Республикӑра
![]() Юратӑвӑн чикки ҫук теҫҫӗ халӑхра. Чӑн та, ҫапла-тӑр ҫав. Ҫав сӑмахӑн чӑнлӑхне паян Муркаш районӗнчи пӗр ялти мӑшӑр ҫирӗплетсе панӑ. Паспортра штамп ларттараканӗсем — Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Патаккассинчи Галина Яковлевнӑпа Алексей Петрович. Арӑмӗ — 67 ҫулта, упӑшки — 74-ра. Ҫӗнӗ ҫынсене ЗАГС ӗҫченӗсем вӑрӑм ӗмӗр, хитре те хаваслӑ пурӑнма суннӑ. Ҫырӑнса пурӑнакансем юлашки ҫулсенче сахалланса кайрӗҫ те ку чӑннипех те ырӑ пулӑм темелле-тӗр. Ара, ҫынсен пӗр пайӗ халӗ гражданла мӑшӑрлану текен хутшӑнура пурӑнать. Хӑналла мӑшӑрлану текен ӑнлав та сарӑлса пырать темелле. Кун пеккисем пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласан пӗр-пӗрин патне хӑнана килсе кайнипех ҫырлахаҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене ӗҫе вырнаҫма чӑрт сурмалӑх кӑна тесе калаймӑпӑр. Вӗсене патшалӑх енчен тӗкӗ кӳрес енӗпе ятарлӑ саккунсем те пур. Ҫавсен шутне ӗҫ вырӑнӗсене квотӑпа пӑхса хӑварнине кӗртме пулать. Ун пек саккуна 2011 ҫулта республика шайӗнче йышӑннӑччӗ. Маларах асӑннӑ хутра 100 ҫынтан ытларах ӗҫлекен организацисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 2 процентне сусӑрсем валли уйӑрма, 35–100 ҫын тараннисенче 1,5 процентне палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шӑмӑршӑ районӗнче 100 ҫынтан ытларах организаци пӗрре кӑна пулнӑ. Ку вӑл — районти пульница. Унта паянхи куна тӑватӑ сусӑр ӗҫлет. 35–100 ҫын таран ӗҫлекен предприятисем районта — тӑххӑр. Ӗҫ вырӑнӗсене аттестациленӗ хыҫҫӑн сиенлӗ тата йывӑр ӗҫ условине кура сусӑрсене ӗҫе явӑҫтарма май ҫук тесе вӗсенчен иккӗшне палӑртнӑ. Ытти 7 организацире 7 вырӑн пӑхса хӑварнӑ та, пӗринсӗр пуҫне ыттисенче сусӑрсене ӗҫ тупса панӑ иккен. Сусӑра Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта йышӑнма хатӗр. Унта е инженер-программист пулса, е биологи вӗрентекенне вырнаҫма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар. Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкавра ҫӑлтӑрпа ирттернӗ зарядка Хальхи вӑхӑтра ял кунӗсем унта та кунта ирттерни пирки вӗҫӗмех пӗлтеретпӗр. Шӑматкун Пӑрачкав 423-мӗш ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Уяв ҫӑлтӑрпа зарядка тунинчен пуҫланнӑ. Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче пилӗк ҫӗре яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Йышра шӑпӑрлансенчен тытӑнса кинемейсемпе мучисем таран пулнӑ. Вӗсене зарядка кӑтартма Чӑваш Енӗн спорт аэробикин пӗрлештернӗ команди пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра — Европа тата тӗнче чемпионӗ Алексей Германов та. Хула ҫыннисене Пӑрачкав салин пуҫлӑхӗ Александр Барыкин тата районти предприятисемпе организацисем тӗслӗх кӑтартнӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лицейӗн ишӗлме пултаракан стени ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ. ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ. Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ. Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен. Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова. Уява Йӗпреҫри Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), Березовкӑри Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), Шӑрттан тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ. Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та. Сӑнсем (46) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Никаноров депутат Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ. Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне. Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Варринчи — Николай Глухов Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашлурисем Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене ытларах явӑҫтарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем ытларах кирлине кура квотӑна ӳстерме ыйтса пирӗн республика Раҫҫейӗн ӗҫ министерствине ҫырупа тухнӑ иккен. Кӑҫала квотӑна малтанласа 1345 ҫынлӑх палӑртнӑ пулнӑ-ха. Квота резервӗ пуррине кура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Ене 95 ҫынлӑх ӳстерсе панӑ. Ҫапах та ӗҫлекенсем кунпах ҫитмен имӗш, тата тепӗр 126 ҫынлӑх квота ыйтнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Галина Германова канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ ведомствӑна пирӗн патри организацисенчен квота виҫине тепӗр 123 ҫынлӑх ӳстерме ыйтнӑ ҫыру ҫитнӗ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисене общество апатланӑвӗнче тата тирпейлекен производствӑра ытларах чух шыраҫҫӗ иккен. Ыйтса ҫырнисенчен хальлӗхе комисси 45 ют ҫӗршыв ӗҫченӗ валли квота ыйтас шухӑша ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ летчиксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ Паян «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче пулнӑ. Вӗсене «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ. Вӗсене ҫулӑма пуҫ тайнине йӑлине кӑтартнӑ. Апашри информаципе культура центрӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ сехет пулнӑ вӑхӑтра 20 ҫынран тӑракан пилот ушкӑнӗ Апаш купельне те ҫитсе килнӗ. Вӗсем пӑр пек шыва та кӗрсе тухнӑ. Аса илтеретпӗр, «Стрижи» пилаж ушкӑнӗ ӗнер пирӗн Шупашкарта пурӑнакансемпе унӑн хӑнисене авиа-шоу кӑтартса савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |