Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Мошкассинче ӑна район хысни шучӗпе хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ клуба кӑтартнӑ. Культура учрежденине ҫӗклеме паракан укҫана асӑннӑ тӑрӑх кӑҫал район Акатуйне хӑйсем патӗнче ирттерме ҫӗнсе илнӗ май тивӗҫнӗ. Клуба тума 1,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Элтепер килнӗ ҫӗре ял ҫыннисем хӑйсем туса илекен апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев вырӑнта туса илекен чикӗ леш енчен кӳрсе илекеннинчен кая мар тесе хакланӑ. Унтан Элтепер «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмне ҫитнӗ, вырма ӗҫӗпе паллашнӑ. Тухӑҫ гектар пуҫне 45 центнер таран тухать иккен. Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Чӑкӑрта фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Вӑл таврари виҫӗ ял: Мӑн Чӑкӑр, Саратакасси, Ҫырмапуҫ — халӑхне тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳмелле. Михаил Игнатьев ял ҫыннисемпе те яланхиллех калаҫнӑ. Унтан республикӑн ертӳҫи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ. Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне Вӑрнар поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ. Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри виҫӗ ҫын «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ шкул ачисем. Ҫак палла ҫынсене йывӑрлӑхра пулӑшнӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата хӑюлӑхшӑн панӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски шкулӗнче вӗренекен Ольга Ярисова «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине икӗ йӑмӑкне ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ӑна ҫак паллӑпа Мускавра чысланӑ. Николай Константиновпа Антон Михеева ҫак паллӑна Чӑваш Енре панӑ. Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекен Николай путакан арҫын ачана ҫӑлнӑ. Коопераци институчӗн студентне Антон Михеева вара сусӑрсем валли пандус хатӗрленӗшӗн кӑкӑр паллине панӑ. Пӗтӗмпе комиссин 1,5 пин кандидата пӑхса тухма тивнӗ. Вӗсенчен 128-шӗ ҫеҫ «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Сочири иртнӗ Паралимпиадӑна хутшӑннӑ спортсменсем тата икӗ общество организацийӗ. Сумлӑ наградӑна тивӗҫнисен ячӗсене «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчисем тӑвас ыйтӑва маларах чӑвӑаш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов хӑй ҫине илнине эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух сӑмах Кӳкеҫрипе Муркашри пирки пынӑччӗ. Халӗ, ав, Шупашкартисене тӗрӗсӗлеме тытӑннӑ. Паян республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин тӗп хулари ача пахчисем тӑрӑх рейда тухнӑ. Премьер-министр Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи VI микрорайонӗнчи 26-мӗш позицире ҫӗклекен ача пахчине ҫитнӗ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Унта 283 ача вырнаҫмалла. Халӗ ҫурта туса пӗтернӗ иккен те шалти электромонтаж тата отделка енӗпе тимлеҫҫӗ иккен. Моторин ӗҫсем графикран юлса пынине палӑртса ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ. Тепӗр пахчана, Богдан Хмельницкий урамӗнчи 240 вырӑнлӑх ача пахчине илсен, унӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ иккен. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Ҫамрӑксен бульварӗнчи 21А адреспа вырнаҫнӑ ача пахчине ҫитес уйӑхра вӗҫлеме килӗшӳре палӑртнӑ. Ӗлкӗрес тесен васкамалла. Мускав проспектӗнчи 38А ҫурта ача пахчи валли юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫе раштавра вӗҫлемелле. Подряд организацийӗ ӗлкӗрме шантарать-мӗн-ха. Тепӗр объект — Эгер бульварӗнчи 35-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне ӗҫ ветеранӗн ятне илмелли стажа пӗчӗклетесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем тата арҫынсем валли ӑна 2,5 ҫул пӗчӗклетесшӗн. Анчах ку пурнӑҫа хӑҫан кӗресси паллӑ мар-ха. Кун валли хушма 250 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫа вара республика хыснинче ҫук. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ. Ыйтӑва ватӑ ҫынсем ҫӗкленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тахнӑ пӗр хӗрарӑм 39 ҫул ӗҫленӗ-мӗн, ӗҫ ветеранӗн ятне илмешкӗн 1 ҫул ҫитмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пенсин чи пӗчӗк виҫине илет. Производствӑра чылай сахалрах ҫул ӗҫленӗ кӳрши вара пенси ытларах илет-мӗн. Михаил Игнатьев кунта тӗрӗсмарлӑх пуррине палӑртнӑ. Вӑл 2012 ҫулта ӗҫ ветеранӗн ятне илме тивӗҫ ҫынсен списокне анлӑлатнине, унччен ку та пулманнине аса илтернӗ. Халӗ республикӑра 22 пин ҫын ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Вӗсем уйӑхсерен хушма 1 150 тенкӗ илеҫҫӗ. Тӗлпулура Михаил Игнатьев ӗҫ стажне 2,5 ҫул пӗчӗклетмеллине, анчах хыснара кун валли хальлӗхе укҫа ҫуккине палӑртнӑ. Укҫа тупсан ҫак ыйту уҫӑмланмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнать. Ҫакна тепӗр пулӑм та ҫирӗплетет. Утӑн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче икӗ йӗкӗреше регистрациленӗ. Пӗр ҫемьере икӗ хӗрача ҫуралнӑ: Екатерина тата Кристина. Тепӗр кил-йышра вара арҫын ачапа хӗрача кун ҫути курнӑ: Иванпа Галина. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр йӗкӗреш утӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ, тепри – утӑн 21-мӗшӗнче. Ҫамрӑк икӗ мӑшӑра ҫак ятпа саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство панӑ. Сӑмах май, Шупашкарти Мускав районӗнче кӑҫал 23 йӗкӗреше регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Васильевичпа Валентина Михайловна Васильевсем пӗрле 55 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Мӑшӑр хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне педагогика ӗҫӗнче ирттернӗ. Ӗҫне кура иккӗшне те Раҫҫей тата республика наградисемпе чысланӑ. 2013 ҫулта Васильевсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. Мӑшӑр 55 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ывӑлпа хӗре ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 2 мӑнукӗпе киленеҫҫӗ. Ҫӗмье телейӗ мӗнре-ха? Васильевсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, шаннинче тата ӗҫченлӗхре». Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС мӑшӑра ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра шӑматкун ыттисенчен расна туй иртнӗ. Хальхинче Раҫҫей тата Украина ҫыннисем пӗр ҫемьене тӗвӗленнӗ. Туя ҫамрӑксем наци йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ-мӗн. Тӗрӗллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑна чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ертӳҫӗ ҫырӑнтарттарнӑ. Пикен Украинӑран килнӗ тӑванӗсем пурте наци тумне тӑхӑннӑ. Украина хӗрӗпе пӗрлешекен каччӑ умне унти халӑх йӑлипе тӗрленӗ ал шӑлли хурса панӑ. Ун ҫине ура ярса пусни шӑпана яланлӑха пӗрлештерни пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫырӑннӑ самантра чӑвашла тата украинла юрӑсем янӑратнӑ, саламӗ виҫӗ чӗлхепе янӑранӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 112 номерпе шӑнкӑравламалли служба тытӑмӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. 2015 ҫулта Шупашкарта ятарлӑ ҫурт хӑпартмалла. Унта шанкӑравсене тӗрӗслӗҫ. Халӗ 112 номерпе шӑнкӑравлакансем телефон номерне шута илнӗ регионти диспетчер службине лекеҫҫӗ. 2017 ҫул тӗлне шанкӑрава пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫывӑхарах дежурнӑй оператор йышанмалла тӑвасшӑн. Вӑлах пулӑшу кӳме мӗнле специалистсене ямаллине палӑртӗ. Диспетчерсем халӗ шӑнкӑравлакана ЖКХ, шыв каналӗн, электро тата ӑшӑ сечӗсен ӗҫченӗсемпе, РФ МЧСӗн психологи пулӑшӑвӗ паракан службӑпа ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 112 номерпе SIM-карттӑ ҫук чухне те, шут ҫинче укҫа ҫук пулсан та шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валентина Павловна Украинӑран Чӑваш Ене килнӗ таркайсем йышланса пыраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи тикашсем те унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханаҫҫӑ: Донецк тата Луканск облаҫӗсенче ҫак ялта ҫуралса ӳснисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Вӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнма хирӗҫ мар, анчах май ҫук-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ҫемйине Раҫҫее ӑсатнӑ-тӑр. Арҫынсем вара ҫапӑҫма юлнӑ. Нумаях пулмасть Тикаш ялне Валентина Павловна (хушаматне кӑтартма шикленет) тӑван аппӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл Донецк облаҫӗнчи Горловка хулинче пурӑннӑ. Валентина Павловна упӑшки (вӑл ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ) тата ачисем ӗмӗрӗпех шахтӑра ӗҫленӗ. Аслӑ мӑнукӗ те шахтӑра тӑрӑшать. Валентина Павловна юлашки вӑхӑтра телевизор пӑхма та пӑрахнӑ, ун шухӑшӗпе унта Кейӳ влаҫӗ халӑха хирӗҫ тӑвакан преступление ҫеҫ курма пулать. Хӗрарӑм тӑван тӑрӑхӗнче юлашки хут 5 ҫул каялла пулнӑ. Валентина Павловна таркай статусне илесшӗн мар, мӗншӗн тесен Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурнӑҫ йӗркеленессе шанать. Унта — унӑн упӑшкин вилтӑпри. Валентина Павловна каланӑ тӑрӑх, Горловка хулине ытлах пемеҫҫӗ. Унта химзавод пур. Ӑна аркатсан ҫур Украина наркӑмӑшланма пултарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |