Республикӑра
![]() Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Йӗпреҫ районӗнче шыв тасатмалли сооруженисем ӗҫлесе каймалла. Хальлӗхе ӗҫе 70 процент пурнӑҫланӑ. Проекта пурнӑҫлама 160 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ӑна Йӗпреҫ районне «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ. Хальлӗхе ҫак укҫан ҫуррине тӑкакланӑ. Подрядчик ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал сооруженисем Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче те урӑх ҫук. Вӗсене питӗ ҫирӗп кантӑк пластикран хатӗрленӗ. 50 ҫул ытла чӑтма пултараҫҫӗ. Паха тепӗр енӗ — сооружение ҫӗр айне вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакна пула ырӑ мар шӑршӑ та пулмӗ. Ҫак сооруженисем витӗр кунсерен 1000 кубла метр шыв тухӗ. Унчченхи, 1979 ҫулта тунӑскер, ҫак ӗҫе пурнӑҫлаймасть ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ пушарнӑйсене халалласа лартма палӑртнӑ палӑк эскизӗн конкурсне ирттереҫҫӗ. ИӖМ ирттерекен конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Эскиза А3 калӑпӑшла хут ҫине тӗрлӗ тӗспе ӳкермелле. Ӑна электрон мелпе те хатӗрлеме май пур. Палӑк эскизӗ миҫе листа йышӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Вӗсене ӳнер тӗлӗшӗнчен те, ӑна пурнӑҫа мӗнле кӗртме пултарасси енчен те хаклӗҫ. Пулас палӑк эскизӗн авторне авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе РФ ИӖМӗ ятарлӑ парнепе хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пек тӑвасси пирки республика Элтеперӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчех Хушу кӑларнӑччӗ. Халӑх ырлӑхӗшӗн патшалӑх хыснин шучӗпе тӑрӑшакансен йышне 2015–2016 ҫулсенче 10 процент чакармалла. Элтепер Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва «республика хыснин тӑкакӗсене чакарас тенипе» ҫыхӑннӑ. Хушура вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсен йышне чакарассипе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗннӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсен йышне чакарас сӗнӗве кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев каланӑччӗ. Ҫӗршывӑн Финанс министерствине сӗнӳсене вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӑратма хушнӑччӗ. Унта йыша 10 процент чакарасси пирки сӑмах пынӑччӗ. Федераци Канашӗн спикерӗ вара федераци служащийӗсен йышне регионсенче ҫурри таран чакармах сӗннӗччӗ. Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Валерий Рашковӑн шучӗпе Раҫҫейри 10 пин ҫын пуҫне 172 патшалӑх служащийӗ тивет, пӗтӗмпе хайхисен йышӗ — 2,4 миллиона яхӑн. Ҫӗршывӑн финанс министрӗн ҫумӗ Татьяна Нестеренко та патшалӑх служащийӗсен йышӗ пысӑккипе килӗшет. Пенси фончӗн, Обязательнӑй медицина страхованийӗн, социаллӑ страхованин, Тӗп банкӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле шутласан патшалӑх служащийӗсен йышӗ чӑннипех пысӑккине палӑртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнса пырать. Чылай районта ку енӗпе мухтанма пултарать. Акӑ нумаях пулмасть Элӗк район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 100-мӗш ачана шута илнӗ. Ӑна Алина ят хунӑ. Пепке Тукач ялӗнче пурӑнакан Аннӑпа Алексей Степановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Алина — Степановсен пӗрремӗш ачи. Савӑнӑҫлӑ ҫак уяв ячӗпе мӑшӑра ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Мария Николаевна саламланӑ, хӗр пӗрчине воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Сӑмах май, 2010 ҫулта Элӗк районӗнче 100-мӗш ачана ҫӗртмен 29-мӗшӗнче шута илнӗ, 2011 ҫулта — утӑн 20-мӗшӗнче, 2012 ҫулта — утӑн 26-мӗшӗнче, пӗлтӗр — утӑн 22-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен ҫитес 7-10 кунра Украинӑри 390 таркая йышӑнмалла. Ҫапла майпа республикӑра пӗр эрне хушшинче куҫса килекенсен йышӗ 1 пин ҫынран иртмелле. Пӗрремӗш ушкӑн паян килсе ҫитнӗ. Ростов облаҫӗнчен 120 ҫын килнӗ. Темиҫе кунран 140 таркая йышӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак лару-тӑрупа кашни кун кӑсӑкланать. Вӑл ҫурлан 7-мӗшӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун тӗлне республикӑра таркайсен шучӗ 601 ҫынна ҫитнӗ. Украинӑран Чӑваш Ене таркайсем хӑйсем тӗллӗн тӑванӗсем, юлташӗсем патне килеҫҫӗ, ҫавна май вӗсен шучӗ кунсерен ӳсет. Таркайсене вырнаҫтармашкӑн республика федераци хыснинчен 566 пин тенкӗ илӗ. Ҫак укҫана утӑн 22-мӗшӗнчи лару-тӑруна кура палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев Элтепер журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлать Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян пресс-конференци ирттернӗ. Унта федераци, регион, район тата хула шайӗнчи 46 массӑллӑ информаци хатӗрӗ хутшӑннӑ. Умсӑмахӗнче Элтепер республикӑна ертсе пыма пуҫланӑ малтанхи кунранах ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Ку шута вӑл тивӗҫлӗ тӳлекен ӗҫ вырӑнне те, пурӑнма хӑтлӑ вырӑн кирлине те, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхассине те кӗртнӗ. Ку енӗпе республика влаҫӗсем тӑватӑ ҫул тӑрӑшнине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Шухӑшланинчен хӑшне утма май килнине, хӑшне май килменнине пытарман вӑл. Унсӑр пуҫне пурнӑҫламалли тата нумаййине те палӑртнӑ. Журналистсемпе икӗ сехет калҫнӑ хушӑра вӑл 32 ыйтӑва хуравланӑ. Пресс-конференцин видео-версине Чӑваш наци телекуравӗ паян кӑтартнӑ. «Раҫҫей 1» телеканалпа ӑна ҫурлан 10-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра паллашма май килӗ, «Раҫҫей 24» телеканалпа ҫав кун — 19 сехет те 30 минутра. Пресс-конференцин аудиоверсине Чӑваш наци радиовӗ паян пӗрре янӑратнӑ, ҫурлан 9-мӗшӗнче 19 сехетре тепре итлеме май килӗ. Сӑнсем (35) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурлан 3-мӗшӗнче Канаш хули ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, ЧР строительство министрӗ Олег Марков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вячеслав Александров килнӗ. Ҫавӑн пекех уява Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Чулхула чукун ҫулӗн Канаш станцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Георгиев, Канаш тата Тӑвай епископӗ Стефан хутшӑннӑ. Олег Марков Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне вуланӑ. Михаил Васильевич ҫырура Канаш республикӑн транспорт центрӗ пулнине, кунти халӑхӑн пурнӑҫӗ чукун ҫул магистралӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Канаш — республикӑри пысӑк хуласенчен пӗри. Вӑл республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвне самай витӗм кӳрет. Кунта ҫуртсем, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, инженери тата транспорт инфратытӑмӗ ҫӗнелет, инвестици климачӗ лайӑхланать, ача ҫураласси ӳсет. Пӗр сӑмахпа — канашсен мухтанмалли пурах. Канаш монохуласен йышне те кӗнӗ ав. Ӑна аталантарас тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗ ҫулсерен ҫурла пуҫламӑшӗнче уява пухӑнать. Кӑҫал ҫурлан 2-мӗшӗнче йӗпреҫсем 121-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Илемлетнӗ пӑравус артистсене парка илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн уяв уҫӑлнӑ. Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ыттисем етешӗсене уявпа саламланӑ. Александр Яковлев Валентина Ивановӑна, Надежда Масловӑна, Раиса Ивановӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Йӗпреҫре ӗҫлекен ытти ҫынсем те грамотӑсене тивӗҫнӗ. Унтан хӑнасене тата йӗпреҫсене районти ача-пӑча, фольклор, эстрада, ташӑ ушкӑнӗсем сцена ҫинче савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн Анатолий Алясов юрӑҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех уявра Комсомольски районӗнчи Александровка ял тӑрӑхӗнчи «Родники» ансамбль, Вӑрнарти «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, чӑваш эстрада артисчӗсем, Шупашкарти «Волжане» вокалпа инструмент ансамблӗ сцена ҫине тухнӑ. Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Йӗпреҫри чи вӑйлӑ ҫын ятне Роман Ковальчик тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Мошкассинче ӑна район хысни шучӗпе хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ клуба кӑтартнӑ. Культура учрежденине ҫӗклеме паракан укҫана асӑннӑ тӑрӑх кӑҫал район Акатуйне хӑйсем патӗнче ирттерме ҫӗнсе илнӗ май тивӗҫнӗ. Клуба тума 1,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Элтепер килнӗ ҫӗре ял ҫыннисем хӑйсем туса илекен апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев вырӑнта туса илекен чикӗ леш енчен кӳрсе илекеннинчен кая мар тесе хакланӑ. Унтан Элтепер «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмне ҫитнӗ, вырма ӗҫӗпе паллашнӑ. Тухӑҫ гектар пуҫне 45 центнер таран тухать иккен. Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Чӑкӑрта фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Вӑл таврари виҫӗ ял: Мӑн Чӑкӑр, Саратакасси, Ҫырмапуҫ — халӑхне тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳмелле. Михаил Игнатьев ял ҫыннисемпе те яланхиллех калаҫнӑ. Унтан республикӑн ертӳҫи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ. Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне Вӑрнар поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ. Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |