, видеокалав та. Профессилле журналистсене те конкурса хутшӑнма чармаҫҫӗ. Кашни номинацире виҫшер ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗҫ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне — ун чухне Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗ — пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Нотариус палати хутсене хатӗрленӗ чух право тата техника енчен ӗҫленишӗн Украинӑран тарса тата куҫса килекенсенчен укҫа илес мар тесе йышӑннӑ. Ун пек шухӑш тытнине нотариуссем республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыр кӑмӑллӑх фондне пӗлтернӗ. Украина ҫыннисенчен Раҫҫейӗн Налук кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тарифшӑн кӑна укҫа илӗҫ. Ытти тӑкаксемшӗн пӗр пус та ыйтмӗҫ. Украина ҫыннисен хӑйсем Раҫҫее пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн килнине ӗнентерекен хут пулмалла. Республикӑн Нотариус палати Украинӑран ирӗксӗр куҫса килнисене пулӑшма тесе 100 пин тенкӗ куҫарса пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хула кунӗ умӗн Шупашкарти Пирогов тата Крылов урамӗсенчи ача пахчине туса пӗтерме палартнӑ. Анчах ӗҫ кая юлса пырать иккен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫурт тӑвӑм лапамӗсене ҫитсе курнӑ, лару-тӑрупа кӑсӑкланнӑ. Пирогов тата Крылов урамӗнчи виҫӗ хутлӑ ҫурт хатӗр. Шалти ӗҫсене тумалли, хӑтлӑх кӗртесси ҫеҫ юлнӑ. Анчах ача пахчисем ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнмасси комиссишӗн паллӑ. Хальлӗхе кӗркуннене хӑварнӑ. Ҫурта тӑвакан подрядчиксен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ-мӗн. Юсав ӗҫӗсем тунӑ чухне ҫӗнӗ ӗҫ пурнӑҫламалли паллӑ пулнӑ. Кӑна вара чи малтанах плана кӗртмен. Ҫавна май проекта ылмаштарма тивет. Каллех вӑхӑт кирлӗ. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи ача пахчине ҫӗртме уйӑхӗнчех хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ кунта нумай — 2–3 уйӑха та ҫитӗ. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑпа правительство енчен нимӗнле кӑлтӑк та ҫук, пӗтӗм ыйтӑва татса панӑ. Эппин, пӑтӑрмах мӗн сӑлтавпа сиксе тухнӑ-ха? Аукционсенче яланах профессионалсем выляса илмеҫҫӗ-мӗн. Камӑн хакӗ сахалрах — ҫавна параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Туристсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринче чӑннипех те хӗрӳ кун пулнӑ. Ҫук, шӑрӑх ҫанталӑка пула мар. Хула пристаньне каллех «Георгий Жуков» теплоход чарӑннӑ. Пӗтӗмпе 180 ҫулҫӳревҫӗ Сӗрнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫине аннӑ. Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ. Хусан Турӑ Амӑшӗн чиркӗвне, Ю.А.Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, Иван Филиппович Соснин купса ҫуртне ҫитсе курнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Чулхуларан, Кировран, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуласенчен. «Экскурсишӗн тав тӑватпӑр. Вӑл Атӑл хӗрринчи ытти хулара ирттернӗ экскурси пек мар. Купсасен ӗлӗкхи ҫурчӗсем, хӑйне евӗр йӑла-йӗркеллӗ хула пирки каласа кӑтртни хӗпӗртеттерет, кунта тепре килес шухӑш та ҫуралать», — ҫапла ҫырса хӑварнӑ «Георгий Жуков» теплохопа килнӗ туристсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале парасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна Шупашкар районӗнчи виҫӗ мӑшӑр тивӗҫнӗ. Вӗсем — Георгий Семеновичпа Феодосия Ивановна Кирилловсем, Александр Андреевичпа Валентина Сергеевна Иванюшкинсем, Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна Кудряшовсем. Виҫӗ мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫак кун Кудряшовсен ылтӑн туйне те «регистрациленӗ». Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна ҫӗрӗсемпе ылмашӑннӑ. Вӗсене пӗрле 50 ҫул пурӑннӑ ятпа «ылтӑн» свидетельство панӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анчах кредит учрежденийӗ мар. Сӑмахӑм — Федерацин суд приставӗсен республикӑри управленийӗн сервисӗ пирки. «Пурнӑҫлакан производствӑсен даннӑйӗсен банкӗ» ятлӑскер пулӑшнипе хӑть уйрӑм ҫынсем, хӑть предприяти-организацисем хӑйсен парӑм пуррипе ҫуккине пӗлейӗҫ. Халӗ вара маларах асӑннӑ управлени ку сервиса хӑтлама республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен территорири органӗсен кадр службисенче тата Шупашкар хулин муницпалитечӗсенче тӑрӑшакансене хӑтлава чӗннӗ. «Пурнӑҫлакан производствӑсен даннӑйӗсен банкӗ» сервисра суд тата ытти органсем кӑларакан йышӑнусем пирки информацие пухаҫҫӗ. Никам умӗнче те парӑмлӑ маррине е мӗн чухлӗ парӑмлине пӗлес тесен http://r21.fssprus.ru каҫӑпа кӗме чӗнеҫҫӗ. Унта парӑма тӳлемелли квитанцие те пичетлеме пулать. Парӑмпа тӗрлӗ тӳлев тытӑмӗ урлӑ тӳрех татӑлма та май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ абитуриентсене меллӗ пултӑр тесе ҫӗнӗ меслет шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тата йышӑну комиссийӗн сайчӗсене тата «Ҫыхӑнура» социаллӑ тетелти ушкӑнӑн «хӗрӳ линине» карас хатӗрӗсем урлӑ кӗме пулать-мӗн. Абитуриентсен QR-кода сканерласа илмелле те суйланнӑ сайтсене контактне упраса хӑвармалла. Асӑннӑ икӗ виҫеллӗ штрих-код текстлӑ информацие кодлама май парать. Кода сканерла карас хатӗрӗсен камера пулмалла кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |