Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енри ҫул-йӗр фирмин акцийӗсене каллех аукциона сутма лартнӑ. Сӑмах — «Чӑвашавтодор» АУО пирки.

Аукциона «Чӑвашавтодорӑн» 75 процент акцине кӑларӗҫ. ЧР Пурлӑх патшалӑх комитечӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унччен аукцион ҫурлан 21-мӗшӗнче иртнӗ.

Акци пакечӗсен малтанхи хакӗ — 179 281 293 тенкӗ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

«Чӑвашавтодор» организаци йышне 14 филиал, ҫул-йӗр юсакан 8 управлени, кӗпер юсакан управлени, проектпа смета бюровӗ, техникӑпа тивӗҫтерекен управлени кӗреҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн пурлӑхне 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени кӗреҫҫӗ.

Аса илтерер: «Чӑвашавтодорӑн» экс-директорне Александр Волкова укҫа-тенкӗ йӑкӑртнӑшӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ тата 900 пин тенкӗлӗх штраф панӑ

 

Республикӑра

Халӗ ӗлӗкхи пек мар: 5 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесем — сайра тӗслӗх. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара нумаях пулмасть Милена ятла хӗрача кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьери 9-мӗш ача.

Павловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш хӗрача ҫуралнӑ. Ыттисем — арҫын ачасем. Милена иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Милена 5 килограма яхан ҫуралнӑ. 57 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ вӑл — чӑн-чӑн пӑхаттир.

ЗАГС ӗҫченӗсем Герман Германовичпа Лариса Леонидовнӑна ачасене воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Ашшӗ вара ыттисен вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79734
 

Республикӑра Ҫӗнӗ ҫурт
Ҫӗнӗ ҫурт

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт хӑпартма тытӑннӑ. Ку тӑрӑхра пӗрремӗш пулаканскере Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи тивӗҫӗ. Черетре тепӗр икӗ ҫемье тӑрать.

Ҫӗнӗ ҫурта «Нива» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ тӑвать. Пӳрт 60 тӑваткал метрлӑ пулӗ. Унта газ кӗртӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ, канализаципе шыв та пулӗҫ. Пӗр сӑмахпа, Ивановсем хулари пекех пурӑнӗҫ.

Ивановсем пилӗк ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ: икӗ хӗр тата виҫӗ ывӑл. Асли Настя медколледжра вӗренет, Нелли — педагогика колледжӗнче. Арҫын ачасем хальлӗхе шкула ҫӳреҫҫӗ.

Ҫемье хальлӗхе ҫемье пуҫӗн Андрейӑн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнать. Кӗҫех вӗсем ҫӗннине куҫӗҫ.

 

Республикӑра

Иртнӗ эрнере «СмартВтормет» ТМЯП лаптӑкӗнче саккунсӑр вырнаҫтарнӑ 44 вӑйӑ хатӗрне тӗп тунӑ. Пресс айне 15 вӑйӑ автомачӗ тата 29 вӑйӑ хатӗрӗ лакнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.

Ку пӗтӗм хатӗрсене суд йышӑнӑвӗпе маларах харпӑр ҫын харпӑрлӑхӗнчен илсе патшалӑхӑн пурлӑхне куҫарнӑ. Саккун чаракан вӑйӑсем йӗркелекенсене вара судпа явап тыттарнӑ. Вӑйӑ аппарачӗсене тӗп тунине Росимущество элчисем тата полици ӗҫченӗсем тӗрӗслесе пӑхса тӑнӑ.

Кӑҫал, 2015 ҫулта, астаракан вӑйӑсем ирттерессипе йӗркеленине Чӑваш Енре пурӗ 11 хут палӑртнӑ. Шыравра пурӗ 800 ытла вӑйӑ хатӗрӗ тупнӑ. Тӑватӑ факт тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.mvd.ru/news/item/6600989/
 

Республикӑра Галина Вронская юрист
Галина Вронская юрист

Галина Вронская юрист хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ Михаил Вансяцкие судра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн гражданла ӗҫсемпе ӗҫлекен суд коллегийӗ Михаил Вансяцкий ыйтӑвне тивӗҫтерме хирӗҫленӗ.

Ҫапла майпа икӗ ҫул судлашни тӳре-шара пулнӑ ҫыншӑн выляса янипе вӗҫленнине интернет-кӑларӑма хӳтӗленӗ юрист тӗлӗнсе йышӑнман. Юрист ҫырнӑ тӑрӑх, суд маларах тавӑҫа пӑхса тухма пачах килӗшмен. Суд килӗшменнипе М. Вансяцкий килӗшмен (тавталогипе юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ ҫын Аслӑ суда евитленӗ. Унта вара судлашас текен ҫынна чарас темен пулать.

Галина Вронская ӗнентернӗ тӑрӑх, суд тӑрӑх ҫӳресе Михаил Вансяцкий самай шар курать. Ваккат тытса тӑкакланнипех вӗҫленмест ҫавӑ. Суя сӑмах сарать тесе В. Гуськов ятлӑ ҫын унран 70 пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа пӗрле И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ политик юридици факультечӗн ҫамрӑкӗсемпе курнӑҫнӑ.

Тӗлпулу юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов тата ЧПУ ректорӗ Андрей Александров хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев ЧПУ тухӑҫлӑ аслӑ шкул йышне кӗнине аса илтернӗ. Вӑл паян та Чӑваш Енри вӗренӳ тӗп центрӗсенчен пӗри шутланать. Николай Федоров ҫак сӑмахсемпе килӗшнӗ.

ЧПУ ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулӑн ҫитӗнӗвӗсем тата студентсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Тӗлпулура политиксем студентсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсене ытларах ҫамрӑксен политики, ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗ, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшас ыйту кӑсӑклантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79656
 

Республикӑра

Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.

Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.

1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ.

«Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен.

Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/481.html
 

Республикӑра

Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн.

Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть.

Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ.

Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1620
 

Республикӑра

Шупашкара «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая килни пирки чылай шавларӗҫ. Вӑл хулари кафе-ресторана тиркенӗ, хӑшӗ-пӗрне ырласа хӑйӗн наклейкине ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ.

Халӗ кафе-ресторансен хӑрамалли ҫук ӗнтӗ — Елена Летучая Шупашкартан кайнӑ. Халӗ Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑм эфира хӑҫан тухассине ҫеҫ кӗтмелле.

Кӑларӑма ҫынсем хӑҫан курма пултарасси паллӑ. Вӑл ку эрнерех эфира тухӗ. «Инстаграм» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнра кӑларӑмӑн тулли версийӗ хӑҫан тухнине пӗлтернӗ. Вӑл сенкер экран ҫине юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 19 сехетре эфира тухӗ.

Елена Летучаяна чӑваш сервисӗ килӗшни пирки сас-хура тухнӑ. Чӑнах та ҫапла-и? Кӑларӑм эфира тухсан паллӑ пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79632
 

Республикӑра

Чӑваш Енре транспортсене эвакуациленӗшӗн тӳлемелли хак ӳснӗ. Ку йышӑнӑва Конкурентлӑ политикӑпа тариф службин патшалӑх службин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Коллеги ӗҫне тӗрлӗ ведомство ҫыннисем хутшӑннӑ. Унта тӗп ыйтӑва — тытса чарнӑ транспортсене эвакуацилемелли хака — сӳтсе явнӑ. Урапасене эвакуацилекен тата ятарлӑ чарӑну вырӑнӗсене тытса тӑракан организацисем 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗнӗ хаксене улӑштарасси пирки сӑмах хускатнӑ.

Ҫапла майпа ларура 1 ҫухрӑмшӑн 182 тенкӗ илесси пирки ҫирӗплетнӗ. Палӑртса хӑварар: унччен ку хак 1 ҫухрӑмшӑн 142 тенкӗпе танлашнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 592, 593, 594, 595, 596, 597, 598, 599, 600, 601, [602], 603, 604, 605, 606, 607, 608, 609, 610, 611, 612, ...680
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть